Комментировать

19 Дек, 2019

Хваттере тапăнать… кăткă

Халăх сăнавне ĕненес тĕк кăткă ерни — кĕçех пуясса е йыш хушăнасса. Хăш кăтки пирки сăмах пырать-ши вара? Ара, çĕр çинче унăн 14000 тĕсĕ пурăнать-çке! Вĕсем тупса палăртнисем çеç-ха. Хăшĕ кĕсьене хулăнлатаканни-ши?

Вĕр-çĕнĕ çуртра

Пуясси пирки çирĕплетсе калаймастăп-ха, анчах çак вĕтĕ кăпшанкă этеме лăпкă пурăнма паманни иккĕлентермест. Статьяра хĕрлĕ-сарă кил кăткисем пирки сăмах пырĕ. Пуçласа Египет фараонĕсен тупăкĕсенче асăрханăран ултă ураллăскерсене «фараон кăтки» те теççĕ. Унтанпа чылай шыв- шур юхнă, авалхи хурт-кăпшанка вара паянхи кун çĕр çинчи кашни кĕтесрех тĕл пулăн. Фараон кăткисем Чăваш Ене хăçан çитни паллă мар. Хальхи вăхăтра вĕсем пирĕнпе хваттерте, çуртра, дачăра пурăнма пултараççĕ. Пултараççĕ кăна мар, пурăнаççĕ те. Пыйтăран кăшт çеç пысăкрахскерсене пĕрерĕн тÿрех асăрхаймăн та пулĕ, пысăк йышпа кĕшĕлтетни куçа курăнатех. Ку хурт-кăпшанкă ăшша, нÿрĕке, тĕттĕме кăмăллать. Стенари йĕп куçĕ пысăкăш шăтăк та уншăн кĕрсе тухмашкăн çителĕклĕ. Обой айĕнчи пушă вырăнта, курупкара, урай çурăкĕнче, вазăра, документ хушшинче, куллен усă курмалли техникăра… йăва çавăрма юратаççĕ. Çавăнпа нумай хваттерлĕ çуртра хĕрлĕ-сарă кăткă тупăнчĕ тĕк унран тĕппипе хăтăлмашкăн нумай тар тăкмалла. Вĕсемпе кĕрешме çăмăл мар.
Шупашкарта çĕнĕ районсем хута каяççĕ, нумай хутлă хваттерсем тÿпенелле кармашаççĕ. Юлашки вăхăтра унта пурăнакансене ултă ураллă кĕтмен хăнасем канăçсăрлантарни пирки сас-хура тухрĕ. Статьяна хатĕрленĕ чухне кил хуçисемпе калаçрăм. «Вунă çул каялла эпир Мир проспектĕнче вырнаçнă нумаях пулмасть хăпартнă çĕнĕ çурта куçрăмăр. Хамăрăн пĕрремĕш хваттерччĕ вăл. Ăшă, çутă, хăтлă... Питĕ кăмăла кайрĕ. Анчах хамăр çеç пурăнмарăмăр унта, пирĕн пÿлĕмсенче «квартирантсем» тупăнчĕç. Каçран апат- çимĕç сĕтел çинче юлчĕ тĕк ирхине тĕлне ăна йĕри-тавра кăткă сырса илет. Йышлăскерсенчен хăтăлмашкăн мĕн кăна тумарăмăр-ши? Тĕрлĕ наркăмăшăн усси пулмарĕ, халăх мелĕпе çăмарта саррине бор йÿçекĕн порошокĕпе пăтратса апатлантарни те пулăшмарĕ. Çук, çĕнтереймерĕмĕр. Çурт çĕнĕ пулин те час-часах çÿлти хваттертен шыв юхатчĕ. Çавăнпа пĕррехинче мăшăр ваннăйпа туалета уйăракан панеле касрĕ. Куç алчăраса кайрĕ — çав кĕтесре кăткă йăшăлтатать çеç! Унта лайăх пурăнаççĕ иккен: шыв пăрăхĕсен çумĕнче рехетленеççĕ ахăр. Ĕçмелли çителĕклех-çке. Каярахпа пирĕн сакăр ураллă хăна тупăнчĕ — эрешмен. Вăл кăткăсене хирĕç «вăрçă» пуçларĕ. Эпир 8-мĕш хутра пурăнаттăмăр. 6-мĕш хутри кÿршĕсене те вĕтĕ хурт-кăпшанкă аптăрататчĕ, кÿршĕ каланă тăрăх, килĕнче эрешмен тупăнсан кăткăсем шăкăрин пĕтме тытăннă. Ăна юриех вĕлермен. Савăнтăм. Ара, пирĕн те эрешмен пур-çке, унăн тăшманĕсем пĕрин хыççăн тепри пĕтрĕç. Анчах хваттерте виçĕ çул пурăннă хушăра кăткăран тĕппипе пурпĕр хăтăлаймарăмăр. Хамăр куçса кайрăмăр, вĕсем вара юлчĕç», — каласа кăтартрĕ тĕп хулара пурăнакан Людмила К. Ăна мăшăрĕнчен те сăмах лекнĕ-мĕн, тирпейсĕр хĕрарăм тесе ятлаçнă. Виçĕ çултан çемйи йышланнă май пысăкрах хваттере пурăнма куçнă. Япаласене илсе кайнă чухне кашнине силленĕ, кăткă пĕрле ерсе пырасран хăранă. Çурт çĕнĕ, анчах хурт-кăпшанкăллă пулни Людмилăна тĕлĕнтернĕ. Юристра ĕçлекен тусĕ каланă тăрăх, кил кăтки панель çуртсенче çеç ĕрчет. Кирпĕчрен хăпартнисене кăмăлламасть-мĕн. Чăнах та, мĕншĕн нумаях пулмасть купаланă çуртсене те кăткă ерет-ха? Тирпейсĕр пурăнакансене е кăткă тĕммисене аркатса çурт хăпартнине пула-ши? Çак ыйтăва хулари çĕнĕ микрорайонсенчи çуртсене тимлекен управляющи компанисене патăм. «Кăткăсем тарăхтарни пирки çынсем сайра пĕлтереççĕ. Кăçал çулла икĕ-виçĕ шăнкăрав çеç пулнă. Ун пек чухне пирĕн специалистсем вырăна çитсе путвалсенче дезинсекци ирттереççĕ. Çĕнĕ çуртра ăçтан кăткăсем тупăнни нумайăшне кăсăклантарать. Вĕсем çынсен япалисемпе куçаççĕ те çĕнĕ вырăнта ĕрчеме пуçлаççĕ. Сывлăшран килмеççĕ-çке. Кирек хăш чĕрĕ чун валли те пурăнма, ĕрчеме юрăхлă условисем кирлĕ вĕт. Пĕр хваттертен теприне ним мар куçаканскерсем кĕске вăхăтрах пысăк çуртăн кашни кĕтесне тенĕ пек иленеççĕ», — хурав пачĕç «Çĕнĕ хула» микрорайон управляющи компанийĕнчен.
«Солнечный» управляющи компанийĕнче те хурав кĕске пулчĕ: çынсенчен килнĕ çăхавсемпе шăнкăравсене тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, специалистсем çийĕнчех ĕçе пикенеççĕ. Анчах хваттерте пурăнакансем пурте харăс кăткăсемпе кĕрешмесен усси питĕ сахал. Пĕр хваттерте дезинсекцилени хурт- кăпшанка пистермест. Вăхăт иртсен вĕсем каллех таврăнаççĕ. Управляющи компанийĕсем çуртри пĕрлехи вырăнсене /путвал, подъезд, чартак…/ çеç им-çамлаççĕ, хваттер хуçисен вара пурăнмалли кĕтесе хăйсен укçипе дезинсекцилемелле. Çавăнпа-ши хăшĕ-пĕри темиçе çул кăткăпа юнашар кун кунласан та специалистсене йыхравламасть. Тепĕр тесен, пĕччен пысăк йышпа кĕрешнин витĕмĕ çукпа пĕрех. Сăмах май, асăннă микрорайонта пурăнакан Виктор П. та кил кăт-кисем пирки çынран илтнипе çеç пĕлмест. Вăл пĕлтĕр çеç кĕркунне çĕнĕ хваттере куçнă. Темиçе вĕтĕ хурт-кăпшанка кил хуçи туалетра асăрханă. «Пĕрремĕш тĕлпулуран вăхăт самай иртсен тепĕр хут куç тĕлне пулчĕç. Пĕлетĕр-и — кухньăри шкапра типĕтнĕ иçĕм çырли хунă хупă савăт ларатчĕ. Вăт унтан кăткă кĕшĕлтетсе тухсан çиес кăмăл наччасрах сĕвĕрĕлчĕ. Хупă савăта мĕнле лекни маншăн — вăрттăнлăх. Сайра хутра куç тĕлне пулнăран- ши вĕсене тĕп тăвас тесе тăрăшман. Хваттере тимлесех тăратăп. Кÿршĕсенчен кăткăсем пирки илткеленĕ», — терĕ арçын.

Пĕрле кар тăрсан çеç

«Садовый» микрорайонта пурăнакан Елена К.-шăн та ку ыйту ют мар. Хĕрарăм килĕнче кăткă пуррине тăватă çул каяллах асăрханă. Унччен кивĕ çуртри хваттерте кун кунланă пулин те хурт-кăпшанкă ерни пулман. «Çĕнĕ çуртсене кăткă ытларах кăмăллать-ши? Шăтăк- çурăк сахал мар унта, вĕсене ĕрчемешкĕн меллĕ вырăн тем чухлĕ. Вăхăтран вăхăта йышланаççĕ те кăткăсемпе хамăр пĕлнĕ пек кĕрешетпĕр. Хурт-кăпшанка пĕтерекен специалистсене чĕнмен, мĕншĕн тесен нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансемпе харăсах пĕрле çакна тума май çук. Апат-çимĕç юлашкийĕсене йăлтах тасатса тăратăп, çăкăр тĕпренчĕкĕсемпе кăлпасси татăкĕсем питĕ илĕртеççĕ вĕтĕскерсене. Шыв ăçта пур — унта йышлă. Пирĕн кушаксем вĕсене питĕ хăвăрт асăрхаççĕ те тытаççĕ, шăтăк-çурăк пур тĕлте кăткă тухасса сыхлаççĕ. Шăши тытас вырăнне кăткă çине сунара тухаççĕ», — шÿтлерĕ Елена. Эппин, хваттер хуçисене вĕтĕ хăнасем çав тери канăçсăрлантармаççĕ-и те тен. Е хăшĕ-пĕри хăнăхнă-тăр. Вĕтĕ тени шута илмелле маррине пĕлтермест. Çынна сиен кÿме пултараççĕ- мĕн вĕсем.
Лавккари гель, порошок, пурă тата хурт-кăпшанка тĕп тумалли ытти хатĕр пулăшмасан халăх мелĕпе усă кураççĕ. Вăрçăра кирек мĕнле меслет те лайăх тенешкел кăткă çÿрекен çулсене /вĕсене тимлĕн сăнасан асăрхама пулать/ фильтрпа тасатман хĕвел çаврăнăш çăвĕ сĕреççĕ. Пĕрне ку пулăшнă тăк тепри кăткăран çуртра чылай тĕле лимон касăкĕ хурса хăтăлнине ĕнентерет. Малалла вулас...

НАУКА МĔН КАЛАТЬ?
Леонид ЕГОРОВ, «Присурский» заповедникăн наука директорĕн заместителĕ, энтомолог:
Хĕрлĕ-сарă кăткăсене фараон кăткисем тесе ахальтен каламаççĕ. Хурт-кăпшанкăн çак тĕсĕ — çынпа юнашар пурăнаканскер. Ăшă енчен килсе ернĕскер халĕ тĕнчипех сарăлнă-тăр. Хваттере е çурта иленчĕ тĕк унран часах хăтăлаймăн. 350 пин таран ĕрчеме пултараççĕ, йышĕ хăвăрт ÿсет. Рабочи кăткисем — 38 талăк, амисем вăтамран 10 уйăх пурăнаççĕ. Аçисем 20 кун çеç. Кил-çурта иленекенскерсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕрчеççĕ, хĕллехи ыйха путмаççĕ. Фараон кăткине тĕп тума ансат мар, çавах меслетсем пур. Ятарлă наркăмăшлă çимĕçсем, им-çам... Дезинсекторсен пулăшăвĕпе усă курма пулать. Хăй вăхăтĕнче вĕтĕскерсем манăн килте те пурччĕ. Эпĕ пухса пыракан хурт-кăпшанкă коллекцийĕсене сиен кÿретчĕç, нумаях пулмасть çуралнă ачапа юнашар кăткă чупни те кăмăллă ÿкерчĕк мар. Вăхăт иртсен кĕтмен хăнасем курăнми пулчĕç. Те наркăмăшланса вилчĕç. Сивве юратмаççĕ вĕсем. Уйрăм çуртра пурăнакансен кăтка шăнтса тĕп тума май пур. Нумай хваттерлĕ çуртра хурт-кăпшанка пурин те пĕрле пĕтерме тăрăшмалла.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.