Комментировать

3 Мар, 2020

Раççей чемпионки ята тивĕçнĕ

Çак канмалли кунсенче çĕршывăн тĕп хулинче киокусинкай /карате кĕрешĕвĕн тĕсĕ/ енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ. Мускаври кĕрешÿ искусствисен центрĕнче 12-14 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем, 17 çулчченхи çамрăксем, çавăн пекех хĕрарăмсемпе арçынсем тупăшнă.

Ăмăртура Чăваш Ен чысне 15 спортсмен хÿтĕленĕ. Чи маттурри тĕнче чемпионки Елена Зайковская пулнă. Олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ 60 килограмлă виçе категорийĕнчи хĕрарăмсен йышĕнче çĕнтернĕ. Шупашкара вăл пысăк кубокпа таврăннă. Еленăна пушăн 26-30-мĕшĕсенче Стамбулта иртекен Европа чемпионатне хутшăнма Раççей командине илнĕ.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: