Комментировать

23 Дек, 2019

Хаçат мăшăр тупма пулăшать

Ку юрату историйĕ Ольга Владимирова пиччĕшĕн ывăлĕ валли «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат урлă арăм шыранинчен пуçланчĕ. Çулталăк каялла çаврăнăçуллă çав хĕрарăм редакцие килсе пĕлтерÿ парса хăварчĕ. Çакăн хыççăн Етĕрне районĕнчи Пушкăртра пурăнакан Алексей Якимов патне хĕрсем кăна мар, вĕсен тăванĕсем те татти-сыпписĕр шăнкăравланă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Енре пурăнакансем те, республика тулашĕнче тĕпленнисем те пулнă.

Çулталăк каялла тĕл пулнă

Пулас мăшăрĕпе паллашни, ахăртнех, яланлăхах унăн асĕнче юлнă. Малтан Еленăн амăшĕ Светлана Максимова аллине телефон тытнă. Элĕк районĕнчен Етĕрне тăрăхне шăнкăравласа Алексей Якимовăн пурнăçĕпе кăсăкланнă, хĕрне качча пама тĕллев тытнине каланă. Авланма хатĕрленнĕскер тивĕçлĕ канури хĕрарăмпа кулленхи ĕç-пуç тавра сăмахланă. Ара, мĕн пытармалли пур? Тĕл пулсан пур пĕр йăлтах çиеле тухать вĕт. Мĕн тетĕр, Пушкăрт каччи Светлана Львовнăн кăмăлне кайнă. Çакăн хыççăн тин амăшĕн сĕнĕвĕпе Елена пулас мăшăрĕпе çыхăннă. Алексей Якимов ĕçменни, туртманни, хуçалăха тытса пыни ăна та килĕшнĕ. «Ун патне чун туртрĕ», — палăртать вăл. «Пĕччен ан пурăн», — амăшĕ калани те ăшне кĕрсе вырнаçнă.
Мăшăрланас шухăшлисем пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта пĕрремĕш хут тĕл пулнă. Алексей кĕл чечек çыххипе çитсе тăнă ун чухне. Кам пĕлет, тен, шăпах çав самантра иккĕшĕн чĕринче юрату çулăмĕ хыпса илнĕ?

Ĕмĕтри мăшăр

Çывăхрах паллашас тĕллевпе Якимовсене редакцие чĕнсе илтĕмĕр. Алексей ялтан хулана ирех çитрĕ. Шăпах çав вăхăтра республикăри кардиологи диспансерĕнче прачкăра тăрăшакан Елена ĕç пĕтерсе тухрĕ. Вăл пĕр талăк ĕçлесе иккĕ канать. Ытти чухне ĕç хыççăн Шупашкарта тытăнса тăмасть, тÿрех яла упăшки патне вĕçтерет.
«Ял çыннипех çемье çавăрма ĕмĕтленеттĕм. Хулара çитĕннисем темшĕн вĕçкĕнрех туйăнаççĕ», — чунне уçать хĕрарăм. Сăмах май, вăл урăх каччăпа телей шыраса пăхнă. Анчах килĕштерсе пурă-найманран çемье саланнă.
«Малтанхи вăхăтра кашни 5 минутра шăнкăравлаттăм. Унăн сассине пĕр вĕçĕм илтес килетчĕ. Халĕ те телефонпа тăтăш калаçатпăр. Ăна килте чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», — мăшăрне ăшшăн ыталать арçын.

Ашшĕне пăхать

Элĕк районĕнчи Тури Хурасанра çитĕннĕ Елена пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Кайран урăх организацире технолог вырăнĕ тупăнманран прачкăна вырнаçнă.
Алексей те хăй вăхăтĕнче Шупашкарта ĕçлесе пăхнă. Организацире штат кĕскетсен яла таврăннă, вăрăм укçа шыраса инçе çула тухнă. Çук-ха, пуяс тени мар, çуралнă тăрăхра ĕç çукки аякка хăваланă ăна. Амăшĕ пурăннă чухне шухăшсăр çÿренĕ. Кайран, çывăх çынни пурнăçран уйрăлсан, хуçалăха тытса пырас яваплăх ун çине тиеннĕ.
Алексей Якимов йăмăкĕн ялта пурăнакан ачисене пăхма пулăшать. Тĕпренчĕксен амăшĕ Шупашкарта пурăнать, тăван киле тăтăш килсе çÿрет. Вун тăваттăри арçын ачапа вун иккĕри хĕрача куккăшне итлеме, вăл вĕрентнине ăша хывма хăнăхнă.
Ывăлĕ инсульт хыççăн сусăрланса юлнă ашшĕне те пăхать. Çавна май ăна социаллă ĕçченсен йышне илнĕ.

Кукăль пĕçереççĕ

Кăçалхи çурла уйăхĕнче Алексейпе Елена тăванĕсене туй кĕрекине чĕннĕ. Çывăх çыннисем çĕнĕ çемье чăмăртаннăшăн савăнса çĕрĕпех юрласа ташланă. «Мана мăшăрăн тăванĕсем ăшшăн йышăнчĕç», — иккĕшĕ те пĕр саслăн çакнашкал çирĕплетеççĕ. Туйра парнеленĕ укçапа çĕн çынсем кил-çурта хăтлăлатмалли япаласем туяннă.
«Эпĕ кукăль çиме кăмăллатăп, арăм — пĕçерме юратать», — калаçăва тăсать Алексей. Елена та унпа килĕшсе йăл кулăпа çуталать. Çав вăхăтрах арçын хăй те кукăль-çăмах пĕçерме пĕлнине каласа хăварас килет.
Ылтăн алăллă Алексей сĕтел-пукан ăсталаса ял-йыша тĕлĕнтерет. Трансформер сак уйрăмах ăнăçлă пулса тухнă. Пуçтарсан ун çине ларса канма меллĕ. Туртса кăларсан хайхискер икĕ сакпа сĕтеле çаврăнать. Çакăншăн ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те мухтанă, ку япала лавккаринчен нимĕнпе те кая маррине палăртнă.
Елена хĕллехи вăрăм каçсенче ал ĕçĕпе аппаланать. Алсиш-нуски, пукан виткĕчĕ эрешлесе çыхать. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эстрада ушкăнĕнче юрлас ăсталăха туптанă вăл. Тен, пуласлăхра ачалăха аса илсе сцена çине тухĕ вăл?
Якимовсем сурăхсем, качака, сысна чăх-чĕп усраççĕ. Алексей хăех качака сума вĕреннĕ.
«Хуçалăха çĕнетмелле», — малашлăх тавра сăмах пуçарсан палăртать ялта тĕпленнĕ мăшăр. Шупашкарти больницăра вăй хуракан Елена Пушкăртрах ĕç тупма ĕмĕтленет. Ун чухне вăхăт та, укçа-тенкĕ те перекетленĕ. Унсăр пуçне юратнă мăшăрĕн тĕревне кашни самантра туйни нимрен пĕлтерĕшлĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.