Комментировать

20 Дек, 2019

Аш-какай деликатесĕсем – питĕ лайăх парне

Вĕсем Çĕнĕ çул сĕтелне те пуянлатаççĕ

Çулталăкри чи кĕтнĕ те юратнă, асамлăхпа уйрăлса тăракан уяв — Çĕнĕ çул — çывхарать. Уява хатĕрленнĕ май чылайăшĕ çывăх çыннисем валли парне суйлать, праçнике ăçта тата мĕнле ирттересси пирки шухăшлать. Этемлĕхĕн черчен çурри уяв сĕтелĕ пуянрах, хитререх пултăр тесе тăрăшать. Ку енĕпе вĕсене Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пулăшма пултарать: вăл туса кăларакан деликатессем уяв сĕтелне илем кÿреççĕ тата пуянлатаççĕ. Çак аш-какай продукцине Çĕнĕ çул ячĕпе парнелеме те пулать!

Чăваш халăхĕн чи тутлă апачĕ

Паллах, çывăх çынсене кăсăклă, çав хушăрах усăллă та кирлĕ парнепе савăнтарас килет. Анчах этемĕн мĕн кирли йăлтах пур чухне ăна мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме çăмăлах мар. Ун пек чухне аш-какай деликатесĕсене парнелени пушшех те вырăнлă.
Тĕслĕхрен, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ кăларакан шăрттана кучченеç пек парсан пурте савăнĕç. Вăл — тутлă çеç мар, сумлă парне те. Чăваш халăхĕ çак наци апатне мĕн авалтанпах пĕçернĕ, унпа чи хаклă хăнасене сăйланă. Предприятире ĕçлекенсем шăрттана суйласа илнĕ чи лайăх какайран — мăйракаллă шултра вы-льăх тата сысна ашĕсенчен — хатĕрлеççĕ, унта тăвар, ыхра, вĕтетнĕ хура тата хĕрлĕ пăрăç яраççĕ, ятарлă кăмакана лартса темиçе сехет пĕçереççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вăл пысăк пахалăхлă, сĕтеклĕ, ырă шăршăллă та калама çук тутлă пулать. Тутă кĕртекен техĕмлĕхсем текех çук унта, çакна пулах чăн-чăн какай тути питĕ лайăх сисĕнет. Ăна кассанах пÿлĕме калама çук ырă шăршă сарăлать, хăвăртрах çисе курас килет. Çак шăрттан вăрах вăхăт тутă тытать. Çавăнпа ĕнтĕ Вăрнарсен шăрттанне пĕрре çисе курнисем ăна татах та татах туянаççĕ, хăйсем валли çеç мар, кучченеçлĕх те. Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакансем çак наци апатне пĕлĕшĕсене илсе килме ыйтни те тăтăшах пулкалать. Çапла, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пĕçерекен шăрттана ытти регионта та питĕ юратаççĕ.
«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ шăрттан кăларни питĕ лайăх! Мана унпа сăйланă чухне эпĕ яланах çапла шухăшлатăп: шăрттан — чăваш халăхĕ хатĕрлекен чи тутлă апат! Вăрнар — манăн тăван кĕтес. Хам çуралса ÿснĕ республикăна килсен тăванăмсем шăрттан туянаççех, мĕншĕн тесен эпĕ ку çимĕçе юратнине пĕлеççĕ. Май пур чухне вара çак наци апатне Тюмень облаçне те парса яраççĕ. Эпĕ тăвансемпе пĕлĕшсене сăйлатăп, вĕсем те шăрттан питĕ тутлă теççĕ», — çырса пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Тюмень облаçĕнчи Заводоуковск хула округĕн
Першино ял администрацийĕн пуçлăхĕ Эмилия Алексеева. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.