Комментировать

3 Фев, 2020

Чăвашлăха мухтаса

Чăваш наци конгресĕ тăван халăхăн пуян культурипе историне, нумай ĕмĕре тăсăлакан йăли-йĕркине тĕпчесе упраса хăварас, регионсенчи йăхташăмăрсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетсе пырас енĕпе нумай ĕç пурнăçлать. Ку енĕпе культура комитечĕн тÿпи пысăк.

Комитет иртнĕ çулталăкра капашсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçларĕ. ЧР Культура министерствипе пĕрле пĕтĕм чăвашăн «Кĕмĕл сасă», «Раççей чăваш пики» фестиваль-конкурссем иртeççĕ. Комитет пайташĕсем Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» тата халăхсен хушшинчи «Туслăх кăшăлĕ» фестивальсене йĕркелеме пулăшаççĕ.
Чăваш наци конгресĕ йĕркелесе пыракан «Акатуй» уйрăмах чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв пулса тăчĕ. Çĕршывăн мĕн пур кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсене пĕрле пуçтарать вăл — Крым, Тюмень, Питĕр, Мускав, Тутарстан, Пушкăртстан…
Йăхташăмăрсем халăх йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăннине Чулхула облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ /ертÿçи Алина Артемьева/ Автозавод районĕнче йĕркеленĕ Чăваш культурин кунĕ çирĕплетсе пачĕ. Чĕмпĕр облаçĕнче йăлана кĕнĕ уяв 29-мĕш хут хăнасене пухрĕ. 2019 çулхи раштав уйăхĕнче Бурят Республикинче те чăваш культурин кунĕсем иртрĕç. Иркутск тăрăхĕнчи чăвашсен «Юлташ» наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ анлă мероприятие ЧНК пресс-службин ертÿçипе Зоя Яковлевăпа пĕрле культура комитечĕн пайташĕ Раиса Васильева хутшăнчĕç.

Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе

2019 çулта комитет Чăваш наци конгресĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» тата «Чăваш енĕн мухтавлă çыннисем» культурăпа çут ĕç проекчĕсене тĕпе хурса ĕçлерĕ. Ăна пуçарса яра-канĕ – культура комитечĕн ертÿçи Вера Архипова. Тахçанах манăçа тухнă ташша-юрра, уява, йăла-йĕркене, тумтире çĕнĕрен чĕртсе ярас, вĕсене халăх умне кăларас тĕллевпе комитет тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕ.
Наталия Арсентьева ертсе пыракан «Телей» халăх фольклор ушкăнĕ Чăваш тĕрри музейĕнче «Улах ларнине» кăтартса пачĕ. Комитет хастарĕсем Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Каçал тăрăхĕсенче анатри тата тури чăвашсен авалхи йăли- йĕркипе паллашрĕç.

Ăсталăх урокĕсем

«Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проектăн тепĕр тĕллевĕ – çамрăк тата аслă ăрăва чăваш тĕррине, юрри-ташшине тата ытти ăсталăха алла илме пулăшасси. Культура комитечĕн хастарĕсем кашни мероприятирех ăсталăх урокĕсене питĕ тăрăшуллă йĕркелерĕç. Ÿнер институчĕн доценчĕсем Зинаида Вороновăпа Раиса Васильева, Чăваш тĕррин музейĕн ĕçченĕ Наталия Захарова- Кульева, «Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, Любовь Вазюкова, Роза Сте-панова, Людмила Балтаева, Нина Андреева, Лидия Константинова, Елена Малина тĕрĕ, вĕтĕ шăрçа вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç. Чăваш тĕррин историйĕ çинчен те кăсăклă каласа кăтартрĕç.
Надежда Васильева, Эльвира Альмешкина, Алиса Лукина профессионал хореографсем чăваш ташшин тĕрĕс хусканăвĕсемпе паллаштарчĕç.
Роза Степанова, Людмила Кинер, Алина Савельева, Людмила Засыпкина юрăçсем, Наталья Арсентьева фольклор ăсти юрă илемне ăша хывма пулăшрĕç.
ЧР тава тивĕçлĕ артистки Елена Шурту уявсене ЧР Пукане театрĕн артисчĕсене явăçтарчĕ. Пуканесене выляттарас енĕпе ачасемпе хăнăхтару урокĕсем ирттерчĕ.
Роза Степанова Раççей шайĕнче иртекен фестивальсене тăтăш хутшăнать. Надежда Васильевăна Ленинград облаçĕнчи Туслăх çуртне час-часах йыхравлаççĕ. Ирина Лампасова республика анчах мар, çĕршыв шайĕнчи уявсене те ертсе пычĕ.

Фестиваль-конкурс

Халăх йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе комитет тĕрлĕ фестиваль-конкурс ирттерчĕ. Пĕтĕм тĕнчери ташă кунĕнче Шупашкар районĕнчи Çĕньялта «Ташă çăлтăрчăкĕсем» фестиваль иртрĕ /авторĕсем – Надежда Васильева, Эльвира Альмешкина, Алиса Лукина/. Фестивале хутшăнакансем туслăх кăшăлĕ туса вăйă картинче çаврăнчĕç.
Ламран лама куçcа пыракан халăх юррисене тепĕр хут чĕртсе тăратас тĕллевпе ирттернĕ фестивальсене те палăртса хăвармалла. Туслăх çуртĕнче регионсен хушшинчи Гавриил Федоров ячĕллĕ «Авалхи юрăсен сасси» фестиваль иккĕмĕш хут иртрĕ. Унта Чăваш Енри районсемпе пĕрлех регионсенчен килнĕ ушкăнсем хутшăнчĕç. Хăнасем Тюмень, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Крымран, Тутар Республикинчен килсе çитрĕç.
Республика кунне уявланă май чăвашсен авалхи вăйă юррисене халалланă «Атьăр, вăййа тухар-и!» халăхсен хушшинчи фестиваль иртрĕ. Шупашкар районĕнчи «Телей», «Кĕрнече», Красноармейски районĕнчи «Трак Ен» ансамбльсемпе пĕрле Пушкăрт Республикинчи «Тус-тăван», Севастополь хулинчи «Туслăх», Питĕр хулинчи «Юрату» ушкăнсем чăваш халăхĕн юрă хăватне уçса пачĕç.
Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕ чăваш культура комитечĕ пулăшнипе ирттернĕ ре-гионсен хушшинчи «Ахах-мерчен аваллăхĕ» фестиваль-конкурсра Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчен, Мари, Удмурт, Мордва, Пушкăрт республикисенчен килсе çитнĕ ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕсем-пе паллаштарчĕç. Чăваш çи-пуçне ытларах тупса палăртас тĕллевпе регионсен хушшинчи «Чăваш халăхĕн кĕмĕл тумĕ» конкурс Тюмень хулинче иртрĕ.
Комитет пайташĕсем çула тăтăш тухса çÿреççĕ, тĕнче тата Раççей шайĕнче иртекен фестиваль-конкурссене хутшăнаççĕ. Географи анлă: Краснодар, Хусан, Йошкар-Ола хулисенче иртнĕ ăмăртусем, Тюменьри «Раççей — манăн истори», Мускаври «Ладья», Санкт-Петербургри «Ылтăн маçтăрсем» фестивальсем…
Ăстаçăсене пула чăвашăн авалхи çи-пуçĕ пирки тĕнчипех пĕлеççĕ — нумаях пулмасть ăна Парижра, Брюссельте кăтартрĕç. Чăваш тĕррин, тумтирĕн куравĕ Мускавра, Тутар Республикинче, Тюменьре, Чĕмпĕрте, Йошкар-Олара, Питĕрте, Чулхулара уçăлчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.