Çĕмренçĕсем вăй виçеççĕ
Орел хулинче çĕмренçĕсен Раççей чемпионачĕ пырать. Унта ентеш-спортсменсем те вăй виçеççĕ.
Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче И.Солдатова ячĕллĕ олимп резервĕсен шкулĕн вĕренекенĕсем — Роман Ефимов, Дмитрий Ермолаев, Евгений Колесников тата Артур Гареев. Вĕсене çĕмренпе перес ăсталăха аталантарма пулăшаканĕ — Максим Яриков тренер.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем ыран паллă пулĕç.
Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.