Комментировать

18 Июл, 2014

Хутăш апат паха-и?

Халĕ лавккара тĕрлĕ выльăх валли тĕрлĕ апат хутăшĕ туянма пулать, чăх-чĕп сысна, ĕне, качака...

- Хутăш апат /комбикорм/ - тĕрлĕ тĕш тырăпа, курăкпа тутлăхлă минералсемпе пуянлатса хатĕрленĕ кĕрпе хутăшĕ.

Вăл темиçе тĕрли пулать.

  • Концентрат апат /КК - комбикорм-концентрат/ тĕрлĕ тĕш тырра, хывăха, чĕрĕ протеин, минерал тата витаминсем хушса хатĕрленĕ. Ку апата ешĕл курăкпа, утăпа пĕрле пама юрать. Пысăк мар виçепе.
  • Тулли рационлă апат хутăшĕ /ПК - полнорационный комбикорм/. Чĕр чун организмне кирлĕ тутлăхлă япаласем йăлтах пур унта.
  • Сĕте ылмаштаракан хутăш. /ЗЦМ - заменитель цельного молока/. Унпа килте сĕт-турăх çук пулсан çамрăк выльăха çитермешкĕн усă кураççĕ.
  • Белок-витамин-минерал концентрачĕ /БВМК/. Ку хутăшра белок виçи пысăк. Ăна сăвакан ĕнесене çитереççĕ. Анчах ăна çеç памалла мар, ытти хутăш апатсемпе черетлентермелле. Премикс /П/ хывăх е пĕр-пĕр тĕш тырă кĕрпине хушнă микроэлементсемпе пуянлатнă хутăш. Премикса кулленхи тĕрлĕ апата хушма юрать.

Кашни хутăш ГОСТ йĕркине тивĕçтермелле. Туянакан апат пахалăх стандартне тивĕçтернине тĕрĕслеме ан манăр. Апат рецепчĕпе, сертификачĕпе паллашăр. Концентрата тĕп апатпа хутăштарса кирлĕ виçене пăхăнса памалла.

Хутăш апата туяннă чухне ун пахалăхне тĕрĕслемелле. Ăна хăçан кăларнине, хăçанччен усă курма юранине пăхăр. Лайăх хутăшăн шăрши уçă пулмалла. Кăвакарнă, тăкăскă шăршă кĕрет тĕк - апат пахалăхсăр. Чăмăртакланă /гранулă/ апат тÿрех тĕпренет пулсан ку хутăшăн пахалăхĕ япăх.

Выльăха хутăш апата пĕчĕккĕн хăнăхтарăр - 1-2 эрнере. Унăн уссине те пĕрре панипех туйса илеймĕр. Ĕне-качака сăвăмĕнче хутăш апат çитерни, тĕслĕхрен, 3 эрнерен çеç палăрать. Сысна, кайăк-кĕшĕк хăвăртрах тĕрекленет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.