Пенсионерсен тупăшне ÿстересси тĕпре
2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртекен федераци саккунĕсем тата норматив акчĕсем вăя кĕчĕç. Çав улшăнусем çинчен РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева каласа кăтартрĕ.
Пенси ÿсет
2020 çулта та пенсионерсен тупăшне ÿстересси тĕпре пулĕ. Çавна май пенсисем кăçал та пысăкланĕç.
Ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 6,6 процент ÿсĕ. Çакă инфляци шайĕнчен чылай пысăкрах. Пенси балĕ 93 тенке çитнĕ /2019 çулта — 87,24 тенкĕ/. Страховани пенсийĕн тытăмĕнчи çирĕплетнĕ тÿлев 5686,25 тенкĕпе танлашнă. Страховани пенсийĕн хушма тÿлевĕсене те, вĕсене çирĕплетнĕ тÿлев виçинчен шутлаççĕ, индексацилеме йышăннă. Çавна май ĕçлеме пултарайман çынна пăхнăшăн паракан тÿлев 1895,42 тенкĕпе, ял стажĕн укçи 1421,56 тенкĕпе танлашĕ. Çапла вара кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче пурăнакан 278,3 пин ĕçлемен пенсионерăн пенсийĕ ÿснĕ. Вăтамран пенси 946 тенкĕ хăпарать, 15,4 пин тенкĕпе танлашать. Çакă 2019 çулхи виççĕмĕш кварталта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен икĕ хут нумайрах. Сăмах май, хушăм кашни пенсионерăн расна, вăл мĕн чухлĕ пуласси пенси виçинчен килет.
Нарăсăн 1-мĕшĕнчен ЕДВ тата федераци çăмăллăхçисен соцпакетне, çавăн пекех вилнĕ çынна пытарма паракан социаллă пособисене индексацилĕç. Тÿлевсене Росстат кăтартăвĕсемпе 2019 çулхи потребитель хакĕсен ÿсĕмне пăхса — малтанласа шутланă тăрăх 3,8 процент — хăпартĕç. Чăваш Енре хушма çак тÿлевсене 99 пин федераци çăмăллăхçи, çак шутран 82 ытла проценчĕ сусăрсем, тивĕçеççĕ.
Федераци çăмăллăхçисен шутне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, хĕрÿ вырăнсенчи çапăçусене хутшăннисем, вĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофин ликвидаторĕсем, ытти хăш-пĕр ушкăнри граждансем кĕреççĕ. 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн хĕрÿ вырăнти çапăçусен ветеранĕсен йышне Дагестан Республикинче 1999 çулхи çурла-авăн уйăхĕсенче контртерроризм операцийĕсене хутшăннисене кĕртме йышăннă. Çак ушкăнри çăмăллăхçăсен уйăхри тÿлевĕ — 2972,82 тенкĕ.
Акан 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем, малтан шутласа палăртнă тăрăх, 7 процент хăпарĕç. Чăваш Республикинче çак тапхăрта 26 пин пенсионерăн пенсийĕ ÿсĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне, Çĕнтерÿ кунне уявланă май кăçал та ветерансене 10 пин тенкĕ укçан парса хавхалантарĕç. Ку тÿлевсене парассине 2019 çулта вăя кĕртнĕ. Çак укçана 1945 çулччен фронтра, партизансен отрячĕсенче, подпольщиксен организацийĕсенче нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешнисен, 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕччен ултă уйăх ытла службăра тăнă çар çыннисен, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнисен, хăш-пĕр категорири граждансен илме ирĕк пур. Сăмах май, хальхи вăхăтра республикăра 443 ветеран пурăнать. Малалла вулас...
Валентина БАГАДЕРОВА.