Комментировать

17 Июл, 2014

Кăсăклă ĕçе инçетрен туйнă Спиридон Гнатюк

Спиридон Гнатюк 1928 çулта Волынь облаçĕнчи Гривы ялĕнче çуралнă. Ашшĕ – чухăн хресчен. Пиччĕшĕсем Михаилпа Александр Анăç тата Совет Украинисене пĕрлештерессишĕн кĕрешнĕ. Çапăçу тĕллевĕ пурнăçлансан Спиридон шкулта вĕреннĕ, пионера кĕнĕ. Фашистсем Волыне вăхăтлăх çавăрса илнĕ чухне вăл Торчинри вăрттăн организацире тăнă, каярах вара партизан курьерĕ тата разведчикĕ пулнă. Анчах сутăнчăксене пула ăна гестаповецсем тытаççĕ те 1943 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Стырь юхан шывĕ хĕрринче персе пăрахаççĕ.

Волыньти куççульлĕ кĕр-кунне. Кунĕн-çĕрĕн çумăр пĕрĕхет. Хăш чухне вара сăрт хыçĕнчен сивĕ çил тухать те таса мар кÿлленчĕксене пăтратать, йывăçсенчен сарă çулçă тĕркисене туртса илсе шурлăхсенче çухалать... Çул тăрăх шыв юхать, ун çийĕн пĕр лав кичеммĕн ишсе пырать. Лав çинче аслисем иккĕн тата кĕçĕннисем тăваттăн, анчах шăплăха нимĕн те сирмест. Пылчăк сирпĕтекен урапасем çеç ывăннă сасă кăлараççĕ. Сарă çÿçлĕ, çÿллех мар арçын ача хыçалта çара урисене çĕре усса ларса пырать. Тĕттĕм пĕлĕтсем айĕнчи этемсĕр уй-хир çине вăл питĕ салхуллăн пăхать.

Уй-хир çийĕн çилпе пĕрле ула курак вĕçет. Вăл кăлăхах типĕ вырăн шыраса пуçне çавăркалать кăна.

Çул хĕрринче хăлтăр-халтăр пÿрт ларать. Алăкĕ яр уçă. Пÿрт çумĕнче танк гусеницин путăкĕсем курăнаççĕ. Пĕчĕк ача калушĕ йăванса выртать... Мĕнле синкер ĕç пулса иртнĕ кунта? Спиридон куçĕсем тухăç еннелле кайнă вăрçăн хăрушă йĕрĕсене кураççĕ. Астăвăмĕ вара пачах та урăххи çинчен калать.

Ку вăл Хĕрлĕ Çар Анăç Украинăна ирĕке кăларсан пулса иртнĕччĕ. Гнатюксен çемйи тăван Гривы ялĕнчен инçетри Зеленое ялне кайма тухнă, çавăнта унчченхи нимĕç колонийĕн-че колхоз йĕркеленĕ. Çак лавпах кайнăччĕ, анчах кунĕ уярччĕ. Кăмăлĕ пурин те хĕвеллĕччĕ. Сашко ывăнма пĕлмесĕр шÿтлесе пычĕ. Михайло вара темĕн тĕрлĕ юрă та пуçласа пачĕ – революципе çыхăннисене те, хаваслисене те.

Катасенче ахрăм янăрарĕ. Спиридон тăтăшах лав çинчен сиксе анса юратнă кроликĕсене валли курăк татрĕ...

Çавăн пекех 1941 çулхи çу уйăхĕн пĕрремĕш каçĕ аса килчĕ. Клубра пĕтĕм ял пуçтарăннă тейĕн. Спиридон вара хумханнипе хĕрелсе кайнă, янăравлă сассипе «Арсеналăн» çамрăк геройĕ çинчен сăвă вулать...

...Тĕттĕм кăвак тĕтре ăшĕнче темĕнле çуртсем курăнса кайрĕç.

– Кунта чарăнăпăр та. Вырăнтан вырăна куçса çÿресе çитет.

Çапла Гнатюксен çемйи Торчин çывăхĕнчи пĕчĕк хуторта чарăнчĕ.

Тепĕр кунне ир-ирех Спиридон кивĕ пиншак уртса ячĕ те Торчина ĕç шырама кайрĕ. Пĕр кулак патĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхма килĕшрĕ вăл. Ĕшеннĕскер, пусăрăнннăскер килне çĕрле тин таврăнма пуçларĕ. Каçхи пур-çук апата сăмах чĕнмесĕр çисен пÿрт хыçĕнчи кивĕ каска патне тухрĕ те чылайччен инçете пăхса ларчĕ. Мĕнле пулать-ха ку? Яланах çапла батрак майĕпе ĕçлесе пурăнмалла-ши?.. Уй-хир шăпăртах, нимĕн те хуравламасть.

Çапла вара арçын ача кÿрши, вичкĕн куçлă педагог, юнашар пырса ларнине те асăрхаман. Пĕрремĕш каçхине лешĕ Спиридон çине пăха-пăха кăна илетчĕ тата чарăнмасăр туртатчĕ. Тепрехинче вара çанталăк çинчен калаçу пуçарчĕ, Торчинри хыпарсене ыйтса пĕлчĕ... «Хуçа кÿрентермест-и?» – ыйтрĕ вăл сăмах май. «Йĕксĕк! Батраксене кăшкăрать, выльăха хĕненĕ пек тÿплеттерет кăна, фашистсем ĕмĕр вĕçленичченех пулассипе мухтанать... Уйрăмах хастаррисем çинчен гестапăна евитлесе парать. Унта вĕсен ÿтне сÿсе илни çинчен калаçаççĕ...» «Çапла, сÿсе илеççĕ, – хаш сывларĕ кÿрши. – Хама та тÿсме тÿр килчĕ...» «Хăçан?» – чĕтренсе илчĕ арçын ача. «Пансен Польши вăхăтĕнчех», – вăйсăррăн хуравларĕ лешĕ. «Эппин, эсир... манăн пичче пекех, Михайло пек?» «Мĕн пулнă вара пиччÿпе?» – асăрханса кăсăкланать хайхискер. «Михайло... коммунист... пулнă...» Арçын ача пĕтĕмпех каласа пачĕ...

Вăрçă пуçланни çинчен пĕл-терекен дикторăн çирĕп сасси ял çийĕн саланчĕ. Çынсем пĕтĕм ĕçе пăрахса клуба ыткăнчĕç. Шăп тăрса оратора итлерĕç. Михайло сăмах илчĕ.

– Пирĕн пурин те пĕр пулса тăшмана хирĕç çĕкленмелле. Пурте пĕр пулар! – аллипе сулса илчĕ. Тепĕр кунне вара, анăçран канонада çывхарсан Михайло чылай ентешĕпе пĕрле военкомата кайрĕ...

Каçхине темĕнле шурса кайнă çын çавапа чупса çитрĕ.

– Эпĕ çавăнта... утă çулаттăм... Сасартăк илтетĕп – пăшалтан переççĕ... Унта ыткăнтăм... Выртаççĕ... Сирĕн Михайло та... Çапса тăкнă вĕсене... Фашист десанчĕ теççĕ...

Çемйипех вăрмана васкарĕç. Михайло месерле выртать, пысăк кĕлеткипе симĕс курăка лапчăтнă...

Кÿрши пĕр вăхăт шăп тăнă хыççăн арçын ачана куçран тинкерчĕ. «Эсĕ яваплă ĕç пурнăçлаятăн-ши... партизан?» – «Эпĕ... çулăм ăшне те, шыва та кĕрĕп!» – кăшкăрса ячĕ харсăрскер. Торчинри вăрттăн организаци ертÿçи Павел Осипович Каспрук тата вун виççĕри Спиридон Гнатюк çапла паллашрĕç.

...Волыньте юпа уйăхĕ хуçаланнă вăхăтра пылчăк чĕр куççи таранччĕ. Çулсемпе çуран та, кустăрмапа та кайма çук. Эх, Павел Осиповичăн Спиридона инçе çула мĕн тери ăсатас килмест-çке! Канишук отрядне пĕлтерĕшлĕ хыпар çитерес тесен унăн алă çухрăм ытла каймалла. Каспрук Спиридона аран-аран палăракан вăрман сукмакĕ çине кăларчĕ, тÿмесем лайăх тÿмеленнине тĕрĕслерĕ. Кун хыççăн кун иртрĕ, Спиридон çаплах таврăнмарĕ. Каспрук сăн-пичĕ тĕксĕмленчĕ. Гнатюксен çемйинче канăçсăрлăх хуçаланчĕ...

Пĕррехинче тĕттĕм те çиллĕ каçхине чÿрече кантăкĕ чĕтренчĕ. Павел Осипович çĕкленчĕ те алăк уçма чупрĕ. Палламан çын кĕрсе тăчĕ. Ку Спиридон иккен. Имшерленсе кайнă, куçĕсем кăна çуталаççĕ. «Ну, мĕнле çитрĕн? Фрицсене тĕл пулмарăн-и? Шăнса пăсăлмарăн-и?» – çине-çинех ыйтрĕ Каспрук. «Йĕркеллех, пĕтĕмпех йĕркеллĕ», – аллипе сулчĕ Спиридон. Тăраниччен çимесĕрех задание пурнăçланине тата партизан хыпарĕсене пĕлтерчĕ. «Ну пуçтарăнать те вăрманта хăват, – çÿç пайăркине кăмăллăн силлесе илчĕ. – Куратăр акă – гитлеровецсене часах капут пулĕ!» Çуран мĕнле çÿрени, нимĕç машинисем лартса кайни, полицайсен аллине епле лексе вĕсенчен мĕнле майпа тарни çинчен вара пĕр сăмах та каламарĕ...

Тепĕр вăхăтран Спиридона Бринский партизан бригадине кĕрекен Конищук отрядне куçараççĕ.

...Вăрманти пĕчĕк пÿртсенчен пĕринче совет офицерĕ Соколов отряд йĕркеленĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн партизансем хĕç-пăшал пуçтараççĕ, пĕчĕк операцисене тухса çÿреççĕ. Анчах отряд çинчен фашистсем те пĕлнĕ, вара Бринский ăна пĕр тăхтамасăр тĕп вăйсемпе çыхăнма хушнă.

Спиридон ун чухне инçе «çул çÿ- реврен таврăннăччĕ кăна-ха. Çĕнĕ задани çинчен илтсен вара тÿрех ăна пурнăçлама килĕшрĕ. Тăшман салтакĕсем хураллакан ял патĕнчен ăнăçлах иртсе кайрĕç те вĕсем чугун çул патне пычĕç. Ăна тата çирĕпрех сыхлаççĕ. Спиридон ушкăна çÿллех мар, анчах çăра тĕмсем хушшинче хăварчĕ. Хăй вара разведкăна тухрĕ. Ура айĕнче сасă каять, лайăх палăракан хура йĕрсем юлаççĕ. Чугун çул хĕррипе лартнă хурăнлăхсем вара витĕрех курăнаççĕ. Спиридон йĕри-тавра пăхса илчĕ – никам та çук. Рельссем урлă хăвăрт чупса каçрĕ те... фашистсем çине тăрăнчĕ.

Ăна чугун çул будкине илсе кайрĕç, тÿрех хĕнеме тытăнчĕç. «Кам эсĕ?» – тискер чĕр чунсем пек çавăрса илчĕç. «Лишневкăри кĕтÿçĕ», – арçын ачан сенкер кăвак куçĕсем айăпсăр тата кÿреннĕн тинкерчĕç, алли вара хуралса пĕтнĕ хут таткине тăсрĕ. Шыçмак куçлă нимĕç хут таткине илсе тĕплĕн пăхса тухрĕ. Староста алă пуснă, пичет те пур – пĕтĕмпех йĕркеллĕ (партизансен «паспорт сĕтелĕ» алă пуснине евĕрлеме те пĕлет çав). Ĕненмерĕ. Чугун çул çинче инçе те мар Лишневка полицайĕ тăнине аса илсен ăна чĕнтерчĕ. Вăл çитиччен вара арçын ачана хĕнерĕç, аллисене пăрчĕç...

«Тĕрĕссине кала! Партизан-и?» – кăшкăрчĕ фашист. Спиридон шăпăртах... Акă полицай та хашка-хашка чупса çитрĕ. Тимлĕн сăнаса пăхрĕ. Çук, арçын ачана аса илеймерĕ, унăн инкĕшне вара лайăх пĕлет, никама та кÿрентерме пĕлмен хĕрарăм...

Шыçмак куçлă нимĕç Спиридона чышкă пачĕ те сĕм тĕттĕмлĕхе кăларса ячĕ. Такăна-такăна, тепĕр хут гитлеровецсем тĕлне пуласран асăрханмасăрах шăхăркаласа утрĕ арçын ача... Кăлăхах. Соколов отрячĕ каç ĕнтрĕкĕнче çухалсах кайнă тейĕн. Партизансем патне пур пĕрех çитсен куç умĕнче сарă тата хĕрлĕ-кăвак çаврашкасем ишетчĕç ĕнтĕ...

Икĕ лав чугун çул патне васкать. Малта Спиридон чĕркуçленсех тĕт- тĕмлĕхе тинкерет. Çур çулта Соколов ушкăнне тĕл пулаççĕ.

Чугун çул урлă каçнă çĕрте фашистсем сарă çÿçлĕ арçын ачана курма хăнăхса та çитрĕç ĕнтĕ. Лешĕ хăй те тахçанах паллакан çынсене курнă евĕр кивĕ карттус сăмсине перĕнсе вĕсене сывлăх сунса хăварать. Çак карттусра партизан почти çÿренине, хаваслă арçын ача Луцкри вăрттăн организацие «вăрмантисемпе» çыхăнтарнине, лав çинче минăсем е партизансене валли кĕсье хунарĕн батарейкисене пытарнине вара пĕр фашист та тавçăрма пултарайман. Вăйсăр токпа ĕçлеттернĕ хăрушă минăсем Гитлер эшелонĕ-сене аркатнă кăна...

...Спиридон ывăнма та пĕлмест тейĕн. Хуть ăçта пулсан та каялла ялан шÿт каласа, хаваслă юрă шăрантарса таврăнать. Разведчик çулĕ çинчи хăрушлăхсем çинчен те кулăпа каласа парать.

Пĕррехинче вăл инçетре йывăр задани пурнăçланă хыççăн лагере таврăнатчĕ. Ывăнса çитнĕ ут урисене те кахаллăн куçарать. Хăйĕн вилнĕ асламăшĕ пек кинемее курсан Спиридон тăпах чарăнчĕ. Çывăхрах имшер ĕне курăк çисе çÿрет. «Мĕн эсир, кинемей, ĕнене ав çавăнта илсе каймастăр? Унта курăкĕ те чĕркуççи таранах...» Кинемей пĕркеленчĕклĕ питне арçын ача енне çавăрчĕ те: «Çук, унта герман хăйĕн выльăхне пăхса çÿретĕр... Хурса тухрĕ кунта леш япалисене, тупăран пемеллисене!» «Снарядсем-и?» – хускалса илчĕ Спиридон. «Кам пĕлет ăна, тем ятлă...»

Арçын ача йĕри-тавра пăхса илчĕ. Карчăксăр пуçне никама та курмарĕ. Çийĕнчех симĕс хирелле çаврăнчĕ. Нумай та каймарĕ, снаряд асăрхарĕ. Акă тепри те хĕвел çинче çуталса выртать. Разведчик куçĕсем çунма тытăнчĕç – партизан минерĕсемшĕн ку чăн-чăн мулпа танах! Снаряд пуçтарчĕ те курăкпа витсе хучĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ. Минерсем саваннипе ăна ыталаса илчĕç. Командир тав турĕ, çав вăхăтрах ятларĕ те. Пурнăçпа çапла выляма юрать-и вара? Часовой курăка сирес тенĕ пулсан? Анчах Спиридон вăрттăн каллех çавăнта каять.

Унтан вăл шуранка тата питĕ пăлханчăк таврăнать. «Вăт мыскара! – каласа парать каярах. – Темĕн чухлĕ снаряд пăрахрăм. Чугун çул урлă каçнă чухне нимĕç чарчĕ мана, шанмасăр пăхрĕ... «Лашу мĕншĕн йĕпе? – тесе ыйтать. – Йывăр тиев турттаратăн-и?» «Мĕнле тиев унта, – тетĕп. – Çĕр улми. Лаши вара хытсах кайрĕ – çитермелли енчен хĕсĕкрех». Каларăм та чĕлхене çыртрăм – хам курăк çинче ларатăп-çке...

...Шифровка килсе çитрĕ: вырсарни кун Луцкри вăрттăн организацире тăракансем концлагере тыткăна лекнисен ушкăнне ирĕке кăларасшăн. Хăйсене вăрмана куçарма çыхăнуçă ярса пама ыйтаççĕ. Тĕл пулу вырăнĕ – Львов тата Владимир-Волынский хулисене каймалли çул юппи. Штабра шухăша путрĕç... Нумаях пулмасть пысăках мар ушкăна ирĕке кăларнăччĕ ĕнтĕ. Халĕ концлагере тата çирĕпрех сыхлаççĕ. Хĕтĕртÿ мар-ши? Шăпах çак вăхăтра Спиридон тупăнчĕ. «Кăсăклă ĕçе шăршăпа туятăп. Чăнах та пур-и?» – куçĕсем чеен çуталаççĕ. Командир килĕшсе пуçне сулчĕ те шифровка çинчен каласа пачĕ тата хăйĕн иккĕ- ленĕвне уçса пачĕ. «Тен, каймалла мар?» «Хăтланса пăхмаллах», – терĕ Спиридон çирĕппĕн. – Унта пирĕн çынсем вĕт!»

Ката патне çитсен асăрханса сăнарĕ. Çул юппинче пĕр чун та çук. Акă çул хĕрринче тĕмсем лараççĕ. Ырă мара сиссе арçын ачан чĕри хĕссе илчĕ, анчах правурскер пур пĕрех шоссе патне шуса кайрĕ. Сасартăк тĕмсем хыçĕнчен гестаповецсем сиксе тухрĕç те арçын ачана ярса тытрĕç. Спиридона следователь ыйтса тĕпчерĕ, Ровно хулинчен ятарласа килсе çитнĕскер. «Арçын ача, ят, хушамат тата партизансем çинчен мĕн-мĕн пĕлнине пĕтĕмпех кала! – терĕ следователь чеен. – Вара тÿрех кăларса ярăп». «Кĕтÿç эпĕ, кунтисем мар. Нимĕнле партизансене те пĕлместĕп», – хуравларĕ Спиридон лăпкăн.

Тарăхнипе хĕрелсе кайнă следователь арçын ачана резина чукмарпа хĕнерĕ. Тискер палачсем нушалантарнă вăхăтра та харсăрскер: «Кĕтÿç эпĕ», – терĕ çирĕппĕн.

Тепĕр кунне чи хăрушши пулса иртрĕ. Следователь сăмах чĕнмесĕр шăнкăрав пускăчне перĕнчĕ те патвар гестаповец пÿлĕме ашшĕ-пе ывăлне тĕксе кĕртрĕ. Спиридон вĕсене куçпа пăталарĕ тейĕн, паллă парас тенĕн: «Кĕтÿç эпĕ, кунтисем мар...» – терĕ. Малтан ăна тăванĕ-сем умĕнче асаплантарчĕç, кайран – тăванĕсене ун умĕнче. Ашшĕ ывăлне йышăнмарĕ, Сашко вара – шăллĕне.

Янкăр уяр кун Спиридона Стырь юхан шывĕ хĕрне илсе кайрĕç. Хĕвел тата шыв çути ыраттарнăран вăл куçĕсене хупрĕ, уçсан вара хăйĕн умĕнче хура шăтăк курчĕ. Тепĕр енче – ашшĕпе Сашко. Вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса шăппăн сыв пуллашрĕç.

Ашшĕне вăрттăн организацире тăракансем тарма пулăшрĕç. Пиччĕш-не Германие ăсатрĕç, çул çинче вăл пур пĕрех тарчĕ. Выçăскер, çурма чĕрĕскер, инçетри Польшăран партизан отрядне çитрĕ, унта ашшĕпе çеç мар, пĕтĕм çемйипе тĕл пулчĕ.

Гнатюксен çемйи Михаилпа Спиридон вилĕмĕшĕн тата пур совет çыннишĕн те тăшмана пĕр шелсĕр тавăрчĕ.

Виктор КАВА çырнине

вырăсларан

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

 

(«Днепртан Дунай таран» кĕнекерен)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.