Балалайка калакан 100 çулти Тихон пичче
Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче пурăнакан Тихон Табаков — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче мĕн кăна курман пулĕ? Çамрăклах аслисемпе тан тырă вырнă, колхозра лаша пăхнă, вĕренме майĕ те пулман.
Пирĕн ялта çакăн пек сумлă çын пурришĕн эпир савăнатпăр. Сăмах май, Елчĕк тăрăхĕнче вăрçă ветеранĕ вуннăн кăна юлнă. Вĕсенчен чи асли пирĕн Тихон пичче. Пĕр урамра пурăннăран эпĕ ун патне час-часах çÿретĕп. Çулла вара урамра калаçса ларатпăр. Асаплă вăрçă пирки те каласа кăтартать: «Вăрçă питĕ хăрушă. Эпĕ минометчик пулса çапăçрăм. Пĕррехинче Воронеж хули çывăхĕнче фашистсем бомба пăрахма тытăнчĕç. Пĕри манран пилĕк метра ÿкрĕ, шеремет, темĕнле çурăлса каймарĕ. Телейĕм хам çумрах пулнă ĕнтĕ…»
Ватăскер алă усса лармасть, ĕçпе йăпанса пурăнать — çăматă йăвалать. Кÿршĕ ялсенче те ун пирки пĕлеççĕ. Çăматтисене юратса тăхăнаççĕ. Тата унăн тепĕр чун киленĕçĕ — балалайка каласси. Ялти ачасем ун патĕнчен кайма пĕлмеççĕ. Вăл хăш-пĕр чухне ялти клубри концертсене те хутшăнать. Ял çинче ырă ятлă пирĕн Тихон пичче! Ăна пурте хисеплеççĕ. Манăн та ун пек пуласчĕ.
Нарăсăн 6-мĕшĕнче Тихон пичче 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпĕ ăна чунран саламлатăп. Унпа курса калаçма пултарнăшăн хĕпĕртетĕп. Вăл пĕр ĕмĕр çынни-çке! Манăн унран ыйтса пĕлмелли тата нумай-ха.
Тихон Григорьевича пĕр урамра пурăнакан, 2-мĕш класра вĕренекен ачасем те çуралнă кунпа саламларĕç, сăвă каласа савăнтарчĕç.
Максим САДОВНИКОВ, 10-мĕш класс.
Елчĕк районĕ, Кушкă шкулĕ.