Комментировать

21 Янв, 2020

«Кам вуласа тăнлантарĕ пире?»

Николай Никольский чылай енĕпе — истори, фольклор, музыка, халăх медицини тĕлĕшпе тата ыттипе — палăрнă çын. Вăл, Муркаш районĕнчи Купăрляран тухнăскер, чăвашсен пĕрремĕш хаçатне кун çути панипех историе кĕрсе юлма тивĕçлĕ.

Шăпах паянхи кун 114 çул каялла, 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче, çуралнă «Хыпар» хаçат . Сăлтавсăр-мĕнсĕр мар, самана ыйтнипе килнĕ вăл. Çав вăхăт тĕлнелле чăваш алфавичĕ пулнă, Чĕмпĕрти Иван Яковлевăн шкулĕнчен çĕр-çĕр чăваш ачи пĕлÿ илсе тăван ялĕсене таврăннă, тĕн литератури тухнă, çутта кăларакан кĕнекесем пичетленнĕ. Тăван чĕлхепе вулас текен нумайланса пынă. Вĕсен йышĕнче интеллигенци кăна мар, ахаль халăх та пулнă. Çавăнпа «Хыпар» хаçатăн 1500 экземплярпа тухнă пĕрремĕш номерĕ унччен пулман хавхалану, савăнăç, шанчăк кÿнĕ.
Мĕн çинчен çырнă-ха унта? Николай Никольский редактор хаçат уссине çапла ăнлантарнă: «Чăвашсем нумайăшĕ: «пире чăвашла хаçат кирлĕ, мĕншĕн тесен эпир вырăсла пĕлместпĕр, вырăслине вуласан та ăнланаймастпăр», теççĕ. Тата: «тĕнчере мĕн-мĕн пулнине чăвашла хаçат тăрăх пĕлесчĕ», теекен те пур. Çапла ĕнтĕ чăвашсем хăйсемех чăвашла хаçатшăн çунаççĕ. Ырă курса пурăнас теекен халăхсен пурин те пĕр хаçат мар, вуннă, çитмĕл, çĕр хаçат та тухать… пирĕн те, чăвашсен, хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ, хамăр начар пурнăçа лайăхлатасчĕ». Паян кунччен те çак тĕллеве — ырра вĕрентессине — тытса пырать «Хыпар».
Чăвашсем хаçат çинчен калаçнине те вуласа пĕлме пулать: «Хуласенче вăрçаççĕ. Мĕншĕн капла-ши теççĕ чăвашсем. Пĕри калать: «сан çинчен хаçат çине çырнă пулĕ-çке», тет. Тепри: «ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме укçа та çук-ха, тата хаçатне вырăсла çырнă-ха, кам вуласа тăнлантарĕ пире?» тет. Тата тепри калать: «укçа çук тесе питех те каламалла мар. Эрех ĕçсе килсен пухăва пыратăр та, виç-тăватă тенкĕлĕх çĕр сутатăр, укçине ĕçсе яратăр, çав укçапа хаçат илме пулĕччĕ», тет. Çапла вара халăх хушшинче ăсли те, ухмаххи те пур. Эрех вырăнне хаçат илме хушаканĕ ăслă çын пулмалла, тесе шухăшлатăп эпĕ». Кам килĕшмĕ заметка авторĕпе?
«Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕнче 1905 çула тишкерсе хаклани те пур. «Иртнĕ çулта ăçтан çитнĕ унтан усал хыпар килет. Питĕрте, Мускавра тата ытти хуласенче вăрçаççĕ, улпут ялĕсенче улпутсене çаратаççĕ, çурчĕсене çунтараççĕ, япалисене, тыррисене турттараççĕ, вăрманĕсене касаççĕ, выльăхĕсене пусаççĕ…» Вырăссен иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи революци юхăмне чăваш хаçачĕ те асăрхамасăр хăварман.
Манифест çинчен çапла каланă: «…Октябрĕн 17 кунĕнче тата манифест тухрĕ. Вăл манифест çынсене «ирĕк» панă. Ĕлĕк çынна пĕр-пĕр ĕçе лексен сут пуличченех хупатчĕç, хăшне хĕнесе хур тăватчĕç, сутра хăшĕ тÿрре тухатчĕ. Çапла çын кăлăхах хур куратчĕ. Халĕ ĕнтĕ сутсăр çынна ним тума та çук…»
«Хыпар» чăваша право ыйтăвĕсемпе те çутта кăларма пуçлани куç умĕнчех. Тата ытти ыйтупа çыхăннă материалсем те пичетленнĕ хаçатра.
Хаçат тÿрех хăйĕн вулаканне тупнă. Çакна «Хыпарăн» 8-мĕш номерĕнче Теччĕ уесĕнчи А.Сизов çырăвĕ тухни те çирĕплетет: «Хыпар» ятлă чăвашла çырнă хаçата вулакансем те, вуланине итлекенсем те пурте çапла калаççĕ: «Пирĕншĕн те, чăвашсемшĕн, тĕнче çутти çутăлчĕ», — теççĕ… Çак хаçат та, мĕн пур çыру та, кĕнеке те çапла, вуласан, чипер тăнласан пире çутă курмалла тăваççĕ. Пĕтĕм тĕнчене те хут тытать, хут çутатать, атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та хут вулар, çанталăк çутине пĕр курар».
Паян та çаплах: тĕнчене хут, ăс-тăн тытать. «Хыпар» та «çанталăк çутине» çутатакан пулнă, малашне те çутатĕ вăл.

www.hypar.ru

«Хыпарăн» пирвайхи номерĕсене Надежда СМИРНОВА вуланă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.