Комментировать

23 Янв, 2020

«Çывăх çыннăмпа мăнаçланатăп»

«Асатте», «асанне», «кукамай», «кукаçи» — çав тери ырă та ăшă сăмахсем. Кашни ачанах тенĕ пек пур çак çывăх çынсем. Вĕсем мăнукĕсене чунран юратаççĕ, тутлă çимĕçсемпе сăйлаççĕ, тĕрлĕ юмах каласа савăнтараççĕ, пурнăçăн чăнлăхĕсемпе паллаштараççĕ. Çемьере ачана, çамрăка ăс параканĕ – ватă. Чăваш ачи яланах унăн хÿттинче çитĕннĕ.
Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсем те хăйсен юратнă аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ çинчен каласа кăтартма кăмăл турĕç.

Татьяна ЕРМОЛАЕВА:
Манăн кукамай Нина Смирнова ятлă. Вăл Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйинче пилĕк ача пулнă. Кукамай шкул хыççăн штукатур-маляра вĕреннĕ. Кукаçипе паллашса çемье çавăрнă хыççăн пенсие тухичченех Шупашкар районĕнчи Ишлей заводĕнче вăй хунă. Манăн кукамай питĕ ĕçчен, ырă та уçă кăмăллă. Çывăх çыннăмăр чăвашла кĕнекесем вулама кăмăллать. Хăй пурăнакан Ишлей салинче вырнаçнă вулавăша час- часах çÿрет. Вăл — кĕнекен чăн-чăн тусĕ, унти хайлавсене веçех вуласа тухнă. Эпĕ те унпа юнашар ларса кĕнеке шĕкĕлчетĕп. Маншăн кукамай — чи юратнă çын.

Игорь ИЛЬДЕРКИН:
Кукамай Пархикасси ялĕнчи Петрпа Зинаида Терентьевсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Малтан Çĕньял Покров-скинчи сакăр çул вĕренмелли, кайран Ишлейри вăтам шкулсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче вăй хунă, бухгалтерсен курсне пĕтернĕ. Малалла вĕренес шухăш канăç паманнипе юратнă кукамай планпа экономика техникумне çул тытнă.
Пурнăç тăршшĕпех пĕлÿ илессишĕн тăрăшнă вăл. Çемье çавăрнă хыççăн ялти вулавăшра вăй хума тытăннă. Ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿллĕ пулса тăнă. Пархикасси вулавăшĕ — районти пĕрремĕш тĕслĕхлĕ библиотека. 2010 çулта кукамай «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнĕ. Чун-танах юрататăп çывăх çыннăма.

Сергей ПОПОВ:
Эпĕ вара хамăн мăн асанне çинчен каласа парасшăн. Тĕлĕнсе каймалла, вăл кăрлачăн 24-мĕшĕнче 102 çул тултарать!
Мăн асанне çамрăклах амăшĕсĕр юлнă. Амаçури амăшĕпе пурăнма нушаллă пулнă. Выçăллă- тутăлл㠍снĕ. Хĕр пулса çитнĕ çĕре вăрçă пуçланнă. Шăллĕне унта илсе кайнă. Мăн асанне трактористсен курсне пĕтерсе тракторпа ĕçлеме пуçланă. Çĕрĕ-çĕрĕпе хĕр-тантăшĕсемпе уйра суха тунă, тырă акнă. Вăрçă вăхăтĕнче трактор рульне алăран яман.
Тĕрлĕ саманта аса илет мăн асанне… Çĕрле, суха тунă вăхăтра, кашкăрсемпе тĕл пулнă иккен. Мăлатукпа тимĕре хыттăн шаккаса çеç çăлăнса юлнă хĕр-тантăшĕсемпе. Вăрçă чарăнсан юнашар ял каччипе çемье çавăрнă. Мăн асатте хастар çын пулнă. Хăрах алли çеç сывă пулнине пăхмасăр çăкăр заводĕнче тăрăшса ĕçленĕ. Вĕсем тăватă ачана пурнăç панă. Анчах та ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле утса тухма тÿр килмен вĕсене. Мăн асатте пурнăçран уйрăлни чылай пулать ĕнтĕ.
Халĕ мăн асанне кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Хура-шурне чылай курнă пулин те пĕр ĕмĕр урлă каçнăскер ăс-тăнпах калаçать. Вăл çеç-и тата?! Мăн асанне асаттепе пĕрле халĕ те картиш шăлать, юр хырать. Темиçе çул каялла утă та çулатчĕ-ха. Сарай тăрне хăпарса юр та антарнă.
Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.