Ачасем çитĕнни те сисĕнмест
Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнчи Алексеевсем ĕç алă çумне çыпăçманнине никамран лайăх пĕлеççĕ. Миллионер «Гвардеец» хуçалăх салансан та çухалса кайман вĕсем. 10 гектар çĕр лаптăкĕнче ĕçлеме техника туяннă. Çакăнта тыр-пул, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатнă. Халĕ Иван Юрьевичпа Надежда Федоровнăн килĕнче - 4 ĕне, 6 пăру, вăкăр, лашапа тиха. Ытти çул сурăх та йышлă тытнă.
Килĕштерсе пурăнакан мăшăр - пĕр тăрăхранах. Апла пулин те пĕве кĕриччен хĕрпе каччă пĕр-пĕрне палламан. Йĕтем çинче йывăр михĕсем йăтакан Надеждăна Иван тÿрех куç хывнă. «Эсĕ манăн пулăн», - пурнăç çыннине вĕçертес темен çамрăк.
Алиса, Ильзита, Кристина ашшĕ-амăшĕ пекех лара-тăра пĕлмеççĕ. Кил таврашĕнче те, хирте те ывăннине туймасăр ĕçлеççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах аппăшĕсем шăллĕне куçран вĕçертмеççĕ.
Алексеевсем 3 хĕр çуратнă хыççăн ывăл кĕтнĕ. «Çие юлсан тĕлĕк те тĕлленчĕ. Картана хура вăкăр хупрăмăр пек», - каласа кăтартать хĕрарăм. Çут тĕнчене арçын ача килни ашшĕпе амăшне мĕнешкел хăпартлантарнă. «Çĕр çинче манран телейлĕрех хĕрарăм та çук», - çирĕплетет çемье ăшшине упракан. Артем - ялта пĕртен-пĕр ят. Çулталăк та тăхăр уйăха çитнĕскер хăйне чăн арçын пек тытать: сăлтавсăр кутăнлашмасть, макăрмасть. Мана, инçетрен килнĕскерне, тÿрех канфет тыттарчĕ. Кучченеçе илнĕшĕн чунран савăннине алă çупса палăртрĕ вăл.
Алексеевсем мăян çитĕнекен вырăнта хăтлă йăва çавăрнă. 2 кун çурăра çурт хăпартса лартнă. 67 çын нимене килнĕ. Халĕ кунта йĕри-тавра - чечек. Икĕ хутлă керменте кашни пепкен - уйрăм пÿлĕм. Стена çинчи Хисеп хучĕсемпе медальсем чуна ăшăтаççĕ. Иван Юрьевичпа Надежда Федоровнăн хĕрĕсем спортра та, вĕренÿре те маттур.
«Ачасем çитĕннине те сиссе юлаймарăм», - пытармасть Надежда Федоровна. Асли кăçал шкул пĕтернĕ.
Пахчари çырла лаптăкне пысăклатсах пыраççĕ вĕсем. Çулсерен пан улми, груша лартаççĕ. Арпуспа дыня, иçĕм çырли те туянмалла мар - йăлтах алă айĕнче.
Кил хуçи хĕлле бригада пуçтарса çурçĕре тухса каять. Унта вĕсем ача сачĕсем, уйрăм çуртсем хăпартаççĕ. Тарпа йĕпеннĕ укçа, паллах, ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшать. Алексеевсем картишне плитка сарасшăн. Утă-улăма рулона пуçтармалли агрегат та кирлĕ.
«Хăш чухне ачасем çывăрса тăриччен Вăрнара аш туянма кайса килетпĕр. Кайран пурте пĕрле шашлăк пĕçеретпĕр», - калаçăва тăсать мăшăр. Унсăр пуçне Алексеевсем çемйипех Çавал хĕрринче канаççĕ. Çуралнă тăрăхран хаклăрах вырăн та çук вĕсемшĕн.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.