Пурăнаймĕ этем пĕччен
Çатракасси ялĕ Чăваш Енре темиçе те: Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче те пур. Муркаш районĕнчех унашкалли - иккĕ. Çак кунсенче çавсенчен пĕринче, Çатракасси ял тăрăхĕнче, пулса куртăмăр.
Çуратакансем йышланнă
Чарăнура... икĕ качака кĕтсе илчĕ мана. Выльăх-чĕрлĕх курман çын мар пулин те çавсене сăн ÿкерме тытăнтăм - ют çынна куçран чăрлаттарсарах пăхни фотоаппарата авăрлама хистерĕ-ши? «Пирĕн те хаçатра тухас киле-ет» тенĕ евĕр мекеклетсе хайхискерсем патне çул тепĕр енчен... пĕр кĕтÿ качака каçрĕ! Шкул çумĕнчи хурăнсен сулхăнне пырса тăчĕç хайхисем. Фотосесси ирттернĕ май урампа Светлана Федорова вĕçтерсе пынине те асăрхаман. Вырăнти хĕрарăмсен канашне ертсе пыраканскер мана ялпа паллаштарма килĕшрĕ.
Светлана Васильевна 32 çул шкулта ĕçлет, кĕçĕн классене вĕрентет. Кăçал ун патне 1-мĕш класа 21 ача килмелле. Сахал мар ку. Патшалăх çемьесене пулăшакан тĕрлĕ программи хута кайнă май çуратакансен йышĕ ку тăрăхра та йышланнине палăртать хĕрарăм.
Шоссе çулпа аслă урам тăрăх утатпăр. «Ай-уй, кам пулчĕ ку, енчен-енне сулланать? Пирĕн патра ĕçкĕçсем çукчĕ-çке...» - хирĕç килекен ÿсĕр арçынпа чарăнсах калаçрĕ вăл, хăш ялтан пулнине ыйтса пĕлесшĕнччĕ те лешĕн чĕлхи те йĕркеллĕн çаврăнмарĕ. Пире, журналистсене, унашкаллипе тĕлĕнтерме çук, шел те, ÿсĕрсене ялсеренех асăрхатпăр.
«Теремок» хуçи
Тури Çатра урамнелле пăрăнтăмăр, нумаях та иртмерĕмĕр, куç умне юмахри евĕр çурт тухса тăчĕ. Ку пÿрте ачасем «теремок» тесе калаççĕ-мĕн. Картине, хапхипе çурта ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. «Теремок» хуçи кам-ши? Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, чылай çул дояркăра, сысна ферминче ĕçленĕ Зоя Николаева иккен. Чÿречерен пире асăрханăскер кĕçех урама тухрĕ.
Хĕрĕ Наташа ÿкерме ăста. Амăшĕн 65 çулхи юбилейĕ тĕлне шăпах вăл сăрласа хуçалăха çĕнетнĕ. Унччен Николаевсен хапхи çинчи çуна кÿлнĕ виçĕ лаша, вăрман иртен-çÿрене илĕртнĕ. Халĕ - пăлансем, йывăç-кăмпа, юмахри упапа Маша... Тепĕр хĕрĕ, Йÿçкассинче клубра ĕçлекен Венера, çывăх çыннине çуралнă кунпа саламламашкăн пултарулăх ушкăнне илсе килнĕ. Вĕсене курма ялĕпех пуçтарăннă. Зоя Ивановнăн ывăл-хĕрĕ çывăхри ялсенче тĕпленнĕ. Амăшне килсе пулăшмашкăн ÿркенмеççĕ вĕсем.
Кил умĕнчи сак çине ларса калаçма каç кÿлĕм çын пуçтарăнать. Кун мĕнле иртнинчен пуçласа Украинăри лару-тăру таранчченех сÿтсе яваççĕ. Зоя Ивановнăн йăмăкĕ Таиç Харьков облаçĕнчи Купянск хулинче пурăнать. Пулас мăшăрĕпе Владивостокра пулă тытнă çĕрте паллашнă та пурнăçне Украинăра йĕркеленĕ. Таиç хăйсем патĕнче лăпкăлăх хуçаланнине пĕлтернĕ пулин те тăванĕшĕн пăшăрханнине пытармасть аппăшĕ.
Кукăль пĕçерсен, сăра вĕретсен пурне те хăналать Зоя аппа: ялпа, мирпе, халăхпа хăналанаççĕ. Этем этемсĕр пурăнаймасть тени тĕрĕсех çав. Çынпа хутшăнсан кичемлĕх çыпçăнмасть. Пĕччен тăрса юлнă ватăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ-çке çакă.
«Фермăра вĕçĕмех резина атăпа çÿренĕрен ватлăхра ура ыратнипе аптăратăп. Выльăх-чĕрлĕх усраймастăп халĕ. Ĕлĕк, дояркăра ĕçленĕ чухне, 15 ĕне алăпа ним те мар сăваттăмччĕ. Вăй-хал чакса пырать, канлĕ пурăнас килет», - чуна уçать хĕрарăм.
Хăнисене пăрахсах...
«Галина Григорьевăпа паллаштаратăп сире. Вăл 35 çул ял хуçалăх ферминче ветеринарта ĕçлет. Упăшкипе виçĕ ывăл ÿстерчĕç. Иккĕшне çурт çĕклесе уйăрса кăларчĕç. Çав тери ÿрĕк çемье. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те ĕçчен, пурнăçшăн тăрăшаканскерсем», - яла кăтартса утнă май палăртать Светлана Васильевна. Икĕ хутлă çурт тĕлĕнче чарăнтăмăр. Палисадникра чечексем тĕрлĕ тĕспе йăмăхнине, иçĕм тĕвĕленнине асăрхатăп. Галина Алексеевна мăнукĕпе 4-ри Аринăпаччĕ.
«Эпĕ пĕчĕк пÿрте качча килтĕм, хунямапа хуняçа, 3 хĕр-пултăр та пĕрлехчĕ. Икĕ çултан щит çурт çĕклерĕмĕр», - аса илчĕ ветеринар. Çакнашкал кермене хăпартса лартмашкăн епле вăй, нухрат çитернипе те кăсăклантăм. Мăшăрпа ăнланулăх, ял-йышпа килĕшÿ пулсан - йăлтах ăнăçать. Нимене чылайăн пухăннă, апат пĕçерекенсем кăна - 10-а яхăн. Ырă ырăпах таврăнать. Галина хăй те çын пулăшу ыйтсан хирĕçлесе курман. Сăмахран, 50 çулхи юбилейне паллă тунă чухне Соловьевсен ĕни кÿпĕнсе кайнине пĕлтернĕ. Хăна-вĕрлине пăрахсах кĕрекерен тухса чупнă Галина Алексеевна.
Ĕçпе çыхăннă мыскараллă самантсене те аса илчĕ вăл. Çак ялти Федоровсем така çăмарти кастарма чĕннĕ ăна. Ветеринар операци тумашкăн хатĕрленнĕ, скальпель ярса илнĕ. Тăрăшса хыпашласан та çăмарта шыраса тупайман. «Ара, «хĕр» путекĕн ăçтан пултăр ĕнтĕ вăл», - иккĕшĕ те хырăм тытсах кулнă кайран.
Григорьевсен ывăлĕсем питĕ çамрăклах, асли, сăмахран, 18-та, авланнă. /Йĕркеллĕ каччăсене хĕрсем кап! ярса илеççĕ те ниçта та вĕçертмеççĕ çав/. Радик шкулти ăсату каçĕнче савăннă кун ăна валли ашшĕ-амăшĕ пÿрт купаласа пĕтернĕ. «Аслин çуртне хута яма ĕлкĕрейменччĕ, иккĕмĕшне валли никĕс ятăмăр. Сергей 19-та çемье çавăрчĕ. Иккĕшне те хитре пÿрт туса патăмăр та хамăра валли те çавнашкалли çĕклес килчĕ», - пытармарĕ кил ăшшине упракан.
Григорьевсем çурт тума тытăннă çулсенче çулталăкра 12-15 сысна пусса сутнă. Отпуск вăхăтĕнче колхоз ани çинче çĕр улми пуçтарнă. Çавăншăн тивĕçекен тымар çимĕçе сутса нухрат пуçтарнă. Кайран мăшăрĕ Валериан Вениаминович Мускава шапашкăна çÿреме тытăннă.
Тĕп килте ашшĕ-амăшĕпе пĕрле кĕçĕннин Женьăн çемйи пурăнать, вĕсен 3 тĕпренчĕк ÿсет. Аслисен те ача-пăча - сак туллиех. Пĕр тăван Григорьевсем районта спортпа туслипе те палăраççĕ, тĕрлĕ ăмăртăва çемйипех хутшăнаççĕ вĕсем. Çак туртăм та ывăлĕсене ашшĕнчен куçнă.
Тава тивĕçлĕ кăмпаçă
Çатракассинчи Тури Çатра урамĕсем тăватă çул каялла урам уявне паллă тума тытăннă. Унта артистсене чĕнсе килеççĕ, спорт вăййисем йĕркелеççĕ, хастаррисене Тав хучĕпе хавхалантараççĕ. Уяв вырăнти хĕрарăмсен канашĕ тата Роза Соловьева тăрăшнипе йĕркеленет. Унпа та паллашма килнех пытăмăр.
Роза Ксенофонтовна сĕтел çине сăн ÿкерчĕксен альбомне, кивĕ хаçатсем кăларса хучĕ. Вĕсене пăхкаласа ларнă май 70-ти çак хĕрарăмăн пурнăçĕ епле кĕрлесе тăнинчен тĕлĕнтĕм. Муркашри культурăпа кану центрĕнчи ветерансен хорĕнче юрлать вăл, концертпа кăçал 19 çĕре çитнĕ. 60-тан иртсен сăвă шăрçалама тытăннăскер /юрра хывнисем те пур/ районта чапа тухнă темелле. Кирек ăçта кайсан та ăна тÿрех хăй çырнă сăвва вулаттараççĕ. Хальлĕхе ку енĕпе хисеплĕ ят çĕнсе илеймен-ха вăл, анчах та ялта ăна тахçанах тава тивĕçлĕ кăмпаçă теççĕ. Паллах, кун пек чыс-хисеп ахальтен килмест, Роза Ксенофонтовна кăмпа вырăнне шыраса тупма, çимĕçе тутлăнтарса тăварлама ăста.
Роза Соловьева мĕнле майпа качча тухнине каласа кăтартрĕ. «18та тултарманччĕ ун чухне, сурăх ферминче ĕçлеттĕмччĕ. Ирпе киле кĕтĕм те пирĕн патра çав тери хитре каччă ларнине асăрхарăм. Пичче парторгра ĕçлетчĕ, тин кăна çартан таврăннă çав яш партие кĕресси пирки сăмахлама пынă. Эпĕ ун умĕнчех сĕтел хушшине кĕрсе лартăм та... чăмлама тытăнтăм. Вăтаннипе апат та анмасть, мĕн тума кĕрсе лартăм-ши пĕрех хут?.. Ăс кĕрсе çитеймен çав, айван пулнă. Çавăн чухне Иосиф мана сăнанă, кайран пиччене хăтана пырасси çинчен пĕлтернĕ. Пĕрре те ларса калаçса курман çынпа пĕрлешрĕм. Хирĕçлĕттĕмччĕ те пуль, икĕ-виçĕ кун маларах мана çураçма тепĕр каччă килнĕччĕ, вăл кăмăла каймарĕ. Ун аллине çакланиччен килĕшнинех каям-ха терĕм», - аса илчĕ Роза Ксенофонтовна. Çакăншăн пĕртте ÿкĕнмен вăл. Иосифпа пĕр çăвартан пурăннă, икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. 21 çулта 46 туя çитнĕ вĕсем, 5 хутчен хăйматлăх пулнă. Ĕçкĕсене йăлтах чăваш йăли-йĕркипе ирттернĕ.
Ялта клуб çукки пăшăрхантарать халăха, çапах та культура мероприятийĕ ирттерме май тупаççĕ Çатракассисем. Уявсенче хĕрарăмсем библиотекăна пуçтарăнаççĕ, пĕр-пĕрин патне киле çÿреççĕ, Роза Соловьева патне те пыркалаççĕ. Каçхине халĕ те вăл, çамрăк чухнехи майлах, лармана хатĕрленет. Савăнăçне те, хуйхине те ял-йышпа пайлама хăнăхнă хĕрарăм. Картари пысăк ĕçсене те пĕрлех майлаштараççĕ. Нумаях пулмасть хĕрарăмсем Ишек пасарĕнчен така ашĕ туянса хашлама пĕçернĕ, анчах кĕрекене лариччен малтан Зоя Николаевăн уттине кĕртсе пĕтернĕ. Ĕлĕкрех ваттисем: «Арçын килет - ĕç тăвать, хĕрарăм килет - элек сарать», - тенĕ. Килĕшес килемест ку каларăшпа: арçын пулăшасса пур чухне те кĕтсе илеймĕн. Çатракасси хĕрарăмĕсем хашлама çиме арçынсене чĕнмен. Урам уявне те вĕсем хутшăнсах каймаççĕ-мĕн. Хĕрарăмсем «хаяррине» - ни-ни! Çавăнпа пырса çулăхмаççĕ-ши? Илемре кăçал та Тури Çатра урамĕн кунне паллă тăвасшăн. Йĕркелÿ ыйтăвĕсем халех канăç памаççĕ Роза Ксенофонтовнăна: халăхран укçа пухмалла, сĕтелпе сак вырнаçтармалла... Уяв умĕнхи каç çĕрĕпе çывăрмасăр кукăль пĕçерет хĕрарăм. Яваплăх туйăмĕ çивĕччи лăпкă пурăнма памасть çав ăна. Ĕмĕрех çапла пулнă та, халь тин çынна улăштараймăн.
Алина ИЗМАН.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.