Комментировать

22 Фев, 2020

Туслăх çуртĕнче "Чăваш Ене мухтаса" фестиваль-конкурс иртрĕ

Паян Туслăх çуртĕнче "Чăваш Ене мухтаса" литературăпа музыка пултарулăхĕн халăхсен хушшинчи фестиваль конкурсĕ иртрĕ. Ăна Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çитнине халалланă. Ку ĕçе Чăваш наци конгресĕ пуçарса йĕркелесе пычĕ.

Проект авторĕ Вера Архипова палăртнă тăрăх, виççĕмĕш хут ирттерекен конкурса 150 заявка тăратнă. Малтанхи çулсенче 70, 100 ыйту çырнă. Хăйсен пултарулăхне кăтартакансен йышĕнче - Чăваш республикинчи ял-хуларан килнисем кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче, чикĕ  леш енче пурăнакансем те. Нумайăшĕ  хăйсен ăсталăхĕпе палаштаракан видео янă.

Конкурса хутшăнакансем юрă-кĕвĕ, литература, театр секцийĕсене пайланчĕç. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин ертÿçи Лев Кураков, Туслăх çурчĕн пуçлăхĕ Юрий Токмаков, Бассам тухтăр пурне те ăнăçу суннă май тăван халăхăн культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине упранăшăн тав турĕç. Мала тухнисене диплома, асăнмалăх парнепе чысларĕç.
Уяв гала-концертпа вĕçленчĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: