Комментировать

17 Июл, 2014

Чăваш пылĕн пулмаллах!

Çак кунсенче «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне Йĕпреçре пурăнакан, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче халăх депутачĕсен район Канашĕн ĕçтăвкомне пултаруллăн ертсе пынă, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Пантелеймон Ермошкин кĕрсе тухрĕ. Вунă çул каялла вăл тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та «Сельхозтехникăн» районти пĕрлешĕвĕн директорĕнче тăрăшнă. Паян та килте «кĕрĕк арки йăваласа» лармасть иккен. Район центрĕнчен 25 çухрăмра вырнаçнă Хурăнлăх ялĕ çывăхĕнчи вăрман уçланкинче сакăр вуннăри çын чылайранпа утар тытать. Пирĕн калаçу чăваш пылĕн пахалăхĕпе малашлăхĕ тавра пычĕ. «Эпĕ райĕçтăвком пуçлăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра кашни хуçалăхрах утар пурччĕ, - терĕ ветеран. - Халĕ вара вĕсем ниçта та юлман. Реформăсем пуçлансан çак отрасль тăкак кÿрекенни йышне «тăчĕ». Çак шухăшпа манăн пĕрре те килĕшес килмест. Çине тăрсан, пурте пĕр шухăш-тĕллев тытсан хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе тепĕр хут сулăм пама вăй-хал çитерессĕнех туйăнать».

Пирĕн мухтавлă ентеш, Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер Йĕпреç тăрăхне «Ешĕл хунав» кĕнекинче уçăмлăн çырса кăтартнă. Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ пулсассăн та халăх сăвăçи çырни паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Çут çанталăкпа климат условийĕсем, ÿсен-тăран тĕнчи ытти мул-пуянлăх утарçăсене пыл илессине çултан-çул ÿстерсе пыма пулăшмалла пек. Кашни хурт-хăмăр çемйинчен сахлтан та 50-шар килограмм пылак çимĕç илме май пур. Эпир вара 10-12 килограмран ытла иртейместпĕр. Ытти 30-40 килограмĕ ăçта çухалать? Ылтăн саппаспа мĕншĕн пĕлсе усă кураймастпăр? «Чи малтанах çакă эпир ĕçлеме пĕлменнипе, унтан вара патшалăх хамăра тивĕçлĕ пулăшу пама пăрахнă хыççăн алă лăштăрах усăннипе çыхăннă», - сăлтавне уçăмлатрĕ Пантелеймон Ермошкин. Чăваш çыннишĕн пыл хурчĕ - сăваплăран сăваплă. Вăл паракан çимĕçĕн хакĕ çук. Пыл пирĕншĕн - тăван республикăн «визит карточки» пекех. Мĕнле кăна пыл çук-ши пирĕн тăрăхра: çăка, хура тул, хăмла çырли, люцерна, клевер, рапс, чечек пылĕ...

Пыл туса илме меллĕ тăрăхра ку ĕçе ăнăçлă йĕркелесе ярас тĕлĕшпе татса паман ыйту çук та темелле. Апла мар çав. Экономикăри пăтăрмахсем малаллах тăсăлаççĕ. Отрасль аталанăвне утарсен çывăхĕнчи пыл нумай паракан йывăçсене - çăка-хăвана тĕлли-паллисĕр касса пĕтерни те хытă чăрмантарать. Хуртсене ядохимикатсем те сиен кÿреççĕ. Çапла, йывăрлăх нумай, анчах вĕсемпе килĕшсе лармалла мар. Пирĕн республикăра «Хурт-хăмăр ĕрчетесси çинчен» калакан саккуна вăхăтра йышăннă. Ку документра отрасле малалла аталанма май паракан мерăсемпе пĕрлех хурт-хăмăрçă унчченхи чыс-сумне çĕклессипе пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри тесе палăртнă.

Лайăх ас тăватпăр-ха: унччен «пылак цех» хастарĕсем район, республика конкурсĕсене ирттересси йăлараччĕ. Халĕ вăл темшĕн-çке манăçа тухса пырать. Шел. Кунашкал тупăшусен усси пĕчĕк мар: вăл отрасльти çĕнĕлĕхсене çул пама пулăшнипе пĕрлех халĕччен пухăнса пынă çитменлĕхсене те лайăх уйăрса илме пулăшасси пирки иккĕленÿ çук. Çав шухăша тĕпе хурса, аслисен, ашшĕ-амăшĕн çул-йĕрĕпе çамрăксем малалла пырĕç. Ырă йăла-йĕрке манăçмĕ. Чи лайăххисене чыслама хисеплĕ ят та пулĕ. Апла тăк ку отраслĕн ыранхи кунĕ пулмаллах! Ăна шанчăклă алăсене кăна памалла. Анчах темшĕн-çке çак продукцие хисепе хуракан яш-кĕрĕм ытла та сахал. Мĕншĕн-ха ялсенчи вăтам тата тĕп шкулсенчен вĕренсе тухакансем утарçă ĕçĕнче романтика курмаççĕ? Шăпах паянхи çамрăксем иртнĕ чапа тавăрма пултарассăн туйăнать.

Чăваш пылĕ мĕн авалтан хăйĕн тĕлĕнмелле пахалăхĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Вăл пĕтĕм тĕнчери куравсенче нумай-нумай парне çĕнсе илнĕ.

Пыл, унăн çимĕçĕсене хатĕрлессине, вĕсене тасатассине, суту-илÿ предприятийĕсене ăсатассине мĕнле майпа лайăхрах йĕркелемелле-ха? Нивушлĕ çак продукта виççĕмĕш çын /посредник/ хутшăнмасăр сутма çук? Паллах, кунта патшалăх енчен пулăшу парассине кун йĕркине кĕртмесĕр ку ыйтусене ăнăçлă татса пама май килместех. Тен, хурт-хăмăр ĕрчетме акционерсен хупă обществине йĕркелемелле? Унăн йышне вара хурт-хăмăрçăсемпе специалистсене кăна илмелле. Çапла тусан тин эпир иккĕленÿллĕ хатĕрлевçĕсенчен, япăх пыл сутакансенчен хăтăлма пултарăпăр. Пахалăхшăн çине тăрса тăрăшасси, çынсене пур енĕпе те, тĕсĕпе те, хакĕпе те тивĕçтерекен продукци кăна сутасси - отрасльшĕн тĕп тĕллев пулмалла. Çавăн чухне тин пирĕн нумай-нумай терт-асаппа çуралакан пыл хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тепĕр хут тупĕ.

Йĕпреç ен тахçан тухăçлă та техĕмлĕ пыл туса илессипе чапа тухнăччĕ. Алексей Вастиков /Хурăнлăх/, Федор Яковлев /Анатриял/, Геннадий Степанов /Чăрăшкасси/ утарçăсем - пĕтĕм Чăваш çĕр-шывĕшĕн паллă ятсемччĕ. Кил-хуçалăхра утар тытакан та йышлăччĕ. Ара, хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç вĕсемшĕн «çăлăнăç унки» пулнă-çке. Вăл çемье бюджетне пуянлатма пулăшнă. Килти хушма хуçалăхăн пĕтĕмĕшле тупăшăвĕнче пыл сутнинчен кĕрекен услам 50 процентран та иртет. Общество тытăмĕнчи утарсенчи хурт-хăмăр çемйисен йышĕ çултан çул чакса пырать пулсан, килти хушма хуçалăхра вăл ÿсет.

Хальхи вăхăтра агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсем укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен калама çук пысăк йывăрлăхра. Лару-тăрăва лайăх енне улăштарас тесен ялта çĕнĕлĕхсене кăна мар, малтан хисепре пулнă, анчах вăхăт иртнĕçемĕн манăçа тухнă отрасльсене те çул пани кирлĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах - хурт-хăмăр ĕрчетесси.

«Йÿçĕ пыла пылак çимĕçе куçарас вăхăт çитмеллех. Чăваш пылĕн пулмаллах!» - тет Пантелеймон Михайлович.


Геннадий КУЗНЕЦОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.