Комментировать

16 Июл, 2014

Тăван тавралăх сыхлавĕн тĕп кăтартăвĕсем

Тăван тавралăха сыхласси çĕр-шывăн политика, экономика тата общество пурнăçĕн приоритетлă ыйтăвĕ шутне кĕрет тата наци хăрушсăрлăхĕн тĕллевĕ пулса тăрать.

Промышленноç индустрийĕ тата этем ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти пулăм аталаннă май экологи лару-тăрăвĕ çивĕчленсех пырать. Унăн ыйтăвĕсене пĕрлехи вăйпа татса пама пултарни кăна малашлăха ырă витĕм кÿрĕ.

Чăваш Республикинче туса кăларакан производствăсем, электроэнерги объекчĕсем сахал мар, автомобиль транспорчĕ çуллен хушăнса пырать.

2013 çулта стационарлă çăл куç атмосферăна кăларса янă тасамарлăх 30 пине яхăн тоннăпа танлашнă. Ăна упрамашкăн хывнă тăкак х 900 пин тенке çывхарнă.

Влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсем экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă тĕп тĕллевсене татса памалли программăсене туса хатĕрлеççĕ тата пурнăçа кĕртеççĕ. Çакă тăван тавралăх пахалăхне тата этем пурнăçĕн экологи условийĕсене лайăхлатма, экономика аталанăвĕн экологи тĕлĕшĕнчен палăртнă тĕслĕхне тата производствăсен ку енĕпе тупăшма пултараслăхне йĕркелеме пулăшать паллах.

Ытти предприяти-организацие тÿленĕ укçа-тенке шута илмесĕр

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.