Кĕрлет Мускав тĕрлĕ халăхпа, шавлать, е Мускав тĕрлĕ сасăпа, Е Мускав чăвашĕсем – чăн-чăн патриотсем
Юратнă тăван халăха — чăваш халăхне, пĕрле ÿснĕ тус-юлташсене, ĕçтешсене, тăван-пĕтене хальхи вăхăтра чăн чăвашла уйăхсерен кун çути курса пыракан хамăрăн журнала — «ТĂВАН АТĂЛА» — хаваспах çырăнса илекенсене тата юратса вулакансене чи малтанах Мускаври чăвашсенчен хĕрÿллĕрен те хĕрÿллĕ, ăшă салама йышăнса илме ыйтатăп. Çапла, Мускавра та чăвашсем чылаййăн пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Вăхăтлăха кайса çÿрекенсем кăна мар, вăтăр-хĕрĕх е ытларах çул каяллах тымар янă вĕсем Раççейĕн тĕп хулинче. Ытларахăшĕ çар çыннисем, сиплев тытăмĕнче вăй хуракансем пулнине палăртма кăмăллă. Сăн ÿкерчĕксене тимлĕрех пăхсан, тен, хăвăрăн паллакансене те курма май пулĕ.
Кун-çул сакки çапла çавăрттарса тухрĕ те, манăн та Мускав чăвашĕ пулса тăма тиврĕ. Çук, пĕртте шеллеместĕп çакăншăн, мĕншĕн тесен кунта та пирĕн ентешсем тăтăшах пуçтарăнаççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çавăнпа тунсăхласа ларма пĕртте вăхăт çук. Çапах та, темле пулсан та, çуралнă кĕтес аса килет, хушăран, мĕн пытармалли пур ĕнтĕ кунта, тунсăх туйăмĕ те пусса килет.
Эпĕ Чăваш Республикинчи Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çакăнти вăтам шкулта пĕлÿ илме тÿр килнишĕн чун-чĕререн савăнатăп, мухтанатăп та. Мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, асатте-асаннесен йăли-йĕркине ăша хывма, тăван çĕре хисеплеме вĕрентсе пынă Мария Захаровна Хрисановăна асăнса, тав туса хăварас килет. Ăна юратнипех ĕнтĕ Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литератури факультетне пĕтертĕм. 1993-2010 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнче тăван ен культурине çитĕнекен ăру патне çитерес енĕпе ĕçлерĕм, директор çумĕ те пулса тăрăшма тÿр килчĕ. Çапла майпа 2004 çулта Игорь Нестерович Живоев шкул директорĕ ертсе пынипе республика шайĕпе иртнĕ конкурсра «Шкул – ял тыткăчи» номинацире пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултартăмăр. Пĕтĕмпех çырма кирлĕ те мар-тăр – Тав, Хисеп хучĕсем çителĕклех пулнă.
2010 çулта вăтам хĕр аслă пĕлÿ илчĕ те Мускав хулине ĕçлеме кайма шут тытрĕ. Вара, куççульпе тесен те йăнăш пулмасть пулĕ, хам юратнă коллективран тата юратнă вĕрентекенсенчен уйрăлса эпĕ те Мускава тухса кайрăм. Пилĕк çул вырăссен «Раздолье» ятлă ресторанĕнче кадрсен пайĕн ертÿçи пулса тăрăшрăм, каярахпа М.Ломоносов ячĕллĕ университетра паспорт сĕтелĕн пуçлăхĕнче ĕçлерĕм, хальхи вăхăтра информаципе электротехника вĕрентÿ заведенийĕнче вăй хуратăп. Малалла вулас...