Ĕçлекен çын чухăн ан пурăнтăр
Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă саккун проектне йышăннă, Федераци Канашĕ те ырланă. Аса илтеретпĕр: çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин кăрлачăн 15-мĕшĕнче вуланă Çырăвĕнче унта улшăнусем кĕртмелли пирки каланăччĕ.
Халĕ вăйра тăракан Конституцие йышăннăранпа 26 çул иртнĕ. Çак тапхăрта пурнăçри лару-тăру нумай улшăнчĕ. Тÿрлетÿсем чи малтан социаллă ыйтусене пырса тивеççĕ. Çĕнĕ нормăсемпе килĕшÿллĕн, патшалăх граждансен умĕнчи социаллă обязательствисене гарантилеме тивĕç. Сăмах, чи малтан, ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пирки пырать, вăл «вăй питти çынсене пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулмалла мар». Ку норма Раççейри чухăнлăха чакарма пулăшĕ. Социаллă пенсисене индексацилесси те çавах. Сăмахран, пенсисене çулталăкра пĕр хутран кая мар обязательнăй майпа индексацилемелле.
Тÿрлетÿсем çемье, ачасен интересĕсене мала кăларĕç. Тăлăх ачасемшĕн, хевтесĕр ватăсемшĕн патшалăх хăйĕн çине яваплăх илнĕ. «Патшалăх ачасен ăс-хакăл, кăмăл- сипет, ÿт-пÿ аталанăвĕ, вĕсене патриотизм, гражданлăх воспитанийĕ парас, аслисене хисеплеме вĕрентес енĕпе условисем йĕркелет…» çапла йĕркесем пур Тĕп Саккунăн положенийĕнче. Литературăри, информаци политикинчи, патшалăх телекуравĕнчи хаклăхсене улăштармашкăн çак тÿрлетÿсем кирлĕ.
Çĕнĕ Конституци парламент пĕлтерĕшне пысăка хурать, унăн полномочийĕсем ÿсĕç. Малашне РФ Правительствин Председательне, унăн заместителĕсене, вăй тытăмĕсен ведомствисен ертÿçисене Президент Пат-шалăх Думи çирĕплетнĕ хыççăн кăна уйăрса лартма пултарĕ. Пысăк шайри чиновниксем тĕлĕшпе те требованисем çирĕпленеççĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн должноçне çĕршывра 25 çултан кая мар пурăннă, ют çĕршыв гражданлăхĕ çук çынсем кăна йышăнма пултараççĕ. Чиновниксем, регионсенчи чи аслă должноçри çынсем, депутатсем, судьясем, ытти категори тĕлĕшпе те çĕнĕ требованисем пулĕç. РФ премьер-министрĕн, унăн заместителĕсен, федераци министрĕсен, РФ субћекчĕсен должноçри аслă çыннисен, Федераци Канашĕн членĕсемпе Патшалăх Думин депутачĕсен, судьясен ют çĕршыв гражданлăхĕ, чикĕ леш енче куçман пурлăх пулмалла мар. Ку патшалăх хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тÿррĕн çыхăннă. Çакнашкал чарусем тĕнчери чылай çĕршывра пур. Чиновник патриот пулма тивĕç. Камăн «саппас аэродром» пур — унашкаллисем йывăр саманара тăван халăха пăрахасси, ют çĕршыва тухса каясси те часах. Çĕршыв пуласлăхĕ çавăн пек çынсен аллинче пулмалла мар.
Регионсенче те саккун кăларакан органсем РФ Конституцине тÿрлетÿ кĕртесси çинчен калакан «Уçă влаç йĕркелĕвĕн тата ĕçĕн уйрăм ыйтăвĕсене йĕркелессине лайăхлатасси çинчен» саккуна пăхса тухса ырланă. Çав шутра ЧР Патшалăх Канашĕ те хăйĕн позицине иртнĕ эрнере вĕçленнĕ сессире палăртнă, 38 депутат майлă сасăланă. Хальлĕхе тÿрлетÿсем тĕлĕшпе пăнчă лартман: пĕтĕмпех халăх сасăлавĕ татса парĕ. Ăна ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Вăл, Владимир Путин палăртнă тăрăх, çĕршыври лару-тăру ăна йĕркелеме май парсан çеç иртĕ. "Раççей çыннисен сывлăхĕнчен хаклăраххи нимĕн те çук", — тенĕ Президент.
Алина ИЗМАН. ыхăннă саккун проектне йышăннă, Федераци Канашĕ те ырланă. Аса илтеретпĕр: ĕршыв Президенчĕ Владимир Путин кăрлачăн 15-мĕшĕнче вуланă Çырăвĕнче унта улшăнусем кĕртмелли пирки каланăччĕ.
Юлия АЛАНОВА, Çамрăксен пуçарăвĕн центрĕн директорĕ:
— Маншăн тÿрлетÿсенчи социаллă енсем ытларах пĕлтерĕшлĕ: чи пĕчĕк ĕç укçине пурăнма кирлĕ виçепе танлаштарасси, пособисемпе пенсисене индексацилессине йăлана кĕртни, ачасене, ача амăшĕсене, аслă ăрăва хÿтĕлесси… Кусем йăлтах пирĕн пурнăçа лайăхлатмашкăн витĕм кÿрĕç. Раççейшĕн çăмăлах мар лару-тăрура та патшалăх социаллă граждансене кÿрекен гарантисене тĕп вырăна кăларать. Конституцие кĕртме йышăннă тÿрлетÿсен татăклă тĕллев пур — Раççейри влаçа çирĕплетесси. Вăл мĕн чухлĕ тĕреклĕрех, пирĕн çĕршыв тулашран тапăнакансене çавăн чухлĕ вăйлăрах хирĕç тăма пултарĕ.
Алена ИЛЬИНА, Шупашкар районĕнчи Çĕньял шкулĕн вĕрентекенĕ:
— Çак ĕçе халăхпа канашласа пурнăçлани мана уйрăмах савăнтарать. Паллах, çемье хаклăхне мала кăларнипе, çавăн пекех «ĕçлекен çыннăн чухăн пулмалла мар» тенипе килĕшетĕп. Конститу-цире çапла çырса хурĕç: «Раççей Федерацийĕ çын ĕçне хисеплет, унăн прависене хÿтĕлет». Тата Конституци волонтерĕсене хатĕрленине ырлатăп. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри сасăлав умĕн икĕ эрне маларах халăха çĕршыва кĕтекен улшăнусем çинчен ăнлантарĕç. Май пулсан хам та волонтера çырăнасшăн. Çамрăксене те хастартарах пулма сĕнетĕп. Конституци волонтерĕсене ятарласа вĕрентĕç, вĕсем историе кĕрсе юлĕç.
Станислав ТРОФИМОВ, Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ:
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Конституцие çырнă чухне цифра технологийĕсем, коммерциллĕ мар сектор, НКО /коммерциллĕ мар организацисем/, общество пĕрлешĕвĕсен тÿпи пирки хальхи пек шайра калаçман. Паянхи кун вара ку экономикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа ăна Конституцие кĕртсе хăвармаллах тесе шухăшлатăп. Общество шухăшне итлесен, шута илсен тунă йышăнусем чăхăмламаççĕ, пурнăçа кĕреççĕ, халăха вăрçăнтармаççĕ. Экспертсем палăртнă тăрăх, социаллă политикăри хăш- пĕр ен шăпах НКО пуçарăвĕпе çуралнă. Юлашки çулсенче Раççейре коммерциллĕ мар тата патшалăхăн мар организацисен секторĕ йăл илчĕ. Унтах ыр кăмăллăх, волонтерлăх кĕреççĕ. Патшалăх вĕсен шухăш-кăмăлне шута илме хатĕрри, паллах, лайăх.