Комментировать

13 Янв, 2020

Ăмăртса... пулă тытаççĕ!

Çулталăк пуçламăшĕнчи вăрах кану кунĕсене республикăн ял-хулинче пурăнакансем тĕрлĕрен ирттернĕ: çакна официаллă сайтсемпе социаллă сетьсенчи хыпар-хăнара тишкерсен те пĕлме пулать. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă, кăмăла çĕклекен мероприятисем кашни кĕтесрех халăха килĕшмелле йĕркелени иккĕлентермест. Каçал енре акă пулăçсен ăмăртăвне ырă йăлана çавăрма шухăшланă. Янкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Алексеев, халĕ Мускавра тĕпленнĕскер, тăван тăрăхĕнче çакнашкал хаваслă тупăшăва малашне те ирттерме ĕмĕтленет.

Кăрлачăн 3-мĕшĕнче Тип Тимеш юхан шывĕн çыранĕ çывăхне çынсем ăмăрту пуçланиччен чылай маларах пухăнма тытăннă. Комсомольски тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем кăна мар, Елчĕк, Тăвай, Канаш хутлăхĕнчен те килсе çитнĕ пулă тытма юратакансем. 50 яхăн çын хушшинче — ачасем те: кĕçĕн ÿсĕмрисемшĕн вăлтара пулă вылянине курасси чăн савăнăç мар-и? Ăмăртăва хут-шăнма кăмăл тăвакансене унăн йĕркелÿçипе Николай Алексеевпа Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов кĕтсе илнĕ. Вĕсем Çĕнĕ çул çитнĕ ятпа саламлани, арçынсене хĕрÿ тупăшура ăнăçу сунни — йăлтах вырăнлă, вăхăтлă.
Кирек мĕнле ăмăртури пекех, чи хастаррисене судьясем палăртнă. Комсомольски районĕнчи Тĕвенеш ялĕнче пурăнакан Алексей Салмин виççĕмĕш вырăна тухнă. Асанкасси ялĕнчи Владимир Иванова, иккĕмĕш вырăн йышăннăскере, Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче пурăнакан Алексей Смирнов хыçа хăварнă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çак кун чи пысăк пулă тытассипе Янкассинче пурăнакан Валерий Дмитриев палăрнă. Ăмăртура мала тухнисене анчах мар, чи кĕçĕн пулăçа Трифон Никифорова тата чи аслине Александр Кудрявцева та парнесĕр хăварман.
— Çакнашкал ăмăртусем кăсăклăхĕпе илĕртеççĕ. Каçал енре хамăрăн ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Мартышкинпа пултăмăр. Пĕлтĕр çавăнтах иртнĕ тупăшура виççĕмĕш вырăна тухнăччĕ — уншăн та хĕпĕртенĕччĕ, — шухăш-кăмăлне уçрĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ Алексей Смирнов, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулăн истори вĕрентекенĕ.
Кунашкал чун киленĕçĕ хавхалану кÿнине палăртрĕ Алексей Петрович. Хăйсен районĕнчи кÿлĕсемпе пĕвесене çÿренисĕр пуçне Тутарстан тăрăхне — Чечкепе, Лаш шывĕ хĕррине — тухса çÿренине каларĕ. Ку таранччен карп, çăрттан, уланкă, карас тата ытти пулă тытнă хастар пулăçă.
— Хамăн ĕмĕрте вăлтана çаклатнă чи пысăккисем — 7 килограмм тайнă çăрттанпа çак виçерен кăшт йывăртарах карп, — пытармарĕ Алексей Петрович. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина ИВАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.