Комментировать

17 Июл, 2014

Чăваш чĕлхин малашлăхне ĕненетĕп!

Пирĕн хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем питĕ хастар, хуть те хăш вăхăтра та тĕрлĕрен хыпар пĕлтерсех тăраççĕ, сăвă-калав çырса савăнтараççĕ. Унсăр пуçне вĕсем вĕренÿре те малта пыраççĕ, спортра та палăраççĕ. Çавăн пек маттурсенчен пĕри – Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕн улттăмĕш класне кайма хатĕрленекен Наташа Михайлова. Çу уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ Çамрăк корреспондентсен слетне хутшăннă хыççăн пушшех хавхаланчĕ-ха вăл.

Çуллахи каникулта ял ачисем мĕн ĕçленине такам та тĕшмĕртеет пулĕ. Наташăшăн чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри – выльăхсене хĕл каçарма утă типĕтсе кĕртесси. Тăрăшни хамăршăнах вĕт-ха, çакна Штанаш хĕр ачи аван ăнланать. Çавăнпа вăл пĕр ĕçрен те хăраса тăмасть. Хурăн çырли те, çĕр çырли те пуçтарчĕ акă, хĕл каçма тутлă та техĕмлĕ варени хатĕр. Каникул вĕçлениччен пурнăçлама палăртса хунă шухăш тата нумай-ха. Пахчари ĕçĕ те пĕтме пĕлмест.

Наташа Михайлова – Штанаш шкулĕн чысне çĕклекен ăслă та пултаруллă хĕр ача. Лайăх вĕреннĕшĕн сахал мар Хисеп хучĕпе Тав çырăвне тивĕçнĕ вăл. Ӳкерчĕксен конкурсĕнче те тăтăшах палăрать. Предмет олимпиадисенче те хастар. Штанаш ял тăрăхĕн аталанăвне хутшăннăшăн та Тав çырăвне тивĕçнĕ вăл. Шахматла выляссипе каллех çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Класра староста тивĕçне пурнăçлаканскере яланах шанма пулать, ушкăна нихăçан та йывăрлăха кĕртсе ÿкермĕ вăл.

Хаçатра пичетленнĕ пĕрремĕш хайлав мĕн тери савăнтарнине çак киленĕçпе «чирлекен» кăна ăнланать пулĕ. Наташа та ун чухнехи çĕкленÿл- лĕ кăмăлне сăмахпа çеç уçса параймасть, ăна туйса курмалла. Çавăн чухне вăл хаçатпа тачăрах çыхăну тытма тĕллев лартнă та. Ашшĕпе амăшĕн тата вĕрентекенсен ырă сăмахĕсем пушшех хавхалантарнă ăна.

Мĕн çинчен ĕмĕтленет-ши Наташа халĕ? Тата ытларах заметка çырса калем ăсталăхне аталантарасшăн вăл. Тепĕр тĕллевĕ вара – ветеринар пуласси. Çапла, хĕр ача чĕр чунсене питĕ юратать. Инкеке лекнĕ хурт-кăпшанка та шеллет.

Штанаш хĕрĕ паянхи кунпа çеç пурăнмасть. Вăл халăх малашлăхĕ çинчен те шухăшлать. Тăван чĕлхе шăпи те ăна канăç памасть.

– Чăваш чĕлхин малашлăхне ĕненетĕп! Эпир пур вĕт-ха, пирĕн хыççăн та чăвашсемех юлĕç. Тăван чĕлхерен вăтанас йăла çук пирĕн çемьере. Тус-тантăшсем те манпа пĕр шухăшлă. Шел те, район центрĕнче вырăсла калаçакан йышланчĕ. Анчах вĕсем те чăвашсемех, тăван чĕлхе илемне туйса унпа ирĕккĕнех калаçма пуçласса ĕненес килет. Ачасене пурне те чăвашла ытларах вулама сĕнетĕп. Мăн асатте-асаннесем вăхăтĕнче мĕнле пурăннине яланах асра тытмалла пирĕн, йăхран-йăха каласа хăвармалла. Унчченхине асра тытсан кăна хамăр малашлăх пирки кулянмалли çук пуль тетĕп.

Çапларах ăслă калаçать Наташа Михайлова. Пирĕн хаçат тусĕсем маттур та пултаруллă, çивĕч ăслă пулнишĕн чунтан хĕпĕртетпĕр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.