Телей çулĕпе…
Ун çинчен пĕр сăмахпа «амазонкăсен тăхăмĕ» теме те пулать-тĕр. Хастар, ĕçчен, палăртнă çултан пĕр пăрăнмасăр утать, йывăрлăхсенчен хăрамасăр, чăрмавсене парăнмасăр шав малалла талпăнать. Тĕрĕссипе, чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн хаклăхĕсем çаксем. Тахçанах паллатăп ăна — хăйĕн ĕçĕнче ăнăçтарнипе çырлахмасăр тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисен йышĕнче тăтăшах куратăп Инесса АЛЕКСЕЕВĂНА. Шупашкар, республика шайĕнче иртекен мероприятисенчен юлмасть вăл. Мĕнле тĕллевпе пурăнать паян пултаруллă ертÿçĕ? Мĕнле шухăшсем канăç памаççĕ чăваш хĕрарăмĕн чун-чĕрине? Çак кунсенче унпа ятарласа курса калаçмашкăн сăлтав та тупăнчĕ — нумаях пулмасть Инесса Геннадиевнăна Мускавра Раççей Федераци Канашĕнче чысланă. «Хĕрарăм ертÿçĕсен ассамблейин» Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн çĕнтерÿçисене çĕршывăн тĕп хулине йыхравланă. Тĕл пулăва Федераци Канашĕн председателĕн заместителĕ Галина Карелова ертсе пынă.
— Инесса Геннадиевна, конкурс пирки сăмах пуçариччен хăвăн çинчен ытларах пĕлес килет. Çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ пушă вырăнта çуралмасть вĕт. Ахăртнех, ачалăхран килет вăйлă та çирĕп тымар.
— Çапла каламалла-тăр. Канаш районĕнчи Матьшÿре çуралса ÿснĕ эпĕ. Атте Геннадий Димитриев бригадир пулнă. Шел, пурнăçран ирех уйрăлса кайрĕ… Хăйне шанса панă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçлатчĕ вăл. Ертсе пырас, ĕçе йĕркелес, çынпа калаçас пултарулăх унран куçнă мана. Ача чухне, ыттисем пекех, колхоз ĕçĕнчен юлман. Юрла-юрла хăмла пухаттăмăр. Çĕр улми, çарăк анисем çинче ĕçленĕ. Нихăçан та ахаль утман. Хамăр çумланă курăка, уйрăмах йытпыршие, яланах илсе таврăнаттăм та сыснасем ăна мĕнле юратса çиетчĕç! Вĕсем çине пăхса тăрса хам та савăнаттăм. Çапла пиçĕхсе ÿсни те кăмăла çирĕплетнĕ ахăр. Анне Ольга Ивановна аттерен виçĕ ачапа тăрса юлнă. Çăмăл пулман, паллах, ăна. Юрать аппăшĕ Нина Ивановна кÿршĕ ялта Анаткасра тĕпленнĕ те, вăл самаях пулăшнă пире ура çине тăма. Сăмах май, Нина Ивановна колхозра 51 çул ĕçленĕ. Тăрăшулăхне кура сăн ÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчен кайман. Ĕçченлĕхне пулах «Тава тивĕçлĕ колхозница» ятпа чысланă ăна, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тăлăх арăмне.
— Колхоз-совхоз тытăнса тăнă саманара уй-хирте пилĕк авман ача пулман, ахăртнех, ял тăрăхĕнче. Пурте аслисемпе танах утă çулнă, тырă тирпейленĕ çĕрте тăрăшнă. Çапах та пурте пĕр пек ăнăçтараймаççĕ…
— Эпĕ суту-илÿ енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ: малтан техникумра, унтан институтра ăс пухрăм. Çав тапхăрта хулари пысăк лавккара «Шупашкарта» ĕçе пикентĕм. Ертÿçĕ заместительне çитрĕм. Çемье çавăрнине пула куçăмсăр майпа вĕренме тиврĕ. Ача пĕчĕк. Килтисем пурте ĕçре. Черетлĕ экзамен çитсен пепкеме, никампа та хăварма çуккипе, пĕрле илсе каяттăм.
— Калатăп çав эсĕ тĕлĕнмелле çын тесе… Экзамена кĕрсен ачуна коридорта ытти студентпа хăвараттăн-и вара?
— Çук, аудиторие пĕрлех илсе кĕреттĕм. Хыçалти парта хушшине кайса лартаттăм. Айне йĕпетсен те, ун чухне хальхи пек памперссем пулман вĕт, пĕр сасă та кăларса чăрмантармастчĕ. Чăн та, ыттисене чăрмав кÿресрен кашни экзаменах чи малтан кĕреттĕм. Йывăр тесе вĕренме пăрахас шухăш пуçра та пулман.
— Эсĕ паян — паллă, ырă ят-сума тивĕçнĕ предпринимательсен хушшинче çирĕп вырăн йышăнтăн. Хăвăн ĕçне йĕркелесси мĕнрен пуçланчĕ? Пушшех те, иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче пуçланă пĕрремĕш утăмсене. Çитменнине, пĕччен, мăшăр тĕрекĕ-пулăшăвĕсĕр…
— Манăн та ирех хăрах çунатпа тăрса юлма тиврĕ. Упăшка пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕ. Кама шанмалла? Ачана ÿстерсе ура çине тăратмаллах. Пурнăç йăлт улшăнчĕ. Уйрăм харпăрлăх йĕрке-ленме пуçларĕ. Эпĕ те пикенсе пăхма тĕв турăм. 24 çул каялла ИП уçрăм. Тĕрĕссипе, çак утăма тума ĕçтешĕмсем хавхалантарчĕç. «Санран пулать», — терĕç. Тытăнтăм вара… Базăран çăмарта туянса лавккасене илсе çитереттĕм. Такси тытаттăм. Çавăн пекех сыр та сĕтĕреттĕм. Унран тупăш питĕ сахал пухăнатчĕ — 10-15 тенкĕ. Таксишĕн вара 30 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Капла хам валли нимĕн те юлмасть вĕт. Юлма кăна мар, тăкаклă та. Алă вĕççĕн сĕтĕреттĕм. Троллейбусран ансан питĕ нумай утма тивнипе — йывăр çĕклейместĕп-çке-ха — темиçе хутчен те кайса килме тиветчĕ. Халĕ çав çулсене каялла çаврăнса пăхатăп та — пĕчĕк урапапа туртма темшĕн шухăшласа илмен вара? Çапла пĕчĕккĕнех майлаштарса пытăм. 2007 çулта лавкка уçма вăй çитертĕм. Ăна хĕрĕм «Магдалина» ят пама сĕнчĕ.
Тăхăр вуннăмĕш çулсем тенĕрен вара… «Ах», «ох» темелли нимĕн те ас тумастăп. Лăпкăнах ĕçленĕ.
«Сывлăшран кермен çĕклемен…»
— Паян хăйĕн ĕçне пуçарас текенсем валли темĕн тĕрлĕ тренинг сĕнеççĕ. Ÿкесси те, вĕçесси те часах-çке ку çул çинче. Эсĕ вара хăвăн вăйна, пултарулăхна, ăсна шанса кăна аталаннă. Йăнăшасран, такăнасран шикленмен-и? Ун пек чухне çĕнĕрен ура çине тăма мĕн пулăшатчĕ?
— Такăнсах ÿкнине ас тумастăп. Эпĕ хам ума сывлăшран кермен çĕклес тĕллев нихăçан та лартман. Пĕчĕк-пĕчĕк, пурнăçлама чăнласах май пур ĕмĕтсем малалла туртнă. Чи кирли — ачана çитерме çăкăр, тумлантарма тумтир пултăр. Çакă та йăнăшсенчен сыхласа хăварчĕ ахăр.
— Халĕ эсĕ хула халăхне, килен-каян хăнана кафере чăваш апачĕпе сăйлатăн. Ыттисем пек ют чĕлхепе акăш-макăш ят мар, чăвашла сăпайлăн «Телей» ят панă ăна. Ура çинче çирĕп тăракан хĕрарăм чунĕшĕн мĕн-ши вăл — телей?
— Кафе уçас шухăш тытсан ячĕ пирки нумай шухăшларăмăр. Карапа мĕнле ят панинчен унăн малашлăхĕ килет теççĕ вĕт… Шупашкар хула администрацийĕн потребитель рынокĕн тата предпринимательсен аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Фасиха Солдатова шăпах çак ята сĕнчĕ. Килĕшрĕм. Мĕн-ха вăл — телей? Маншăн — ĕç, ачасем, йăх малалла тăсăлни. Ку енĕпе пурте йĕркеллĕ. Хĕрĕм икĕ мăнук, икĕ пăхаттир парнелерĕ. Пĕри улттăра, тепри — çулталăкра. Аннем чĕрĕ-сывă. Ку та — телей. Ялпа çыхăнăва çухатман. Кĕтет анне, тунсăхлать. Çуралнă тăрăха çавăнпа тăтăшах васкатпăр.
Чăвашлăха малалла аталантарас килет. Манра чăваш юнĕ чупать вĕт. Малалла та çак енĕпех ĕçлесшĕн. Кафере çуллахи веранда уçрăмăр. Тăван культурăпа çыхăннă мероприятисем ытларах ирттерес килет унта.
Чăвашлăх туйăмех наци когресне илсе çитерчĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет членĕ пулнă май, вăл йĕркелекен пур мероприятие те хутшăнма тăрăшатăп.
— Аякран килекен хăнасене чăваш апачĕ сĕнетĕн пулĕ?
— Çапла. Темĕн тĕрлĕ хуран кукли хатĕрлеççĕ хĕрсем. Шаркку, тăпăрчă икерчи… Шÿрпе те хăнасен кăмăлне ларать. Таса продукцирен кăна хатĕрленипе те тутлă пиçет-тĕр апат. Сăмахран, какай хамăр тăрăхри çынсенчен кăна йышăнатпăр, таçтан ытти регионтан илсе килнине туянмастăп. Ытти çимĕç те — чăвашра ÿстерниех. Коллективпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Татьяна Захарова, Тамара Столярова, Раиса Фомина тата ыттисем тахçантанпах пирĕн йышра вăй хураççĕ, тăрăшулăхпа палăраççĕ.
Çитĕнÿ çăл куçĕ
— Тĕрлĕ конкурса мĕнле тĕллевпе хутшăнатăн?
— Шăпах хам патра ĕçлекенсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартас тĕллев малалла утăмлама хистет. Республикăри Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ «Çулталăк директорĕ» конкурсра çĕнтерсе малалла Чулхулара тупăшас явапа тивĕçнĕччĕ. Малтан асăннă иртнĕ çулхи конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх акă Федераци Канашĕнче чысларĕç — эпĕ «VIP персона» номинацире мала тухрăм. Çĕнтерĕве туптама пулăшнăшăн Шупашкарти Ленин район администраци пуçлăхне Максим Андреева тата унăн çумне Елена Ивановăна тав тăватăп. Вĕсем сĕннипе, хавхалантарса пынипе çул уçăлчĕ.
— Ют çĕршывра иртекеннисене те хутшăннине пĕлетĕп.
— Çапла. 2016 çулта Азербайджанра иртнĕ Пылак çимĕçсен наци фестивалĕнче тупăшрăмăр. Шел, чикĕ урлă каçнă чух пăхăнмалли йĕркесене шута илмен, хамăр маларах палăртнине улăштарма лекрĕ. Çапах иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Малалла вулас...
Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.