Комментировать

14 Янв, 2020

Мĕнле майпа шур çурт лартас?

«Кашни çемьене — уйрăм çурт е хваттер!» — çак лозунг иртнĕ ĕмĕрте чи курăнакан вырăнта çакăнса тăратчĕ. Нумай çемьешĕн вăл паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çывăх çынсем патĕнче хĕсĕнме, хваттере тара илме тивет.
Раççей Конституцийĕн 40-мĕш статйинче çапла çырса декларациленĕ: пурăнмалли вырăна тивĕçме кашни çыннăн право пур. Патшалăхран çынсем ăна тÿрре кăларма ыйтаççĕ, влаç органĕсем пурнăçа кĕртме условисем туса пама тăрăшаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, çул çитмен пилĕк е ытларах ачана çитĕнтерекен çемьесене, тăлăх ачасене, патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр сертификатне илнисене пурăнмалли вырăн тÿлевсĕрех параççĕ, çамрăк çемьесемпе специалистсене пурăнмалли çурт е хваттер тăкакĕн пысăкрах пайне хыснаран уйăрнă укçаран саплаштараççĕ.
Çак категорисен ыйтăвне кĕске хушăра харăсах татса параймаççĕ, хăшĕ-пĕри черет çитессе темиçе çул кĕтет. Апла-и, капла-и — пурăнмалли вырăна майĕпен лайăхлатаççĕ. 2018 çулта 4,1 пин ытла çемье çĕнетнĕ, тĕрлĕ шайри хыснаран строительствăна 1,5 млрд тенкĕ янă. Çак шутра — 545 çамрăк çемье, 216 ветеран тата инвалид, нумай ачаллă 39 çемье, 195 тăлăх ача, ялсенчи — 90, федерацин тата республикăн амăшĕн капиталĕпе усă курнă 3,5 пин çемье.
2019 çулта 4,5 пин ытла çемье çĕнĕ çурта е хваттере куçнă, вĕсене тума тĕрлĕ бюджетран 1,9 млрд тенкĕ уйăрнă. Çав программăсене пурнăçласа хыснаран укçа çуллен ытларах куçараççĕ.
Пурăнмалли вырăна лайăхлатма тĕллев лартнисен тĕп пайĕ — патшалăх пулăшăвĕсĕр, хăйсен укçипе пурăнмалли вырăн тăвакансем-тутаракансем е ăна туянакансем. Чылайăшĕ ипотека кредичĕ илнĕ те — процентпа пĕрле тавăрать. Вĕсен пурнăçĕ çăмăл мар. Йывăрлăхсене еплерех çĕнтерсе пыни çинчен хайланă анекдотсем çĕршывĕпех анлă сарăлчĕç. Акă вĕсенчен пĕри.
Пациент панă юна лабораторире тĕпченĕ хыççăн тухтăр анализсене тишкерсе ларать.
— Ну, мĕнле? — ыйтать чирлĕ çын.
— Кредит илме пултаратăр, — хуравлать тухтăр.
— Тавăрма укçа çук манăн!
— Шел, пĕтĕмпех тавăрас тесен те парса татаймăр ĕнтĕ…
Ипотека çемье бюджетне пуянлатсах тăма, перекетлĕ тата чи кирлине кăна туянма хистет. Ăна илмесен чылай çемье хваттерлĕ пулаймасть. 2018 çулта ăна Чăваш Енре пропискăра тăракан 18407 çын 29,3 млрд тенкĕлĕх илнĕ, ку шутран 9,7 млрд тенке çурт строительствине пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тума явăçтарнă. 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта кăна 6546 çемьене ипотека кредичĕпе тивĕçтернĕ, çурт строительствине —11,2 млрд, вăл шутра унта пая кĕрсе тутаракансен килĕшĕвĕпе 3,7 млрд тенкĕ янă.
Пĕлтĕр ипотека çур çулхинчен темиçе хут нумайрах илни паллă ĕнтĕ. Пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тутаракансен процент ставки 9,9% /çемьесем ипотека кредичĕ илме тунă мĕн пур килĕшĕвĕн вăтам процентĕнчен 2,5% пĕчĕкрех/ пулнă. Çапах та ипотека илекенсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшмалла.
Республикăра пурăнмалли вырăн иртнĕ çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 509 пин тăваткал метр /кунта дачăри пÿрт те кĕрет/ е 2018 çулхи палăртнă хушăринчен 6,3% ытларах тунă. Чăвашстат çулталăк кăтартăвĕсемпе нарăс уйăхĕнче паллаштараканччĕ. Вĕсем нумай улшăнмаççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси тата унăн рынокĕ пĕр шайрах тăрать, экономика катаклизмĕсене пула хваттер нумай хакланмасть. Çапах унăн хакĕ майĕпен ÿсет, мĕншĕн тесен çулленхи инфляци, стройматериал, газ, электричество хакланни, ытти фактор витĕм кÿрет.
Пурăнмалли çурт тăвакан организацисенчен пĕр пайĕ 2019 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен эскроу счечĕпе усă курать, кредит организацийĕнчен укçа кивçен илсе е хăйсем ĕçлесе илнĕ укçапа уйрăм çурт проектне пурнăçлать. Банксем вĕсене кредит париччен мĕнле строительсем пулнине тĕпчесе пĕлеççĕ, федераци саккунĕсем ыйтнине тивĕçтермесен килĕшÿ тумаççĕ — кивçен памаççĕ. Банксем ăна çурт хăпартма шансан инвестиципе еплерех усă курнине вĕçĕмсĕр тĕрĕслесе тăраççĕ. Инвестицие кредитортан илме, çурт тума ятарлă организаци — проект компанийĕ — йĕркелеççĕ. Вăл строительствăна кадрсемпе тивĕçтерсен, ĕçе пуçăнма ирĕк илсен, стройматериал турттарассипе, ыттипе çыхăннă ыйтусене татса парсан — урăхла каласан бизнес-плана «ĕçлеттерме» пуçласан çеç — кивçене илеет. Республикăра çак схема вăй илсех пырать. Чăн та, çурт тăвакансенчен хăшĕ-пĕри çĕнĕ йĕрке строительство комплексĕ умне йывăрлăх кăларса тăратма пултарнине палăртать. Çакна республикăн Строительство министерствинче пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче иртнĕ канашлура та палăртнă. Сăмах пурăнмалли çурт-йĕрĕн комплекслă строительство объекчĕсене инженери тата транспорт инфратытăмĕпе тивĕçтерессипе çивĕч ыйтусем тухса тăни, бюджетран уйăракан укçана строительствăна вăхăтра явăçтарассишĕн проект-смета докуменчĕсене маларах хатĕрлесси, çĕнĕ йĕркепе хваттер е уйрăм çурт хăпартассипе çыхăннă ытти ыйту пирки пырать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.