Комментировать

19 Июл, 2014

Çăмăллăхпа усă курма пĕлмелле

Шупашкарăн Атăл леш енчи поселокĕсенче пурăнакансем юн кун республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă чух нумай ыйту çĕкленĕ.

Пĕр пенсионерка «Чăвашавтотранс» предприятин 204-мĕш автобусĕпе Сосновка-Шупашкар маршрутпа çул çÿренĕшĕн пассажирсен пĕр пайне - 20, теприне 80 тенкĕ тÿлеттернине пĕлтернĕ. «Хак мĕншĕн пĕрешкел мар.» - пĕлесшĕн пулнă вăл.

Кĕçнерни кун ку ыйтăва «Чăвашавтотранс» предприяти директорĕ Евгений Мореплавцев уçăмлатрĕ,

- Шупашкарпа спутник хулана Атăл леш енчи поселоксемпе «Чăвашавтотрансăн» Çĕнĕ Шупашкар-«Чăваш Ен» санатори, Шупашкар-Сосновка тата Жуков предпринимателĕн 333-мĕш маршручĕсем çыхăнтараççĕ, - терĕ Евгений Юрьевич. - Пирĕн автобуссем республика чиккинчи Çурçĕр поселокне кунне улттă хутлаççĕ. Вĕсемпе патшалăх çăмăллăхçисен нумай категорийĕ усă курать. Республикăн Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче пурте усă куракан транспортпа çул çÿренĕшĕн татăлмалли карттăсем çинчен» 566-мĕш йышăнăвĕнче çав категорисен переченне палăртнă. Унта кĕртнĕ çăмăллăхçăсем пирĕн транспортра харпăр хăйĕн карттине кондуктор аллинчи терминал çине хурса çул çÿревшĕн татăлаççĕ. Çăмăллăхпа усă курма Шупашкарти ятарлă пункта çитсе уйăхсерен 600 тенкĕ тÿлемелле. Карттă алăра пулсан тата укçа хывсан пирĕн транспорта кунне темиçе хут та ларма пултаратăр. Чăн та, «Чăвашавтотранс» автобусĕсемпе Атăл леш енче пурăнакансен пĕр пайĕ Сосновка-Шупашкар маршрутпа 20 тенкĕ çеç тÿлесе çÿрет. Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕ 2012 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче 204-мĕш маршрут тăкакĕн пĕр пайне компенсацилемешкĕн тĕп хула бюджетĕнчен укçа уйăрса субсидилеме йышăннă. «Чăвашавтотранспа» администраци килĕшÿ çирĕплетнĕ. Çăмăллăхпа усă куракансен переченне Шупашкарăн Атăл леш енчи территори ертÿлĕхĕ çирĕплетет. Унта кĕрекен категорисем те автобуссенче карттăпа татăлаççĕ. Çÿлте асăннă икĕ тĕрлĕ перечене кĕмен пассажирсем çын пуçне Сосновка-Шупашкар маршрутпа çул çÿренĕшĕн 80 тенкĕ тÿлеççĕ. Республика Пуçлăхĕпе тĕл пулнă чух ыйту паракан, тен, патшалăх çăмăллăхçисен йышĕнчех. Анчах пирĕн оператортан карттă илмен, транспортпа çÿренĕшĕн 600 тенкĕ тÿлесе хуман. Кондуктора нимле документ та, карттă та кăтартман. Паллах, вăл патшалăх çăмăллăхçи пулнине çирĕплетме пултарайман. Çавăнпа кондуктор унтан 80 тенкĕ илнĕ.


Сергей МИХЕЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.