Комментировать

19 Мар, 2020

«Алăка ют хĕрарăм уçсан сăмах чĕнеймерĕм»

Хăйĕн пирки Нина Иванова çирĕп мар характерлă çын тесе шухăшлать. Çапах шăпи катăк çăварлă килсе тухнăшăн ÿпкелешнĕ самантсене астумасть. Çуралса ÿснĕ çурчĕ тĕппипех çунса кĕлленсен те, операци сĕтелĕ çине выртма тивсен те, мăшăрĕ виçĕ ачапа пăрахсан та тутăра куççульпе йĕпетмен.

Ашшĕне палламан

Пирĕн çĕршыва нимĕçсем тапăнсан Етĕрне районĕнчи Çухра ялĕнчи вăй питти арçынсемпе пĕрле Нинăн ашшĕ те фронта тухса кайнă. Çывăх çыннин сăнарĕ çулталăк çурăри хĕрачан асĕнчен часах тухнă. Пиччĕшĕпе Михаилпа тата аппăшĕпе Калерийăпа çитĕннĕ вăл. «Крахмал çисех ÿсрĕмĕр. Миша 4 çул тултарсанах ăна пуçтарма çÿрерĕ. Аппа та унран юлман. Апи кантăр акса, унран пир тĕртсе пире кĕпе çĕлесе тăхăнтартнине астăватăп, çÿхе шурă пиртен — кĕпе, саппунне вара сăрланă пиртен хатĕрлетчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче анне уй-хиртен тухмасăр тар тăкнă, мана пĕрле илсе çÿретчĕ. Кайран çитĕнерехпе пĕтĕм вĕт-шакăр, çав шутра эпĕ те, йĕтем çине тухрăмăр — аслисем авăн çапса пушатнă кĕлтесене пĕрерĕн сĕтĕрсе капан тăваттăмăр. Урана çăпата сырнă. Вăл атте туниехчĕ, çĕтĕлнине пăхмасăрах тăхăнаттăм. Пĕр кунхине пÿрте шинель тăхăннă арçын кĕрсе тăчĕ. «Ати!» — пиччепе аппа кăшкăрса кравать айне пытанчĕç. «Кам-ке ку?» — ыйтрăм ан-нерен. «Аçу-çке», — терĕ. Вăл вăрçă вĕçленсенех, 1945 çулта, таврăнчĕ, — калаçăва пуçларĕ кĕçех 80 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленекен Нина Гурьевна. — Аттене бригадира лартрĕç. Колхозра тырă сахалччĕ, йăлтах хулана ăсатнă. Эпир ĕне усраттăмăр, анчах сĕт-çăва тăраниччен çимен, ăна куланайшăн пуçтаратчĕç. Çăмарта, çăм, тумтир те ыйтатчĕç. Юлашкинчен ĕнене çавăтса кайрĕç».
3-мĕш класра Нина ытти ачапа пĕрле авăн çапнă. Шкултан таврăнсан кĕнеке-тетрадь тултарнă сумкине пенĕ те уя васканă. Урок тума-и унта? Ун пирки шухăшлама вăхăт пулман, ĕçлемелле-çке! Шăпăрлансен вăйĕ тапса тăнă, ĕçе вĕсем вăйă вырăнне йышăннă, йĕтем çинче ăмăртмалла тăрăшнă. 5-мĕш класа куçсан хĕрачана лаша шанса панă, тусĕсемпе килĕрен тислĕк тăкнă. Çичĕ класс пĕтерсен вăл малалла пĕлÿ илмен. Пиччĕшĕ Етĕрнене — комбайнера вĕренме, аппăшĕ фабрикăна ĕçлеме кайнă. Вăрçă хыççăн Нинăн икĕ йăмăк çуралнă. Кĕçĕнни пурăнать, ытти пĕртăванĕ çĕре кĕнĕ. Кунĕпе тар тăкса халтан кайнине пăхмасăр каçсерен вăййа тухма ÿркенмен хĕр. Малтан аслăраххисем юрлани-ташланине айккинче сăнаса ларнă, 17-18 çулсенче хăй те вăйă картине тăнă. Сысна фермине ĕçлеме вырнаçнăскере çынсем урăх çĕре куçма сĕннĕ: «Кунта юлсан качча каяймăн», — тенĕ. Нина вара çемье çавăрма ĕмĕтленсе пурăнман.

«Вилетĕп пулмалла...»

22 çулта вăл Советски салинчи поликлиникăн гинекологи уйрăмне санитаркăна вырнаçнă. Кăмака хутнă, урай çунă... «1970 çулхи çурлан 14-мĕшĕнче пирĕн килте пушар тухрĕ. Ун чухне пичче авланма ĕлкĕрнĕччĕ, мăшăрĕпе тата ачисемпе тĕп килте пурăнчĕç. Синкерлĕ çав кун юри тенĕ пекех килте пиччепе аннен аппăшĕсĕр пуçне никам та пулман. Вĕсем лаçра калаçса ларнă вăхăтра кÿршĕсен çуртне вут-çулăм ярса илнĕ, унтан пирĕн çурт тăррине куçнă... Турпаспа витнĕскер самантрах хыпса илнĕ. Пиччепе аппа кÿршĕсен çуртне сÿнтерме чупнă. Икĕ пÿртрен, хуралтăсенчен кăмрăк çеç юлчĕ, çап-çара. Хĕле хирĕç тесе васкасах пурăнмалли кĕтес шырарăмăр, перекет кассинче çĕнĕ пÿрт лартма тесе пуçтарнă укçа пурччĕ, унпа ялта кивĕ çурт туянтăмăр. Икĕ çемье пĕр килте ĕмĕр хĕсĕнмĕ, ати çунса кĕлленни вырăнне çĕннине лартмаллине каларĕ. Калама çăмăл та, ĕçне пурнăçласси ансатах мар. Кайрăмăр вăрман касма, çынсем хваттере ячĕç. Виçĕ эрне йывăç йăвантартăмăр. Колхозран пĕренесене турттарма трактор ыйтрăмăр. Ĕç аран вĕçленчĕ. Анне чирлекелетчĕ тата, вăйсăрланчĕ. Пĕр кунхине эпĕ аптăраса ÿкрĕм, йывăр ĕçленипе вар аннă иккен, пÿсĕр тухнă. Виçĕ кун ĕçе каяймарăм. Çĕнĕ çурт пурине хăпартмалла — ĕçлейместĕп. Ку кăна та мар, ĕнене чуптарма фермăна çавăтса каймалла пулчĕ. Инке турткалашрĕ, анне вăйсăр. Пĕр километр ытла аран утрăм, пырсан- пырсан ыратнипе чĕркуçлентĕм. Нушаланса фермăна çитрĕм, киле таврăннă чухне хам ĕçлекен больницăна танкăлтатрăм. Юлашки вăйпа алăка уçрăм, вырăн тупса лартăм. Куç умĕнче çăлтăрсем çаврăнаççĕ. «Нина, мĕн-ке туса ларатăн?» — янăрашрĕ аслă медсестра. «Ай-уй, Эльвира, вилетĕп пулмалла...» — чĕнтĕм хирĕç. Пирĕн больницăра Горький облаçĕнчен килнĕ хирург ĕçлетчĕ, Геннадий Александрович мана васкавлă йышăнчĕ. Кушетка çине вырттарсан, вăй пĕтсе çитнĕрен-ши, эпĕ çывăрса кайнă. Вăрантăм — нимĕн те ыратмасть. «Ну, мĕнле? Операци тăватпăр-и е çук-и?» — ыйтрĕ хирург. Эпĕ тăрса утасшăн пултăм, вăл хырăма пусса пăхрĕ çеç — каллех çатăр! ыратса кайрĕ. Хирург çĕççи ÿте перĕнсенех пÿр тапса тухнă, ăш-чике веçех тасатнă», — иртнине куç умне кăларчĕ Нина аппа. Операци виçĕ сехете тăсăлнă. Палатăна вырнаçтарсан та хĕр канлĕх тупайман, пилĕкĕ ыратма пуçланă. Пĕр палатăра сипленекен Хветуç ятлă хĕрарăм ăна тимленĕ. «Тем сиксе тухсан Шупашкара ăсатма тивĕ», — хирургăн çак сăмахĕсем хĕре сехĕрлентернĕ. Телее, икĕ эрнерен ура çине тăнă Нина, ăна килне васкавлă медпулăшу машинипе леçнĕ. Вăл çитнĕ тĕле çĕнĕ çурта купаласа пĕтернĕ. Çуркунне Нина ашшĕ-амăшĕпе унта пурăнма куçнă. Вити-сарайне каярах-па майĕпен хăпартнă.
Çамрăк колхозницăна Нинăна пĕрле ĕçлекенсем ахальтен урăх çĕре вырнаçма сĕнмен. Поликлиникăра яш тухтăрсем те ĕçленĕ, Борис Порфирьевич санитаркăна килĕштернине палăртма тăрăшнă, сăмахпа тĕкмесĕр иртмен. Анчах Нина урăххине килĕштернĕ — Николая. Вăл, Çĕрпÿ районĕнчен Етĕрне тăрăхне килнĕскер, Советски салинчи училищĕре вĕреннĕ. Паллах, хĕр туйăмне вăрттăнлăхра тытнă. Ытахальтен тенĕ пек Кольăпа калаçкаланă. Пĕррехинче каччă ăна ăсатма пынă. Сак çинче шăкăл-шăкăл сăмах вакланă май яш хĕре лаçа кĕме сĕннĕ. 31 çулти Нина, йĕкĕт мĕн шухăшпа çÿренине чухласа илнĕскер, тарăхса кайнă та пÿрнисене хуçлатса «шиш» кăтартнă. «Çакă кирлĕ мар-и тата? Хăвăн килне илсе кай та вара хăть кукăль ту!» — вирлĕн шаплаттарса хунă. Николай пуç каçăртса хăйĕн çулĕпе утнă.

Хитре кĕписене те хăварнă

Училищĕрен вĕренсе тухсан Коля Нинăна пĕлтермесĕрех Горький хулине ĕçлеме кайнă. Çур çул-тан, тунсăхланăран-ши, яла персе çитнĕ. Шоферта ĕçлекен каччă хĕре курассишĕн темиçе хут та пырса кайнă. «Лаша çавăтса анаттăм, унччен те пулмарĕ — хирĕç сĕт турттаракан машина кĕрлеттерсе килет. Коля иккен. Кабинин чÿречине антарчĕ те алă пама хăтланчĕ. Хĕре кам çапла сывлăх сунать? Каллех «шиш» кăтартрăм. Çын ретлĕ калаçма вĕрентĕр. Машина хыçĕнчен тусан çеç мăкăрланса юлчĕ. Килĕштернĕ вăл мана, эпĕ те ăна вăрттăн саваттăм», — сÿтрĕ сăмах çăмхине кинемей.
Больницăра ĕç кунĕ вĕçленсе пынă, Нина пÿлĕмсенче урай çума хатĕрленнĕ. Сасартăк урамра ма-шина сасси илтĕннĕ, хĕр чÿречерен пăхнă — Коля çитнĕ иккен. Унпа курнăçма шутланă: «Урая часрах çăвас та тухса шăвăнас». Швабрăпа хĕрсе ĕçленĕ самантра ăнсăртран Нинăна килĕштерекен тухтăр пырса кĕнĕ, хĕре ыталама хăтланнă. Ăна чышса айккине сирсен хĕр тепĕр пÿлĕме тухнă. Тухтăр Нинăна тулаш енчен питĕрсе хунă. Нумай шухăшласа тăман санитарка — чÿречерен тухса поликлиникăна кĕнĕ, урай çуса пĕтернĕ. Шăпах çав кун вăл илемлĕ кăвак кĕпе тăхăннăшăн савăннă, ара, Кольăпа тĕл пулать-çке. Чăнах та, вĕсем тĕл пулнă ун чухне. Каччă хĕре машинăна лартса килне пынă, Нинăн ашшĕне «хуняçа» тесе чĕннĕ, качча илессине пĕлтернĕ. Вĕсем Горький хулинче икĕ эрне пурăннă хыççăн Нина ĕçе таврăннă. Каярахпа пĕрлешнине ĕнентерекен хут илнĕ, анчах çамрăксем пĕрле пурăнман — Коля — Горькинче, Нина — ялта, вĕсем пĕр- пĕрин патне килсе çÿренĕ. Вăл вăхăт тĕлне Нинăн амăшĕ çĕре кĕнĕ, ашшĕ хулана куçма килĕшмен. Çамрăк хĕрарăм çывăх çыннине пăрахса кайман. «Укçа ĕçлесе илĕпĕр те ялта кил-çурт çавăрса пĕрле пурăнăпăр», — терĕ мăшăр. Тăхăр çул хĕрпе каччă пек тĕлпулусене чупса пурăнтăмăр, пĕр хĕрпе икĕ ывăл парнелерĕм ăна. Ачасем çитĕнсе пычĕç. Асли Лариса 5 çул тултарсан Коля хулара урăх хĕрарăм тупнине пĕлтĕм. Унта кайрăм. Çул çинче мăшăра тĕл пултăм, мана килне кĕртмерĕ. Ним тăвайманнипе Етĕрнене таврăнтăм. Ара, упăшка манпа калаçма машинăран та тухмарĕ! Çĕнĕ юрату тупнă та эпĕ кирлĕ мар иккен. Упăшкан ялне вĕçтертĕм, веçех амăшĕпе аппăшне каласа кăтартрăм. Вĕсемпе пĕрле хулана кайрăмăр. Алăка ют хĕрарăм уçсан чĕлхене çăтнă пек сăмах чĕнеймерĕм. Хунямапа Кольăн аппăшĕ вара хăртрĕç тĕк хăртрĕç ют хĕрарăма! Пÿртне тустарчĕç, чÿрече каррисене сĕтĕрсе антарчĕç. Манăн унта хитре кĕпесем пурччĕ, вĕсене те илмерĕм, тухса кайрăмăр. Аслă çул çине тухма нумаях юлмарĕ — Кольăна тĕл пултăм. Пире курсан пичĕ нар пек хĕрелчĕ, хăй çавах машинăран тухмарĕ», — каласа кăтартрĕ Нина аппа.
Мăшăрĕ çемйи пирки вуçех маннă тейĕн, ачисемпе кăсăкланман, укçа-тенкĕпе пулăшман. Нинăна ашшĕ пулăшнă, ачисем шкула кайсан пĕрле урок тунă. Вĕсене тĕне кĕртнĕ кун виçĕ ача амăшĕ уйрăлман упăшкине те телеграмма ярса йыхравланă. Чĕркуççи таран хуп-хура пиншакпа çитнĕ Николай. «Пĕр ачи те манăн мар, пурте — хирургран», — тесе тухса кайнă. Нина хăйне шалкăм çапнăн туйнă. Упăшки ял çыннинчен ачисене тĕне кĕртнĕ ятпа 100 тенкĕ парса янă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.