Комментировать

4 Фев, 2020

«Ырлăхпа мăнукĕсем усă кураççĕ»

2020 çул — Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çулталăк: фашизм эшкерне хăйĕн йăвинче çапса аркатса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 75 çул çитет.

Çавна май Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2020 çула Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ пек ирттерессине çирĕплетсе Указ кăларчĕ. Кунсăр пуçне патшалăх ертÿçи «Çĕнтерÿ пуриншĕн те пĕрре пулнине» палăртса тĕрлĕ çĕршыври халăха 1941-1945 çулсенчи вăрçă вĕрентсе, асăрхаттарса хăварнине ялан асра тытма сĕнчĕ.
Тĕрĕссипе, пирĕншĕн, Раççей çыннисемшĕн, Çĕнтерÿ кунĕ кăна пĕлтерĕшлĕ пулмалла мар. Совет халăхĕшĕн тăватă çула яхăн тăсăлнă хаяр вăрçăн кашни кунĕн хакĕ пысăк. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн салтаксем фронтра юн юхтарнă, хĕрарăмсем, ватăсемпе вĕтĕсем тылра тар тăкнă. Фашист ури ярса пуснă кашни лаптăка каялла туртса илни те, усал шухăшпа пирĕн çĕршыва тапăнса килнĕ нимĕç çарĕн пĕр салтакне тĕп туни те пысăк паттăрлăх шутланнă. Çакăн евĕрлĕ пĕчĕк ĕçсенчен пысăк Çĕнтерÿ туптаннă…
Çавăнпа манăн паттăрлăх уявĕсен 2020 çулхи ярăмĕнче Ленинград блокадине сирнине те палăртса хăварассăм килет. Нимĕç оккупанчĕсем тăхăр çĕр талăка яхăн хулана вилĕм аллинче тытса тăнă. Апат-çимĕç çук. Хваттерсенче сивĕ. Чирлисене сиплеме эмел çитмест. Пин-пин çын çак тамăк хуранĕнчен çăлăнса тухайман. Хулана ирĕке кăларнине курма шăпа пÿрнисем те чылай вăхăт инкек-синкек пусмăрĕнчен хăтăлайман.
Сталинградшăн пынă çапăçусенче миллион-миллион совет çыннин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Вĕсем çамрăк ăру валли тăнăç пурнăç туса хăварассишĕн пуç хунă. Вĕсен паттăрлăхĕ фашизмăн шăмми-шаккине çапса хуçнă. Тинех, ахăртнех, фашист хăйне çĕнме пултаракан вăй та пуррине ăнланса илнĕ, хăравçăллăн каялла чакма пуçланă… Курск çывăхĕнчи аллă куна пынă çапăçу вара, чăннипех те, паттăрлăхпа харсăрлăх тĕслĕхĕ. Шăпах Курск пĕккинче темиçе миллион юн ĕçенне çухатнă фашизм совет çарне çĕнтерме хăват çитереймессине çирĕппĕн ĕненме пуçланă…
Анчах та Çĕнтерÿ хакĕ пĕрре те пĕчĕк мар. Шел те, ăна миллион-миллион çын пурнăçĕпе виçеççĕ. Совет салтакĕн малтанхи вăхăтра çара алăпа тенĕ пек вăйлă хĕç- пăшалланнă нимĕç эшкерне хирĕç тăма тивнĕ. Вут-хĕм çумăрĕ айĕнче пирĕн ентешсем те йышлăн выртса юлнă. Вăрçă çулĕсенче Чăваш Енрен 208 пин ытла çынна фронта ăсатнă. 106 пинĕшĕ çапăçу хирĕнчен тухайман. Вĕсем пире пурнăç парассишĕн пуç хунă. Çак хисепсене тинкерсе пăхатăн та… Чăнах та, вăрçă çав тери хăрушă иккен.
Арçынсем фронтра юн юхтарнă вăхăтра вĕсен арăмĕсемпе ачисем, ашшĕ-амăшĕ ахаль ларман. Тылра Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă. Салтаксем валли ăшă япаласем, апат-çимĕç хатĕрленĕ, укçа пуçтарнă. Чăваш халăхĕ пухнă укçа-тенкĕпе икĕ бронепуйăс, самолетсем, танксем тунă… Унтанпа чылай çул иртнĕ пулин те çак ĕçсем пирки манма юрамастех. Иртнисĕр малашлăх çук теççĕ. Çамрăксем асатте-кукаçисен паттăрлăхне асра тытсан ăрусен çыхăнăвĕ татăлмастех. Çак чăнлăх уйрăмах кăçал — Астăвăмпа мухтав çулталăкĕнче — чи кирлĕ темăсенчен пĕри пулса тă-малла. Вăрçă ветеранĕсене ытларах тимлĕх уйăрмалла, вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшмалла. Çавăн пекех тăван тăрăха таврăнайманнисем, Çĕнтерÿпе килнĕ хыççăн йывăр сурансене пула пурнăçран уйрăлнисем пирки те манмалла мар. Вилĕмсĕр полкра — пин-пин чăваш ячĕ…
Шел, Çĕнтерĕве туптанă салтаксен речĕ çултан-çул сайралансах пырать. Хальхи вăхăтра республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă пилĕк çĕре яхăн çын пурăнать. Палăртма кăмăллă: патшалăх ертÿлĕхĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшассине яланах пысăка хунă. Малашне те çаплах пуласси иккĕлентермест. Юлашки çулсенче тĕрев уйрăмах курăмлă. Сăмахран, ветерансене хваттерпе е çуртпа, транспорт хатĕрĕпе тивĕçтерчĕç. Кунсăр пуçне вĕсен тĕрлĕ çăмăллăх пур. Кăçал акă тата РФ Правительстви Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне вăрçа хутшăннисене 75 пин тенкĕ, тыл ĕçченĕсене 50 пин тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă.
«Мĕн пытармалли: çак ырлăхсемпе чылай чухне ачисем, мăнукĕсем усă кураççĕ. Пирĕн аттесем те çĕршыва хÿтĕленĕ, анчах вĕсене ыррăн-сыввăн таврăнма шăпа пÿрмен. Атте ăшшине туймасăр çитĕнтĕмĕр, патшалăх пулăшăвне те кураймастпăр», — çакăн евĕрлĕ çырнă çырусем редакцие час-часах килеççĕ. Кун пек сăмахсене çынсенчен те пĕрре кăна мар илтнĕ. Вĕсене калакансем, çыракансем — вăрçă çулĕсенче çут тĕнчене килнĕскерсем, ашшĕсене фронтра çухатнăскерсем. «Вăрçă ачисене» пăшăрхантараканни — патшалăх вĕсен çывăх çыннисене «манăçа кăларни». Капла калани ÿстерсе калани пекрех те пулать-тĕр. «Никам та, нимĕн те манăçман» тени пирĕн çĕршывра яланах тĕпре. Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисен ячĕсем ял-хулари палăксем çинче, Астăвăм комплексĕсенчи асăну хăмисем çинче ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Анчах çак кăна çителĕксĕр пек.
Вăрçă миллион çемьене шар кÿнĕ, миллион çын пурнăçне улăштарнă, йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Вăрçăран таврăнайманнисен çывăх çыннисене пушшех те çăмăл пулмарĕ. «Кÿршĕсен ачисем тутлă тĕлĕк курса çывăрнă чухне аппа аннепе пĕрле фермăна тухса каятчĕ. Манăн вара вут хутса пÿрт ăшăтмаллаччĕ, выльăх-чĕрлĕхе тăрантармаллаччĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн атте пулман. Кÿршĕсен ашшĕ пулнă, — виçĕ кил урлă пурăнакан Анюк аппа час-часах ачалăхне аса илсе çапла каласа кăтартатчĕ. — Канфет-пĕремĕк çиме мар, тутине те пĕлмен. Марьесем вара ашшĕ ĕçрен таврăнасса кĕтсе кăна тăратчĕç. Кашнин валли унăн кĕсйинчен мĕн те пулин тутли тухатчĕ…» Анюк аппасене вара канфет та кирлĕ пулман. «Атте» сăмаха хăть пĕрре кăна каласа курасси пирки ĕмĕтленнĕ вĕсем…
Паллах, арçынлă çемьесен хуçалăхĕсем те тĕреклĕ пулнă. Ачисене те пулăшма хевте çитернĕ. Ашшĕсем вăрçăран таврăнайманнисен вара камран хÿтлĕх кĕтмелле? Патшалăхран-и? «Вăрçă ачисен» шухăшĕпе — унран. Тĕрĕсех шухăшлаççĕ пек. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.