Комментировать

14 Янв, 2020

Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура хупрĕç

Нихăçан та ан вĕçлентĕр. Чăннипех çапла калас килет. Театр — тахçан авал çуралнă искусство. Ĕмĕрсем хушши упранса паянхи куна çитнĕ. Чăвашсем те питĕ юратаççĕ театра. Унта вĕсем хăйсен пурнăçне кураççĕ. Çавăнпа сцена çинчи шăпана хăйсенни пек йышăнаççĕ.

Иртнĕ çул Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, Театр çулталăкĕ иртрĕ. Профессионал коллективсем кăна мар, халăх театрĕсем те питĕ хастар ĕçлерĕç, çĕнĕ премьерăсем кăларчĕç, куракансемпе тата ытларах тĕл пулчĕç.

Çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Театр çулталăкĕ те хыçа юлчĕ. Вăл яланлăхах асра юлтăр тесе ăна республикăра савăнăçлă лару-тăрура хупрĕç.

Мероприяти паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, культура министрĕ Константин Яковлев, яваплă ытти çын хутшăнчĕç. Концерт программине театрсен представленийĕсем илем кÿчĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: