Комментировать

27 Фев, 2020

Чăваш чĕлхи интернета парăнтарать

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче «Яндекс. Переводчик» вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарма тытăнчĕ. Паян Чăваш наци библиотекинче çак пулăма халалласа «Чăваш чĕлхи — тĕнче уççи» хăтлав иртрĕ.

Çак ĕçе 10-15 çул каяллах тума шухăшланă. Анчах халь тин лав вырăнтан тапраннă. Çакă пĕтĕмпех хастарсен пуçарăвне пула. «Чăваш чĕлхи мĕнрен кая?» — шухăшланă вĕсем. Николай Плотников ертсе пынипе ушкăн чăваш чĕлхин ик чĕлхеллĕ корпусне /чăвашла тата вырăсла текстсене пĕрле пухни/ йĕркелеме пуçланă. «Яндекс. Переводчик» тĕрĕс куçартăр тесен ăна ик чĕлхеллĕ предложенисемпе тата тулли текстсемпе пуянлатмалла. Халĕ унта 1541 текст шутланать. Вĕсенче пурĕ 3 миллион ытла сăмах.

«Хальлĕхе эпир «Яндекса» вырăсла тата чăвашла 250 пин предложени çеç ярса панă. Кăçал тепĕр 500 пин пухса хатĕрлесшĕн», — терĕ Николай Плотников. Вăл ытти чĕлхесен корпусĕпе паллаштарчĕ. Чăвашсен ĕçлемелĕх пур. Сăмах илекенсем çак ĕçе пурне те явăçтарма чĕнсе каларĕç. Халăх ăнлавĕ пулмасан чĕлхене сыхласа хăвараймăпăр. Тĕплĕнрех — «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: