Студентка хутне кĕнĕ
Чăваш Республикин прокуратури И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илекен студенткăн патшалăхран социаллă пулăшу илмелли правине тивĕçтернĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакна тупса палăртнă: асăннă вĕренÿ организацийĕн пĕр студентки, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьере пурăнаканскер, патшалăхран социаллă пулăшу /стипенди/ илсе тăнă. 2019 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа вара вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн ăна патшалăхăн академи стипендине памалла тунă май социаллă пулăшăва пăрахăçланă.
Çакă Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» саккунĕн требованийĕсене пăсни шутланать, мĕншĕн тесен хушма стипенди тÿлемелле туни вĕренекенсене социаллă пулăшу парассинчен хăтармалли сăлтав мар.
Саккуна пăснă тĕслĕх тăрăх республика прокуратури вĕренÿ организаци ячĕпе представлени тăратнă. Унпа килĕшÿллĕн студенткăна патшалăх паракан социаллă стипендие малалла та тÿлемелле тунă, 4 уйăх илмен стипендие тавăрса панă. Айăплă çынна явап тыттарнă.
Унсăр пуçне республика прокуратурин хирĕçлевĕ тăрăх, асăннă вĕренÿ организацийĕн стипендипе тивĕçтерекен положенийĕн уйрăм нормисене улшăнусем кĕртнĕ.
ЧР прокуратура материалĕпе усă курса Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.