Комментировать

13 Фев, 2020

«Пирĕн сасă» вĕсене çывăхлатать

Патăрьел районĕнчи 2-мĕш шкулта вĕренеççĕ вĕсем. Шкул хаçачĕ те кăлараççĕ, вĕренÿре те ĕлкĕреççĕ, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăра çĕнтерсе палăраççĕ. «Пирĕн сасă» хаçатра тăрăшаканскерсем пĕлÿ çуртĕнче пулакан интереслĕ ĕç-пуç, мероприятисем пирки вулакансене чи малтан çырса пĕлтерме васкаççĕ.

Шкулта хаçат кăларас шухăш чăваш чĕлхипе литература предметне ертсе пыракан Мария Ивановăн пулнă. Кĕске вăхăтрах редколлеги йĕркеленĕ. Снежана Савдеровăна тĕп редактор пулма шаннă. Халĕ вăл вун пĕрмĕш класра вĕренет, пĕтĕмпех «пиллĕк» паллăпа ĕлкĕрсе пырать. Хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарас шухăшлă Снежана. Тĕрлĕ енлĕ аталаннăскершĕн хаçат кăларасси — чун киленĕçĕ. «Чи малтан çĕнĕ номерте мĕн çырассине пурте пĕрле ларса канашлатпăр. Кашни ача хăй валли тема суйласа илет. Хаçатра интереслĕ рубрикăсем, вăйăсем пур. Вĕсене эпир хамăрах шухăшласа кăларатпăр. Унсăр пуçне кашни номертех вĕренекенсемпе шкул ачисене çуралнă кунпа саламласси йăлана кĕчĕ. Мария Ивановна та пулăшса пырать, сĕнÿсем парать», — кĕскен паллаштарчĕ Снежана.

Кашниех хăйĕн ĕçне пĕлет, яваплăхне туять. Сăвă çырма, тĕслĕхрен, 11-мĕш класра вĕренекен Маша Воробьева пултарать, заметкăсем хатĕр­леме вара Анастасия Карягинăна шаннă. Марианна Иванова спорт хыпарĕсене пĕлтерсе тăрать. Вăл — тĕп редактор çумĕ. «Снежана пĕр-пĕр сăлтавпа шкула килеймен чухне унăн тивĕçĕсене манăн пурнăçлама лекет. Эпир унпа интернет урлă çыхăнатпăр е пĕр-пĕрин патне шăнкăравласа çитес номере сÿтсе яватпăр», — каласа кăтартрĕ вăл. Марианна спортпа кăсăкланать, тĕрлĕ ăмăртура час-часах малти вырăн йышăнать. Çар енĕпе вĕренме кайма ĕмĕтленекенскер спорта пăрахасшăн мар. Çавăн пекех физика предмечĕпе хушма пĕлÿ илет хĕрача.

Тăххăрмĕш класра вĕренекен Карина Кошкинăна журналист ĕçĕ килĕшет. Шкултан вĕренсе тухсан вăл çак профессие алла илесшĕн. «Эпĕ интервью илме юрататăп. Ачасемпе е вĕрентекенсемпе кăсăклă ыйтăва тапрататăп та пĕрле сÿтсе яватпăр. Пирĕн шкулта хăнасем те час-часах пулаççĕ. Вĕсемпе эпĕ кĕске вăхăтрах калаçса илме ĕлкĕретĕп», — терĕ Карина. Çавăн пекех шкулти культура мероприятийĕсене çутатса тăрать, патриотизм енĕпе çырать. Унăн заметкисене ачасем интересленсех вулаççĕ, кашни номертех кĕтеççĕ. Хаçат ĕçĕсĕр пуçне хĕрача сăвă калама та питĕ ăста. Районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Унпа пĕр класра вĕренекен Елена Хитрова вара хаçата сăн ÿкерчĕксемпе илемлетме тăрăшать. Унăн фоторепортажĕсем ăнăçлă пулаççĕ. «Пирĕн сасăпа» Инстаграмра та паллашма май пур. Кунта тăрăшакан хастарсен тĕп тĕллевĕ — унăн калăпăшне пысăклатасси тата вулакансен йышне ÿстересси. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.