«Ялти ипотекăпа» — çурт-йĕр, хваттер
Кăçалтан «Ялти ипотека» программа хута кайнă май унпа кăсăкланакан самай. Çивĕч ыйтупа ЧР Ял хуçалăх министерстви те канашлу ирттернĕ.
Çĕнĕлĕх 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра, çав шутра республикăра та, пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Çăмăллăх кредичĕпе яллă вырăнта хваттер е çурт туянма, тума май пур. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина ăнлантарнă тăрăх, граждансем ялта кăна мар, хула евĕрлĕ поселокра, хула округне кĕмен рабочи поселокĕнче, 30 пин çынран ытла мар пурăнакан пĕчĕк хуласенче те çурт-йĕр тума, туянма пултараççĕ. Чăваш Енре кун пеккисен шутне Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисем кĕреççĕ. Кредита 21-тен пуçласа 64 çула çитеймен граждансене параççĕ.
Хатĕр çурта, хваттере çĕр участокĕпе е унсăр уйрăм çынран, предприяти-организацирен — суту-илÿ килĕшĕвĕпе, туса пĕтереймен куçман пурлăха строительствăна пая кĕрсе хутшăнмалли килĕшÿпе илме пулать. Çурт-йĕр хăпартас тесен подряд организацийĕпе кăна ĕç килĕшĕвĕ тума юрать. Строительство ĕçĕсене вăхăтра тытăнмалла, вĕçлемелле: ипотека илнĕ кунран пуçласа 24 уйăхран иртмелле мар.
Граждансене çăмăллăхпа паракан кредитăн çулталăкри ставки 0,1-рен пуçласа 3% таран. Чи пысăк хисеп — 3 млн тенкĕ.
Заемщикăн тăвакан е туянакан çурт хакĕн 10 процентне хăйĕн тÿлемелле.
— Гражданин çăмăллăх ипотекине пĕр хутчен кăна илме пултарать. Енчен заемщик пурăнмалли çурт тăвасшăн е тума пуçланине вĕçлесшĕн пулсан çак ĕçе подряд мелĕпе кăна пурнăçламалла. Тăвансемпе ĕç килĕшĕвĕ тума юрамасть, — палăртрĕ «Раççей ял хуçалăх банкĕ» АОн регионти филиалĕн директорĕн заместителĕ Светлана Павлова.
Вăл каланă тăрăх, заемщика страхласан та кредитăн çулталăкри ставки 2,7% иртмелле мар. Клиент парăма тÿлеме пултарнине палăртнă чухне тĕрлĕ тупăша шута илеççĕ, çав шутра хушма хуçалăхра туса илекеннине те.
— Подрядчиксене полномочиллĕ банксен суйласа илмелле, аккредитацилемелле. Кредит организацийĕ подрядчиксене хăй требовани тăратать. Çурт-йĕр е хваттер тăвас е туянас шухăшлă çын банка çын хăй тĕллĕн суйласа илет. Укçапа вара системăна йĕркелекен кредит организацийĕ е полномочиллĕ банк тивĕçтерет, — терĕ Татьяна Рябинина. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Лариса АЛЕКСЕЕВА.