Комментировать

13 Фев, 2020

Олег Николаев паян Общество палатин членĕсемпе тĕл пулчĕ

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче Общество палатин членĕсемпе тĕл пулчĕ.

Коммерципе çыхăнман организацисене пулăшасси, коммуналлă каяшсене уйрăммăн пухасси, туризма аталантарасси, общество пуçарăвĕсене хавхалантарасси тата ытти те — ОП членĕсене хумхантаракан ыйтусем пайтах. Вĕсене министерствăсемпе ведомствăсен çумĕнчи общество канашĕсем тухăçлă ĕçлеменни те, Шупашкара Атăл тăрăх карапсемпе килекен туристсен пысăк пайĕ кунта чарăннă май Шупашкар курма мар, автобуссене тиенсе Йошкар-Олапа паллашма васкани те, ытти те пăшăрхантараççĕ.

Олег Николаев пурне те тимлĕ итлерĕ. Сĕнÿсене шута илнĕ май чылайăшĕ тĕлĕшпе çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ хушусем пулассине палăртрĕ, пухăннисене республика аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн тав туса малашне те çакнашкал тĕлпулусем йĕркелеме, алла-аллăн ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: