Комментировать

18 Мар, 2020

Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ ăру, çĕнĕ çул-йĕр

Хĕрарăм-редактор куçĕпе – хĕрарăм-çыравçăсем çинчен

Пуш уйăхĕ тÿррĕнех хĕр-хĕрарăмсемпе çыхăннă та, епле вĕсем çинчен манма пултарăпăр-ха? Хаклă пикесем – «Тăван Атăл» журнала çыракансем тата пирĕн литература кăларăмне уйăхсерен чăтăмсăррăн кĕтекен вулакансем! Темле пулсан та историе кĕрсе юлнă кун – Мартăн 8-мĕшĕнче — кăна мар, кашни кун ырă та ăшă салам сăмахĕсем илтме тивĕçлĕ эсир. Юлашки вăхăтра халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмĕнче кăна мар, влаçра та хĕр-хĕрарăм ертÿçĕсен витĕмĕ-пĕлтерĕшĕ ÿссе-вăйланса пырать пулин те, «гендер» ăнлав та хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Тĕрĕсех, паян никам та «хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм та – ăсĕ кĕске» теме пултараймасть. Архаизм пулса юлчĕ ку каларăш! Çут тĕнчене, обществăна çĕнĕ чун – пепке – парнелекенсем кăна мар эпир паян, тÿртен каласан, – тĕрлĕ вирлĕ те тухăçлă идея-шухăш-сĕнÿ «çуратакансем» хушшинче пикесем сахал-и вара?!

Тĕрĕслĕх шыракансем, халăха пулăшас текенсем хушшинче тата? Темĕн тума-пурнăçлама та ĕлкĕретĕн эсĕ – пирĕн асанне-кукамай, аппа-йăмăк… Амăшĕн тивĕçĕ-пĕлтерĕшĕ вара сăмахпа кăна каласа пĕтермелле мар пысăк, вышкайсăр пысăк! Кирлех пулсан тĕнчене тепĕр май çавăрса хума та мехел çитерĕ чăваш арăмĕ. Çак сăмахсем тÿрремĕнех хĕр-хĕрарăм çыравçăсене те пырса тивеççĕ. Çемьере – мăшăрĕ, ачи-пăчи, мăнукĕсем… Пурне те тимлĕх уйăрмалла, пулăшмалла, вĕрентмелле… Апат пĕçерессине, кĕпе-йĕм çăвассине, килçурта тирпейлессине те хальлĕхе никам та пăрахăçламан /тен, хăçан та пулсан Чăваш тăрăхне те çак ĕçсене пурнăçлакан роботсем çитĕç-ха та…/

Çав вăхăтрах патшалăх ĕçне те çÿремелле… Хальхи вăхăтри чăваш литературине, пĕтĕмĕшле чăвашлăха аталантарасси çинчен те манмалла мар-ха тата. Çапла çĕр пая пайланать-пĕтĕрĕнет кăна мăнтарăн… Ирĕксĕрех «Кам эсĕ, хĕрарăм?» текен ыйту патне пырса тухатăн.

Эс — хĕр тата арăм... Эсĕ — анне те аппа...

Асанне-кукамай... Кил илемĕ те — эсĕ...

Кил хуçи те эс... Савăшпи те... Сывлăш эсĕ...

Эсĕ — хĕвел пайăрки, — ăшăтатăн чунпа...

Эс — тутлă ыйхă ытамĕ... Эс — çутă кунпа

Каçхи тĕлĕк асамĕ... Йăлтăр кулă вăл — эсĕ,

Хĕ-ра-рă-ă-м... Пике те... Хушăран усалпа

Кĕрешен пирĕшти... Йÿçĕ куççулĕ те — эсĕ...

Çуллахи ăшă çумăр... Ирхи сив сывлăмпа

Аçа-çиçĕм те — эсĕ... Çил çинче чĕтренсе

Ÿкнипе хурланса е тата Çĕр-анне ытамне

Лекнипе савăнса кулаканĕ те — эсĕ...

Савăнăç та хуйхă эсĕ — хĕрарă-ă-ăм...

Эс — тĕнче тыткăчи. Эс — асам, çутă пĕлĕт...

Ăçтан пулма пĕлнĕ эсĕ, хĕрарă-ă-ăм? —

Çÿлти Хăватпа пурнăçлантăр сан ĕмĕт...

Эпĕ хĕрарăм-редактор куçĕпе хĕрарăм-çыравçа шăпах хамăн çÿлерехре илсе кăтартнă сăвă йĕркисенчи пек куратăп-йышăнатăп. Темле пулсан та тавах сире, пикесем! Тав сăмахне хĕрарăм чун-чĕрине ăнланакан, ăна куллен пулăшма-хÿтĕлеме тăрăшакан, ăшă сăмах калама ÿркенмен арçынсене те калар – эсир пуррипе хĕр-хĕрарăм тата та илемлĕрех курăннине нихăçан та ан манăр!

2020 çулта «Тăван Атăл» журнала Раççейри 34 регионта вулаççĕ

Çав регионсенче чăн чăваш чунĕллĕ ентешсем пурăнаççĕ тесе çирĕплетсех калатăп. Хакĕ пирки калама та кирлĕ мар-тăр – мĕн вăл, тепĕр тесен, паян 350 тенкĕ? Пĕр кило кăлпасси те хаклăрах та… Журнал вара вăл — кĕнеке пекех. Уйăхĕпе «шĕкĕлчеме-çиме» пулать чун апатне, çапла мар-и-ха? Пĕлтерĕшĕ укçара кăна та мар. Пирĕншĕн эсир, «Тăван Атăл» журнала почтăна çитсе унта ĕçлекенсене журналăн çырăнтару индексне компьютерта е каталогра вăйпа тенĕ пек шыраттарса тупма хистекенсем /чăнах çакăн пек тĕслĕхсемпе те тĕл пулма тивет аякри çывăх ентешĕмĕрсен!/, вулаканăмăрсем, пĕлетĕр-и, мĕншĕн çывăх та хаклă? Чăвашлăхăн тĕп «утравĕнчен» — Шупашкартан — çĕршер те пиншер километр аякра пурăнсан та чăваш чĕлхине, литературине юратнăшăн – эппин, эсир нихăçан та хăвăрăн аçăраннĕре сутма пултараймастăр. Чĕлхене маннине халăха пĕтĕмĕшле мар, хăвăрăн çывăх тăвана сутнипех танлаштарма шикленместĕп эпĕ. Çак шухăша тĕрлĕ тĕлпулура та калатăп. Хăйне кăкăр сĕчĕпе ÿстернĕ чăваш амăшĕн чĕлхине вĕренмен е манса кайнă «вырăссене» тата мĕнле ÿкĕте кĕртмелле-ши? Тепĕр тесен, тĕслĕхрен, хăйĕн ывăл-хĕрĕ вĕренекен шкулта «манăн ачан тăван чĕлхи – вырăс чĕлхи» тесе çыртаракан чăваш ашшĕ-амăшне тата еплерех ÿкĕте кĕртмелле-ха? Эппин, вĕсем хăйсемех ачисене хăйсене «сутма» вĕрентеççĕ мар-и вара?

Чылай калаçма-тавлашма пулать, паллах, ку темăпа. Темле пулсан та – тавах сире пурне те, «Тăван Атăл» журнала уйăхсерен алла илекенсем! Уйрăм тав сăмахĕ тата ăшă салам сире — аякри Воронежри, Калугăри, Иркутскри, Красноярскри, Карелири, Смоленскри, Тверьти, Новгородри, Краснодарти, Бурятири, Челябинскри, Астраханьти, Кемĕрти, Ханты-Мансипе Сахалинти вулаканăмăрсем! Сирĕн патăрта чăвашсем сахал пулнине никамах та хирĕçлемĕ, çавăнпа унта та чăвашлăх «сывлăшне» пĕтме ан парсамăрччĕ, тăванăмăрсем.

Çакна та палăртса хăварар, «Тăван Атăл» журнал тиражĕ уйăхсерен ÿссе пыни савăнтарать. Эппин, Чăваш Сăмахне сирĕн патăра çитерес тесе ахальтен мар ырми-канми тăрăшаççĕ чăваш çыравçисем.

Чăваш тĕнчине те хăйĕн интеллигенцийĕ кирлех

Сăмахăм каллех — çыравçăсем çинчен. Вĕсем – «чун инженерĕсем». Ахальтен мар, ăнсăртран та мар çапла калаççĕ сăмах ăстисене. Çапла-а-а, сăмахпа сиплеме те пулать, вĕлерме те; çĕр çине ÿкерме те, тÿпене вĕçтерме те.

Паллах, кашни ĕç, професси хăйне май пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ, хаклă тейĕпĕр. Этем тени обществăра пурăнать. Унта вара пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр юлма çук. Çыравçăсен умĕнче вара, ман шухăшпа, тата пысăкрах яваплăх тăрать – вĕсен халăха, çав шутра хаçат-журнал, кĕнекесем вулакансене, радиопа телевизор итлекенкуракана та, компьютерта, интернетра «çухалса çÿрекенсене» те, паллах, ĕмĕрсем урлă çав общество аталанăвне курса ыттисене çул уçса пама пултармалла. Питĕ яваплă мисси! Мĕн вара вăл – интеллигенци? Камсем вĕсем – интеллигентсем? Хăш-пĕр вулакан шухăшĕсемпе çавăн пек ыйтусем патне те çитсе чарăнчĕ пулĕ-ха. Хăй вăхăтĕнче çак ăнлавпа пуçласа авалхи Римри тĕлĕнмелле вăйлă оратор, политик, философ тата çыравçă Марк Туллий Цицерон вĕреннĕ çынсем çинчен калаçнă чухне усă курнă теççĕ. Хальхи вăхăтра вара «наци интеллигенчĕ» тенине вăл е ку халăхăн нацин чунĕ; ăслă, этика, культура тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра тăракан, ертÿçĕ пулма пултаракан; чăн малтан ытлă-çитлĕ пурнăç çинчен мар, хăй пирки манса халăхшăн, обществăшăн çунакан-кĕрешекен тесе йышăнсан тĕрĕсрех пулать-тĕр. Анчах асăрхăр, кашни интеллектуал интеллигент шайне çĕкленеймест.

Мĕншĕн хускатма тивет-ха çак сăмаха? Шел те, юлашки вăхăтра тÿррĕнех Чăваш тĕнчине, чăваш халăхне пырса тивекен, чăваш ятне тĕнче умĕнче илемсĕртерех кăтартнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Юрать, хăй вăхăтĕнче пирĕн халăха, республикăна тĕнче умĕнче тивĕçлипе кăтартма пултарнă Кăйкăр–космос паттăрĕ Андриян Николаев, балет ăсти Надежда Павлова, Петр Егоров скульптор, Никита Бичурин ăсчах… пулнă. Халĕ вара? Питĕ те сахал, çукпа пĕрех пулас вĕсем паян. Тен, эпир пĕлместпĕр? Çавна май, тимлĕ вулакансем асăрхарĕç пулĕ, «Тăван Атăл» журналта «Чăваш тĕнчин маттур ывăл-хĕрĕ» ярăма пуçласа ятăмăр. Ку номерте те акă тепĕр вăйлă та хăватлă, маттур чăваш арĕ — Николай Гаврилов генерал-лейтенант — çинчен вуласа пĕлме пулĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.