Комментировать

23 Дек, 2019

Кунта чăвашла вĕреннипе мăнаçланаççĕ

«Эпĕ мăнаçлăн пĕлтеретĕп: манăн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи», — çапла çырнă вăл интернет-сайтри хăйĕн страницинче. Сăмахăм Шупашкарти 203-мĕш «Йăрă ача» (Непоседы) садикре ачасене хушма пĕлÿ паракан педагогра ĕçлекен Олеся Краснова çинчен.

Олеся Юрьевна асăннă ача садĕнче икĕ çул ĕçлет. Кăçалхи çул уйрăмах асра юлать çамрăк педагогшăн. Чÿк уйăхĕнче Мускавра тăван чĕлхене вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççейри ăсталăх сехечĕсем пулнă. Учительсемпе воспитательсен хушшинчи конкурс кăçал 13-мĕш хут иртнĕ. Унта куçăнсăр мелпе — 300, куçăмлипе 23 педагог хутшăннă. Пултарулăхпа ăсталăх ăмăртăвĕнче Олеся Краснова 1-мĕш вырăн йышăннă. Раççейĕн тĕп хулинче конкурсанткăсем хăйсем урок епле ирттернине тата наци тумне кăтартнă.
«Йăрă ача» — шкул çулне çитменнисене тăван чĕлхене профессионал педагогсем вĕрентекен пĕртен-пĕр садик Шупашкарта. Кунта чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен ачасем темиçе уйăхранах тăван чĕлхепе сăмах майлашăвĕсем калама пуçлаççĕ, предложенисем тăваççĕ. Чи кирли вара шухăшне, тĕшшине ăнланаççĕ.
Олеся Краснова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вырăс чĕлхипе литератури, акăлчан чĕлхи специальноçсене алла илнĕ. Çав вăхăтрах пĕрремĕш категориллĕ педагог чăвашла та лайăх пĕлет. «Ачасем патне çул чылай шырама тиврĕ. Мĕншĕн тесен садикре тăван чĕлхе урокне ирттермелли методика çук. Эпĕ ăна пур-пĕрех тупрăм. Ачасем çĕнĕ сăмахсене япаласене кăтартнине курса ас туса юлаççĕ. Çав вăхăтрах чăваш сăмахĕсене тĕрĕс калама вĕрентетĕп, предложенисенче сăмах вăчăрине тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтаратăп. Паллах, чăвашла пач пĕлмен ачасемпе çакна тума йывăр, анчах питĕ интереслĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн пур заняти те вăйă формипе иртет. Ку — тĕп методика. Ачасемпе выляма, сикме, юрлама питĕ кăсăклă. Килте садикре мĕн вĕреннине çирĕплетсе пырсан питĕ аван пулмалла», — каласа парать çамрăк педагог. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.