Комментировать

29 Янв, 2020

Вĕри вутра чул та çурăлать

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 65 ентеш «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри — Патăрьел районĕнчи Анат Туçара çуралса ÿснĕ Павел Ефимович Кузнецов.

14 çул хыççăн

Павел Ефимович 1920 çулхи майăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Вырăнти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан тăван колхозра вăй хунă, ун хыççăн — Мускаври «Свобода» фабрикăра.
1940 çулта вăл Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вăрçă пуçланнă куна акă еплерех аса илнĕ 20 çулти каччă: «Ун чухне эпĕ Хĕрлĕ Çартаччĕ, пирĕн полк Хĕвел анăç Украинăри Шурă чул текен вырăнтаччĕ. Тутлă ыйхăран пире сирена сасси вăратрĕ. Тревога! «Нивушлĕ вырсарникун та кантармаççĕ?» — шухăшларĕ пулас кашни салтак васкаса тумланнă май. Ботинкăпа хром кунча тăхăнса урама тухрăмăр. Тул çутăлать кăна-ха. Анчах мĕн ку? Хура самолетсем ушкăнăн-ушкăнăн хĕвел тухăç еннелле вĕçеççĕ. Тавралăх мотор шавĕпе тулнă. Вăрманти çуллахи лагере çитнĕччĕ çеç, бомбăсем тăкăнма тытăнчĕç. — Юлташсем!— терĕ замполит митинга уçса. — Паян Совет çĕршывĕ çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнчĕ. Çурăм тăрăх сивĕ çÿçентерсе чупса анчĕ: вăрçă, вăрçă… Мĕнле-ши вăл, вăрçă?..»
Павел Кузнецов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче стрелоксен 465-мĕш полкĕнче çапăçнă, виçĕ хутчен аманнă. Сывалсан каллех фронта таврăннă. Аса илÿ йĕркисем малалла тăсăлаççĕ: «Пирĕн стрелоксен 465-мĕш полкĕшĕн чи йывăр çапăçусенчен пĕри Украинăн тĕп хулишĕн пулчĕ. Кĕркунне. Сивĕ. Вĕçĕмсĕр йĕпхÿ çăвать. Рота командирĕ мана хăй патне чĕнтерчĕ. Киев — Житомир шоссене тăшмансенчен тытса илмелли çинчен ăнлантарчĕ. — Санăн ыттисем валли çул уçса пымалла, — терĕ вăл. Ман отделенире ун чухне тăхăр салтакчĕ, пилĕк халăх çынни: вырăс, казах, украинец, чăваш, армян. Ыранхи планпа паллаштарсан ватă казах аллине лаш сулчĕ: «Пĕрремĕш хут мар-иç». Пĕлме çукчĕ çав ку каç уншăн юлашки пулнине.
Ирхине чи малтан артиллери аслати евĕр сассине пачĕ. Кашни темиçе метра — пĕрер тупă. Çĕр чĕтренсе кăна тăрать. Акă тĕксĕм пĕлĕте хĕрлĕ ракета çутатрĕ. «Тăван çĕршывшăн! Халăхшăн!» — кăшкăрса ятăм эпĕ атакăна çĕкленсе. Анчах инçех те мар вырнаçнă фашистсен пулемечĕ каллех вырттарчĕ пире. Касать те касать. Батальон командирĕ вут-хĕм точкине пĕтерме хушрĕ. Юлташсем дзот çине чарăнми персе тăнă чух эпир виççĕн айккинчен çаврăнса тăшмансен позицийĕ патнелле шурăмăр. Талт-талт-талт шаккать тăнлавра. Вăй парсамччĕ, аннеçĕм… Акă амбразурăна граната ывăтатăп. Шăпланчĕ тинех, мур илесшĕ. Траншейăна сикетпĕр, çичĕ ютпа — алла-аллăн, куçа-куçăн. Ме-ха, ылханлă пуç касан, астивсе пăх чăваш тракторисчĕн чăмăрне!.. Аслă Октябрь уявне Совет Çарĕ Киевра ирттерчĕ».
Днепр урлă каçса Киева илнĕ чухне пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн СССР Верховнăй Совет Президиумĕ 1944 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе Павел Кузнецова Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Анчах та кун пирки вăл тепĕр 14 çултан çеç пĕлнĕ. 14 çултан шыраса тупнă награда хăйĕн хуçине.
1945 çулта вăрçăран таврăнсан тивĕçлĕ канăва тухичченех Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхозра тимĕрçĕре вăй хунă. Хастарскер темиçе хутчен те ВДНХна кайма тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна «Ĕçре палăрнăшăн», «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсемпе чысланă. 14 çул иртсен çак наградăсен çумне Ленин орденĕ, «Ылтăн Çăлтăр» медаль хушăннă. Маларах вара унăн кăкăрне I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ илем кÿнĕ. 1978 çулта ăна Чăваш АССРĕн «Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине» кĕртнĕ.
Вăрçă пирки ентеш çапла аса илнĕ: «Вĕри вутра чул та çурăлать темеççĕ-и-ха ваттисем? Ахаль салтак-и, полковник-и эс — чи малтан çын пурăнма çуралнă. Кашнийĕнех тăван кĕтес, юратнă çыннисем пур. Çавсем патне таврăнма ĕмĕтленнĕ салтак тата çавсемшĕнех, чап, мухтавшăн мар, çĕр çинчи пурнăçшăн пыракан кĕрешÿре юн тăкнă. Нумаях пулмасть М.Шолоховăн «Судьба че-ловека» кĕнекине тепĕр хут вуларăм. Унти йĕркесем аса килеççĕ: «Инкек сиксе тухсан пурне те тÿсмелле, пурне те чăтса ирттермелле сан — çавăнпа арçын, çавăнпа салтак ĕнтĕ эсĕ».
Вăрçăран тискертереххи, чунсăртараххи тĕнчере урăх нимĕн те çук. Мĕн чухлĕ çын пурнăçне татрĕ вăл. Анчах «каснă, кăкласа хăртнă» пулсан та пире хунав панă».

Тимĕрçĕ лаççин кĕвви

Павел Ефимович çинчен ытларах пĕлес тĕллевпе хĕрĕпе Альбина Павловнăпа тĕл пулса калаçрăм. Вăл халĕ Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет.
«Атте вăрçă çинчен калаçма килĕштерместчĕ, — пуçларĕ сăмахне Альбина Павловна. — Мана, пĕчĕкскере, нимĕçсем еплерех пулни, вĕсен сăн-пичĕ, кĕлетки кăсăклантаратчĕ. Вăл ыйтăва хуравламасăр сăмаха урăххи çине куçаратчĕ е юмах каласа кăтартма шантаратчĕ. Юмах-халапа вара хăй те шухăшласа кăларатчĕ. Çапах та хăш чухне вăрçă кунĕсене куç умне кăларатчех. Акă Латвири пĕр яла нимĕçсенчен хăтарнă хыççăн пĕчĕк хĕрача ун патне чупса пынă. Кăн-кăвак куçлă, сарă çÿçлĕскер унăн асĕнче яланлăхах юлнă. Амăшĕ салтаксем валли урама бидонпа тин сунă сĕт илсе тухнине, вĕсем вара ăна тăраниччен ĕçнине каласа кăтартатчĕ. Çавăн пекех аттен вăрçăран илсе килнĕ чылай япала упранатчĕ килте. Вĕсен йышĕнче фляжка, кашăк, «Маруся» тесе çырнă пиçиххи… «Атте, Маруся саншăн кам вăл?» — тесе ыйтрăм эпĕ унран пĕррехинче. «Маруся манăн пурнăçа çăлса хăварчĕ, — терĕ вăл. Вара çак пулăма каласа кăтартрĕ: 1944 çулхи хĕлле атте йывăр аманнă. Юр çинче юн юхтарса выртакан салтак патне имшеркке хĕр йăпшăнса пынă. Вăл унăн суранне çыхнă хыççăн ăна çуна çине хунă. Кÿлнĕ йытă аттене санчаçа илсе çитернĕ. Шел те, килте çак япаласем упранса юлаймарĕç. Унăн чылай япалине эпир шкул музейне панă».
Ашшĕ питĕ вăйлă çын пулнине палăртрĕ хĕрĕ. Пĕр пăтлă кире пуканне ялти икĕ çамрăк çеç хапха урлă ывăтма пултарнă иккен. Пĕри вĕсенчен — Павел Ефимович. Ахальтен мар ачисем те спортпа туслă. Халĕ Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе ялта кашни çулах ăмăрту ирттереççĕ: волейболла, шашка-шахмăтла выляççĕ, канат туртаççĕ. Маларах вара пăшалтан та пенĕ.
«Аттене суранĕсем аса илтерсех тăратчĕç, ури час- часах пÿрленетчĕ, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Эпĕ, пĕчĕкскер, хамăн аллăма ун çине хураттăм. Çапла майпа ыратнине ирттерес тенĕ пулĕ. Суранĕсем ыратни тарама-ха. Вăрçă унăн чун-чĕрине витернĕ. Ахальтен мар тĕлĕкре: «Малалла!», «Командир, хыçра танксем!» — тесе кăшкăратчĕ вăл. Вăрçă чарăнни 20-25 çул иртсен те «тăшманпа çапăçатчĕ». Хăнара юрлама-ташлама ăстаччĕ. Ытларах фронтри юрăсене кăмăллатчĕç ун чухнехи çынсем. Мĕншĕн тесен тăвансенчен чылайăшĕ вут-çулăм хирĕнче пулнă. Вĕсем тулли черкке çĕкленĕ май яланах: «Çĕнтерÿшĕн, Сталиншăн!» — тетчĕç. Атте пек хитре ташлакан çын çуккине калатчĕ анне. Пуç çине тулли черкке лартса ура хуçса ташлама пултарнă вăл». Малалла вулас...
www.hypar.ru
Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.