Ĕçченĕн ĕçĕ ăнать
Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче пурăнакан Петр Максимов тĕрлĕ ĕçпе аппаланать: карçинкка ăсталать, çăм арлать, алса-чăлха çыхать, çăм атă йăвалать, кăмака тăвать. Унсăр пуçне вăл ăста сварщик та, платник те.
Мунчала Петтине пурте пĕлеççĕ
Ялта ăна «Мунчала Петти» теççĕ. Аслашшĕ Максим Андреев ăста тимĕрçĕ пулнă. Унсăр пуçне курăс хуппине шÿтерсе мунчала тунă. Çавна май ун çумне хушма ят çыпăçнă. Çакскер халĕ те ял-йышра çÿрет. «Мана «Мунчала Петти» тесен пурте пĕлеççĕ. Пĕр вăхăт «Кăмака Петти» текенсем пулчĕç. Салтакран килсенех ял-йыш валли чылай кăмака турăм. Çавна май çак ят çыпçăнчĕ. Анчах эпĕ ăна килĕштермерĕм, асаттерен юлнă ята вара пăрахас килмест», — терĕ Петр Иванович.
Унăн ашшĕ те ĕçчен пулнă. Вăл чÿрече рамисем ăсталанă, кăмака тунă, çăм атă йăваланă. Урăхла каласан, пур ĕçе те пурнăçланă. Ывăлĕ çак ĕçсене шăпах унран вĕреннĕ те.
«Сварщик профессийĕпе Мускавра, Питĕрте метро тунă çĕртре чылай тăрăшрăм. Вахтăпа ĕçленĕ май кил-тĕрĕшре те вăй хума вăхăт тупаттăм. Ял-йыш пластик чÿречесем лартма пуçласан рамăсем тума пăрахрăм, тепĕр ĕçе пикентĕм. Пĕррехинче ферма çывăхĕнче кивĕ карçинкка тупрăм та киле илсе килтĕм, салатса пăхрăм. Çапла майпа карçинкка çыхма вĕрентĕм. Малтан хуçалăхра усă курмаллине ăсталарăм, кайран вара кăмпа валли пĕчĕкреххисене тума пуçларăм. Ял-йыша, кÿршĕ-арша, тăван-пĕтене парнелерĕм вĕсене. Пĕринчен тепри лайăхрах, тăпăл-тăпăл пулса пынăран чун савăнатчĕ. Сăпка, тĕрлĕ савăт-сапа та ăсталаса пăхрăм. Çавна май саккас паракан та тупăнчĕ. Халĕ, сăмахран, мана куравсене час-часах йыхравлаççĕ. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем те йĕркелетĕп. Таврари ялсенчен вĕренме килекенсем те пур», — паллаштарчĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Петр Максимов.
Чăваш сăпки Мускава та, Çĕпĕре те çитрĕ
Хăвапа ĕçлесси çăмăл маррине палăртрĕ арçын. «Пирĕн тăрăхра çичĕ тĕрлĕ хăва пур. Анчах вĕсемпе пуринпе те ĕçлеме май çук. Эпĕ вĕсене Йĕпреç çулĕпе, чукун çул тăрăх, пухатăп. Унсăр пуçне хам та лартса ÿстеретĕп. Чăнкă çырансенче, ĕне выльăх анайман çĕрте лартатăп. Çакнашкал вырăнсене лартни аванрах та, çĕр ишĕлме чарăнать. Ку ĕçпе 15-17 çул аппаланнăран лайăх хăвана куçпа пăхсах пĕлетĕп. Тĕпрен касатăп, мĕншĕн тесен иккĕмĕш çулхине вăл туратланса каять, унпа ĕçлеме май çук. Хăвана кĕркунне, малтанхи сивĕсем пуçлансан, касма тытăнмалла. Çак ĕçе çуркунне кăчкă тухиччен тума юрать. Çуллахи хăвана çыхма май çук, вăл хуçăлать. Çавăнпа та çулла валли чылай хатĕрлесе хума тăрăшатăп. Хăва ĕçĕ кансĕр тесен те юрать. Ăна малтан 2 сехет вĕретсе çемçететĕп, унтан хуппине сÿсе типĕтетĕп. Карçинкка çыхнă чухне шÿтеретĕп. Эрешĕсене хам шухăшласа кăларатăп. Тепĕр чухне пĕçернĕ шывĕпех хăвана тĕс кĕртетĕп. Шултрисене çурмалла çуратăп, савалатăп. Ăна валли инструмента хамах ăсталарăм. Хăвапа ĕçлеме чă-тăмлăх кирлĕ. Карçинкка аврине тунă чухне пĕри хуçăлсан пурне те сÿтме тивет. Çавна май савăта çĕклесе çапни те пулнă. Пĕр вăхăт лăпланса ларатăп та кайран каллех алă ĕç патне пырать. Ăна тĕрĕс-тĕкел туса пĕтерсен пăхса савăнатăп», — малалла тăсăлать сă-мах çăмхи.
Хăва касса хатĕрлес ĕçре ăна мăшăрĕ, ачисем пулăшнине палăртрĕ вăл. Кĕçĕн ывăлĕ Саша вара ашшĕнчен карçинкка çыхма та вĕреннĕ иккен. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтерсе мала тухнă вăл. Хальхи вăхăтра Саша Канашра ашшĕ пекех сварщик профессине алла илет. Апла пулсан йăхран йăха тăсăлакан ĕçе малалла аталантаракан пурри савăнтарать.
Мана ытларах сăпка ăсталани кăсăклантарчĕ. «Хальхи вăхăтра ăна туянакан пур-ши?» — ыйтрăм эпĕ Петр Ивановичран. «Паллах, ман сăпкасене Мускава та, Çĕпĕре те илсе кайрĕç», — хуравларĕ арçын. Пĕлтĕр ăна — 4, виçĕм çул 7 ăсталанă иккен. Авалхи хатĕрпе паянхи кунччен те усă курни пĕлтерĕшлĕ. Эппин, вăл кивелмест.
Кăмака та кирлĕ
«Хальхи вăхăтра кам кăмака хутать?» — тейĕ хăшĕ-пĕри. Петр Иванович каланă тăрăх, чылай çын газпа усă курать пулсан та кăмака тутаракан та пур. «Газ çултан-çул хаклан-нăран каланккă та, кăмака та, камин та тутараççĕ. Ку енĕпе те алă пырать манăн. Пулăшу ыйтса таврари ялсенчен те килеççĕ», — терĕ Мунчала Петти.
Ĕçе кăмăллакан арçын çăм арлама, алса-чăлха çыхма хăçан вĕреннĕ-ши тата? Амăшĕн куçĕ япăхлансан çак çсемпе аппаланма тытăннă вăл. Ун чухне шкул ачи çеç пулнă. Çăм арлама, пĕтĕрме асламăшĕ хăнăхтарнине аса илчĕ арçын. Çăм атă йăвалама ашшĕнчен вĕреннĕ иккен. Çак ĕçсене халĕ сайра хутра тăвать пулин те вĕсенчен пачах ютшăнманнине пĕлтерчĕ. «Маншăн арçын, хĕрарăм ĕçĕ çук. Эпĕ пурне те пултаратăп, нихăшне те тиркеместĕп. Хам ăсталанă хатĕр-хĕтĕр, çыхнă алса-чăлха чуна çывăх. Атте, асатте ылтăн алăллă пулнăран тĕлĕнме пăрахаймастăп, вĕсемпе мухтанатăп. Ял çынни те тĕрлĕрен пулать: вĕсен хушшинче пуртă аври лартма пĕлменни те, ĕçкĕпе иртĕхекен те пур. Эпĕ асаттерен, аттерен чылай вĕреннĕ. Хама ачаран ĕçе хăнăхтарнăшăн вĕсене паянхи кунччен тав тăватăп», — пĕтĕмлетрĕ калаçăвне арçын. Малалла вулас...
Валентина МАКСИМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.