Телейĕн хÿри çук
Мĕн авалтанах вулавăш ял çыннишĕн, ачасемшĕн пĕлÿ çăл куçĕ шутланнă. Çавăнпа та библиотекарь сумлă ятпа палăрнă. Ахальтен мар хам Красноармейски районĕнчи Супар шкулĕнче вĕреннĕ çулсене аса илтĕм. Эпĕ питĕ вулама юрататтăм. Библиотекарьсем çĕнĕ кĕнеке килсенех вулакансене унпа паллаштаратчĕç. Каярахпа конференци йĕркелетчĕç. Нумай çын пухăнатчĕ унта. Çак ĕçре тăрăшакансене халĕ те хисеплетĕп эпĕ.
Хаçат вулаканĕсене Ираида Васильевна Ефремовăпа паллаштарасшăн. Вăл Нимĕчкасси Алманч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Василий Владимирович «Гигант» хуçалăхра трактористра тăрăшнă. Алманч тăрăхĕнче ăста механизатор пулнă, вун-вун çамрăка ку профессие юратма вĕрентнĕ. 1956 çулта «Республикăри чи лайăх механизатор» ята тивĕçнĕ. Амăшĕ Евгения Александровна çĕр çинче ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Пилĕк ачи ашшĕ-амăшĕнчен ыррине, лайăххине çеç илнĕ.
Культура енне туртăнасси Ираида Васильевнăшăн ытахальтен пулман. Ашшĕн шăллĕ Клементий Владимиров ÿнерçĕре тăрăшнă, «Чăваш халăх ÿнерçи» ята илнĕ. Аппăшĕ Зоя Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухсан Алманчри вулавăшра ĕçлеме тытăннă. Каярахпа ăна шăпа Шывпуç тăрăхне илсе çитернĕ. Шăпах çаксем Ираидăна асăннă çул-йĕре суйласа илме пулăшнă.
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн хĕр Шупашкарти пĕр предприятире ĕçленĕ. 1979 çултанпа вăл Чатукассинчи ял библиотекинче вăй хурать. Çăмăл-и паян библиотекарь ĕçĕ? Пĕрре те çăмăл мар. Вулавăш çак ялта вырнаçнă. Çапах та Шăнарпуçĕнче, Çĕнĕ Выççăлккăра, Çавалçырмара, Енĕшкассинче, Пулайкассинче, Типварта, Арçунакассинче пурăнакансене кĕнекесемпе тивĕçтерет. Паян библиотека фондĕнче — 8400 кĕнеке. Вулавăш çумĕнче «Тимлĕх» клуб ĕçлет. Унăн тĕп тĕллевĕ — аслă ăрури çынсен вăхăтне усăллă ирттересси. Ваттисен çуртĕнче канлĕх тупнă мучисемпе кинемейсем çÿреççĕ унта. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти, курав йĕркелеççĕ.
Вулавăшра ачасем валли «Пурне те пĕлекен» кружок ĕçлет. Унăн тĕп тĕллевĕ — шкул сукмакне такăрлатакансене кĕнекепе туслаштарасси. Кунта та тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ: поэзи каçĕ,информаци сехечĕ, чăваш чĕлхипе литература эрни…
Библиотекăра пур услови те пур: компьютер, аудио- тата видеотехника, электронлă кăларăмсем, видеокассетăсем. Интернетпа та çыхăнма май пур. Кунтах хăйсен ентешне, композитора, дирижера, РСФСР халăх артистне, Çавалçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Филипп Лукина асăнса музей уçнă. Ираида Васильевна килен-каян валли экскурси йĕркелет.
Çапла, Ираида Васильевна юратнă ĕçĕнче 40 çула яхăн тăрăшать. Кунтах вăл хăйĕн телейне тупнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — вулакансене хисеплесси, вĕсен кăмăлне тивĕçтересси.
Пултаруллă хĕрарăм Чатукасси тăрăхĕнчех маттур каччăпа Анатолий Ефремовпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ — водитель. Хуçалăх салансан çĕнĕ профессие алла илме тивнĕ унăн. Вăл газооператора вĕренсе тухнă. Халĕ районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн тытăмĕнче вăй хурать, Трак енри тĕп больницăн котельнăйĕнче тăрăшать.
«Мăшăрăн алли ылтăн. Кирек епле ĕçе те тума пултарать. Вăл сварщик та, слесарь те, кирпĕч хуракан та, — тет Ираида Васильевна. — Çĕнĕ пÿрт хăпартма çăмăл пулмарĕ. Пус çумне пус хушса строительство материалĕсем туянтăмăр. Аякран пулăшу кĕтсе ларман: 3-4-шар вăкăр хĕл каçарнă, çемье бюджетне пуянлатнă. Упăшка — чăн-чăн Кулибин. Вăл виççĕмĕш трактор пуçтарать. Нумай çул ÿсекен курăксене çулмалли, тавăрмалли, пухса кĕртмелли механизмсене пĕтĕмпех хăй пухнă. Ку енĕпе ял çыннине мĕн чухлĕ пулăшу кÿмен пулĕ? Малашлăхпа пурăнаканшăн ялтах мĕн чухлĕ ĕç?! Ан ÿркен кăна!» Малалла вулас...
www.hypar.ru
Татьяна БОРИСОВА. Красноармейски районĕ.