Комментировать

18 Мар, 2020

Булка тути чĕлхе çинчех

«Ялти кирпĕч завочĕ çинчен аса илсен тепĕр чух куççуль те тухать, — терĕ пĕринче Уплер ялĕнче пурăнакан Зоя Кириллова. — 4-5 çултан пуçласах унта çÿреме пуçланă.
Аннепе çеç пурăннăран унран пĕр шит те юлман. Вăл ăçта кайнă — эпĕ çавăнта, вăл мĕн ĕçленĕ — эпĕ те ăна тума тăрăшнă. Пурнăçра йÿççине те, пылакне те тем чухлех курнă. Паллах, ачалăхра пылакки пулман. Хальхи пурнăçа вара пĕрре те хурламастăп. Сывлăх çукки çеç тепĕр чух кăмăла хуçать.
Ачаран тутлă апат-çимĕçпе иртĕхсе курман. Мăян çăкăрне çини чĕре тымарне тытса тăнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Питĕ йÿçĕ пулнипе тепĕр чух çăвара хыпас та килместчĕ. Хырăм выççипе тути-масине туймасăрах çăтса яраттăмччĕ. Эпĕ астăвассах анне кирпĕч заводĕнче ĕçлетчĕ. Çара уран тăм çăрни халĕ те куç умне тухса тăрать. Ăна пăхса манăн та пылчăк тăрăх утас килетчĕ. Утма çăмăл пек туйăнатчĕ. Пĕррехинче анне хирĕç пулнине пăхмасăр çак хутăш ăшне кĕрсе тăтăм. Виçĕ утăм турăм та малалла та, каялла та утаймастăп. Тăм хăйĕн асамлă вăйĕпе çĕр тĕпнелле туртнă пек туйăнчĕ. Хăранипе макăрма пуçларăм. Тапаланнипе сулăнса кайса тăм хутăшĕ ăшне кĕрсе ÿкрĕм. Пит-куç, ал-ура веçех вараланса пĕтнĕччĕ. Анне туртса кăларчĕ те çырмана анса пит-куçа, ал-урана çуса тасатрĕ. Кĕпе-йĕме çырма шывĕпе чÿхесе йăмра туратĕнчен типме çакса хучĕ. Япала типиччен çырма хĕрринче ларма тивнĕччĕ.
Анне мĕнле йывăр ĕç тунине аса илсен халĕ те чун çÿçенет. Ури ыратнипе уксахласа утатчĕ. Юнăхса кĕсенленсе тăракан суран ăна çывăрнă чух та канăç паман. Хăш-пĕр чух ури тем пысăкăш шыçăнса каятчĕ. Мунча кĕрсе тасалнă хыççăн кăна хăйне кăшт çăмăлрах туятчĕ, уксахлама пăрахатчĕ. Хырăм выççи çакăн пек нуша кăтартнине ачаллах ăнланнă эпĕ. Тепĕр чух лашапа та тăм çăрнă. Утсем питĕ начарччĕ, аран-аран уткалатчĕç. Çăрса пĕтернĕ хыççăн урисене сиплеме эмелпе хутăштарнă шыв çине кĕртсе тăрататчĕç. Вĕсене пĕрер ывăç сĕлĕ панине астăватăп.
Николай Петровичсен пахчи айккинче мунча пек киоск пекки пурччĕ. Çавăнта кăнтăрла тĕлнелле çын пуçне пĕр булка паратчĕç. Хăйне панăскере анне мана çитеретчĕ, хăй мăян çăкăрĕ çиетчĕ. Булка тути халĕ те чĕлхе çинчех, питĕ тутлăччĕ вăл. Çавна ытларах илес тесе 5-6 çултанах кирпĕч йăтма пуçларăм. Кăмака ăшĕнчен йăтса тухма йывăрччĕ, куççуль те тухатчĕ. Пĕр вырăна йăтса тултараттăм та тăм çăрса пĕтерсен анне чупса пырса тĕпне майласа, купаласа паратчĕ. Ĕлĕкхи вăхăта аса илсе паянхи пурнăçпа танлаштаратăп. Халĕ 5-6 çулти ачасене алăран çавăтса çÿреççĕ. «Унта ан пус — ÿкен, унта ан тапта — такăнан», — тесе вĕрентеççĕ. Тепĕр чухне вĕсене йăтса та утаççĕ. Пире хĕрхенекен те, вĕрентекен те пулман, пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ. Кирпĕч йăтса ĕçлесе илнĕ укçапа 1-мĕш класа кайма хам валли чечеклĕ кĕпе çĕлеттернĕччĕ. Саппунне те хамăн шалуранах çĕлесе панăччĕ. Эпĕ уншăн питĕ савăннă, хăпартланнă. Ытти ача умĕнче мухтаннă та. Кирпĕч артелĕнче ĕçлеме пăрахсан аннесем тăпачпа авăн çапатчĕç. Тырра пуçтарса илсен арпине пĕрер çатан халăха валеçсе панă. Килте çавна ала витĕр аллаттăмăр та тырра ывăçласа çиеттĕмĕр. Вăл мĕнле тутлă пулнине нихăçан та манса каймастăп. Эпир çитĕннĕ тĕлелле заводри ĕç самаях çăмăлланчĕ. Кайран тĕрлĕ ĕçре завод хупăничченех вăй хутăм: кирпĕч касакан та, тăмпа кирпĕч турттаракан та пулнă. 1964 çулта колхоз фермине ĕне сума кайрăм. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Уплер ферминче тăрăшрăм».
Хам шутран çакна каласшăн: Зоя Ивановнăна эпĕ 1975 çултанпах пĕлетĕп. Выльăх тухтăрĕ пулнă май мана унпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ. Ĕне сăвакансен хушшинче вăл яланах малти вырăнта пулнă. Ахальтен ваттисем: «Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ. Пĕр ĕçрен те хăраман. Çамрăклах арçын ачасемпе лашапа çÿренĕ. Утă, тислĕк, вутă турттарнă. Кÿршĕ хĕрĕсемпе Нина тата Клавдия Бузиновăсемпе пĕрле пур ĕçе те ăмăртмалла пурнăçланă. Кăнтăрла лашапа ĕçленĕ, каçхине выртмана кайнă. Нимĕнле йывăрлăх та хăратман вĕсене. Бригадир мĕн ĕç хушнă — çавна тунă. Ахальтен мар ăна ял халăхĕ сума сăвать. Чыс-хисепе вăл ĕçре тупнă, пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе çитĕннĕ.

www.hypar.ru

Галина ПЕТРОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.