Комментировать

17 Июл, 2014

Мускавра та палăрчĕ

Шкулта «Çунатлă çамрăклăх» ача-пăча пĕрлешĕвĕ ăнăçлă ĕçлет. Унăн хастар членĕ Анна Митрофанова «Упрама юрамасть кăларса пăрахмалла. Хÿреллĕ пăнчă ăçта лартмалла?» проектпа çĕр-шыври çамрăк авторсен проектне хутшăннă. Унăн ертÿçи – Галина Вячеславовна Чернова вĕрентекен. Ик çĕр ытла ача хутшăннă форума çамрăксем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ. Тупăшу хĕрÿ иртнĕ. Анна хăйĕн ĕçне тивĕçлипе хÿтĕлеме пултарнă. Конкурсантка сертификата тивĕçнĕ, унăн ертÿçи вара – Тав хутне. Вĕсене пурне те Патшалăх Думинче наградăсем панă.

Çĕнтерÿçĕсене тăван енре ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Елчĕк тăрăхĕнчен çакăн пек пысăк та сумлă ĕçпе Мускавра пулни хăех пысăк хисепе тивĕç.

Леонид АТЛАШЕВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Анна Митрофанова хăйĕн наука ертÿçипе Г.В.Черновăпа.

Елчĕк районĕ,

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.