Комментировать

17 Фев, 2020

20-мĕш троллейбуспа — Çĕнĕ хулана

20-мĕш троллейбус маршрутне Çĕнĕ хулана çити тăсасшăн. Кун пирки хула мэрийĕн планеркинче Шупашкарти троллейбус управленийĕн директорĕ пĕлтернĕ. Ку ĕçе пуш уйăхĕнче пурнăçламалла.

Маршрута вăрăмлатмашкăн Сĕнтĕрвăрри çулĕ çинчи пысăках мар лаптăка монтаж тумалла. Пĕтĕм ĕç-пуç валли 1 млн тенкĕ кирлĕ. 20-мĕш троллейбус интервалне хальхи пекех хăварас тесен тепĕр 3 машина хушмалла.

Алексей Ладыков çĕнетнĕ маршрута акан 1-мĕшĕччен яма хушнă. Çапла майпа чиновниксем хула çыннисен ĕмĕтне пурнăçлаççĕ: вĕсем Çĕнĕ хулапа Çĕнĕ кăнтăр районне троллейбус яма ыйтнă.

Ака уйăхĕнчен 20-мĕш маршрут Кăнтăр хĕвел анăç районне, центра, Çĕнĕ кăнтăр районне, Çĕнĕ хулана çыхăнтарĕ.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Forum.na-svyazi.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: