Шăпа пÿрнинчен иртеймĕн
«Эпĕ Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемри шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах колхоз ĕçне хутшăнма пуçларăм. 7-мĕш класа куçсан утă çултăм», — ачалăхне аса илет Нина Шемякина. Унăн ашшĕ Димитрий Зайцев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Икĕ тĕпренчĕкĕ çурма тăлăха юлнă.
«Манăн ача тума вăхăт та пулман, çав-çавах виçĕ пепкене пурнăç парнеленĕ», — шÿтлет Нина Димитриевна. Вăл тăлăх çамрăкпа çемье çавăрнă. «Мăрьерен тĕтĕм тухни курăнмасть. Хăш вăхăтра кăмака хутатăн эсĕ?» — тĕпчетчĕç ял çыннисем. Эпĕ ирех тăрса ĕçе пуçăннă. Манăн никама та шанмалли пулман, — çамрăклăхне куç умне кăларать хĕрарăм. — Урăх каччăсем те килĕштернĕ ĕнтĕ мана. Мĕне пăхса çак вырăна качча килнĕ-ши? Упăшкан пÿрчĕ çĕрсе аннăччĕ, тăррине улăмпа витнĕччĕ, ун витĕр çумăр шывĕ юхатчĕ. Турă çырнинчен иртме çук тени тĕрĕсех çав. Юрать, мăшăр лайăх пулчĕ».
Шкул хыççăн педагогика училищинче вĕренме тĕв тунă вăл. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран ĕмĕчĕ пурнăçланайман. «Стипенди тÿлекен училищĕре пĕлĕве тарăнлатмалла санăн», — ăс панă Нинăна аппăшĕ. Унашкаллине хăех тупма пулăшнă. Çавна май çамрăк Шупашкарти суту-илÿ училищине вĕренме кайса кĕнĕ. 75 тенкĕпе иртĕхсе пурăнайман паллах. Çапах патшалăх уйăракан укçа батон тата ун çине сĕрсе çимелĕх маргарин илме çитнĕ.
Дипломлă специалиста шăпа Вăтапуçне илсе çитернĕ. Вăл лавккана сутуçа вырнаçнă. «Халĕ Кивĕ Шелттем тĕлне маннă ĕнтĕ. Анне те, аппа та, упăшка та çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа тăр пĕччен юлтăм. Юрать, икĕ ывăлпа пĕр хĕр çемйисемпе тăван киле килсе çÿреççĕ», — калаçăва тăсать хĕрарăм.
Упăшки арăмĕ çине тăнипе вĕреннĕ
«Çак тăрăха килнĕ вăхăтра пулас упăшка пуйăсра кондукторта ĕçлетчĕ. Питĕ яштакаччĕ, çÿллĕччĕ. Тĕрĕссипе, хама кура мар каччăсене питĕ тиркеттĕм. Алексейпе çăлтăр шутласах ларман, çапах вăл хĕр çураçма килчĕ. Пĕрле пурăнакан юлташăм та, манран чылай аслăрах Валентина, ăна качча тухма ÿкĕтлерĕ», — аса илÿ çăмхине сÿтет Нина Димитриевна.
Ак хайхи, унăн упăшки çара кайса килнĕ, анчах аттестат илеймен. Арăмĕ çине тăнипе мăшăрĕ шкултан вĕренсе тухнă. Унтан чукун çул техникумне кĕме тăнă та — экзамен тытайман. Арăмĕ ăна педагогика инстутутне вĕренме кĕмешкĕн документсем пама сĕннĕ. Алексей Шемякина тинех ăнăçнă: вăл студент пулса тăнă. Кил хуçи арăмĕн вĕреннĕ çынпа пурнăç тăвас ĕмĕчĕ çитнĕ!
Педагогика институтĕнче пĕлÿ илнипе çырлахман арçын. Каллех мăшăрĕ сĕннипе ял хуçалăх институтне кайса кĕнĕ. Алексей Шемякин унта та «5» паллăсемпе вĕреннĕ. Çакăн хыççăн парти шкулĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă вăл.
Упăшкин сесси пуçлансан килти пĕтĕм йывăрлăх, паллах, арăмĕн хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Хăш-пĕр чухне, ахăртнех, хĕрарăм макăрмасăр чăтайман. «Хăçан çынсем пек пурăнма пуçлăпăр-ши?» — тутăр вĕçĕпе куççульне шăлнă лара-тăра пĕлмесĕр ĕçлекенскер.
Апла-и, капла-и, пурнăç урапи хăйĕн çулĕпе чупнă. Алексей Шемякин тăван тăрăха таврăнса агронома вырнаçнă. Каярах «Гвардеец» колхоз председателĕнче тăрăшнă. Хăйĕн пултарулăхĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ вăл. Малалла вулас...
Мария РОМАНСКАЯ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.