Комментировать

13 Мар, 2020

Хуçалăх аталансан ялсем пурăнаççĕ

Комсомольски районĕнчи Александровка тата Луцки — вырăс ялĕсем, Кĕтне юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче XVII ĕмĕрте тĕпленнĕ. Кунта пултаруллă та хастар çынсем пурăннă, халĕ те хăйсен хăюлăхĕпе, пуçарулăхĕпе, ытти ырă пахалăхпа палăрса тăраççĕ.

Хастар вырăссем

Вырăс салинче, юнашарти Крестниковăра, çуралнă Николай Будаков пилот паттăрлăхĕ шăпах çавна çирĕплетет. Вăл 1944 çулта вут хыпса илнĕ Ил-2 штурмовикпа тăшман эшелонĕсене тăрăнтарса сывлăша сирпĕтнĕ.
Луцки — чиркÿллĕ ял, 1749 çулта уçнăскер халĕ те ĕçлет. 1746 çулта 61 арçын пурăннă /ун чухне хĕрарăмсене шута кĕртмен/. 1979 çулта 139 арçынпа 182 хĕрарăма, 2010 çулта 154 арçынпа 165 хĕрарăма патшалăх çыравне кĕртнĕ. 1931 çулта Луцкире «Восход» колхоз йĕркеленĕ. Шел, иртнĕ çулсенче çын йышĕ çуллен пĕчĕкленнĕ, мĕншĕн тесен çамрăксем пурăнма хулана куçнă. Ку начар туртăм чăваш ялĕсенчи пекех. Пÿртсем пушаннăран Александровкăпа Луцкире вырăссем çеç мар, чăвашсемпе тутарсем те тĕпленеççĕ.
Александровкăра 1795 çулта — 48, 1979 çулта 200 кил хуçалăхĕ шутланнă. 1990 çулсенчи реформăсен тапхăрĕнче чылай пÿртре яланлăхах вучах сÿннĕ. Пурăнакансен шучĕ пĕчĕкленсех пырать. Çавна пула Александровкăра та чăвашсемпе тутарсем тĕпленеççĕ. Икĕ ялти вырăссен пĕр пайĕ «Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлет. Александровкăра шкул, ФАП, библиотека, клуб, çыхăну уйрăмĕ, лавккасем пур.
Луцкипе Александровка иртнĕ ĕмĕрте «Россия» колхоза кĕнĕ, колхозниксем тулăх пурăннă. Вăл çичĕ яла пĕрлештернĕ. 1993 çулта салансан унăн производство никĕсĕнче темиçе хуçалăх йĕркеленĕ. Александровкăпа Луцкисем 2008 çулта «Слава» кооператива пĕрлешнĕ. 2010 çултанпа ăна Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралнă Михаил Буслаев ертсе пырать. Амăшĕ Валентина Васильевна Александровкăран Кĕçĕн Каçал каччине Александр Буслаева качча тухнă, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн пенсие кайичченех «Красный маяк» колхозра тăрăшнă. Миша кукамăшĕпе пĕрле Александровкăра çуллахи каникулсене пĕрре çеç ирттермен. Çавăнпа пурнăçне «Слава» хуçалăхпа çыхăнтарма сĕнсен килĕшнĕ.
М.Буслаевпа телефонпа калаçнă чухне, тĕл пулсан чăвашла таса калаçрĕ. Хăй вырăс иккенне пĕлтерсен — кăштах тĕлĕнтĕм: тепĕр чăваш тăван чĕлхепе сăмаха ун пек çавăрса калаçаймасть.

Малаллах талпăнаççĕ

Çав ялсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме туса хунă «Слава» кооперативăн паянхи аталанăвĕ тата пуласлăхĕ кăсăклантарчĕ.
— Хуçалăх тупăш 2019 çулта виçĕм çулхинчен нумайрах туса илчĕ, — терĕ ЯХПК председателĕ Михаил Буслаев. — Чăн та, 2017 тата 2018 çулсене те таса тупăшпа вĕçленĕччĕ. Пирĕншĕн те услам çăл куçĕ — ĕне ферми. Кашнинчен вăтамран 20 литр сĕт сăватпăр, ăна 23-шер тенкĕлле сутатпăр. Çак хак пире тивĕçтермест, мĕншĕн тесен хуçалăх тăкакĕсем пысăк, çуллен çĕнĕ техника туянмалла, ĕç укçине ÿстермелле. «Сĕтĕн сутлăх хакне ÿстерейместпĕр», — теççĕ тирпейлекен предприяти ертÿçисем. Ĕненес килмест. Темиçе çул каялла кашни литра 26 тенкĕлле туянни те пулнă!
Халĕ «Слава» ăна Тутарстана сутать. Унти тирпейлекен предприяти çийĕнчех укçа куçарать, кирлĕ пулсан аванс парать.
Председатель фермăна тăкак кăтартакан уйрăма пытармарĕ: самăртакан вăкăрсем. Тĕрĕссипе, вĕсем айăплă мар. Тăкак кÿрекенни — ĕне выльăх ашĕн сутлăх хакне тирпейлекен предприятисемпе предпринимательсем нумай çул пĕр шайра тытса тăни.
— Пире итлемеççĕ, — терĕ Михаил Александрович. — Вĕсем лартакан хакпах сутма тивет. Эпĕ хуçалăха ертсе пыма тытăннăранпа электроэнерги, газ, дизтопливо-бензин, ытти ресурс нумай хакланчĕ. Самăртакан уйрăм çав-çавах тупăш пама пуçлаймасть.
«Славăра» ĕне выльăх — 500, çав шутра сăвакан 170 ĕне, 44 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Кĕтĕве продуктивлă ĕнесемпе çĕнетеççĕ, вĕсене лайăх çитереççĕ, çавăнпа сăвăм аван. Продуктивлăхне çуллен ÿстернĕ. 2019 çулта кашни ĕнерен вăтамран 6426 килограмм — виçĕм çулхинчен чылай нумайрах — сĕт сунă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.