Комментировать

16 Дек, 2019

Ахрат çырминчен çемье сыхлатăр

Çул çитмен тапхăр — ача çитĕннĕ çын ÿсĕмне кĕме хатĕрленнĕ вăхăт. Кĕлетке аталаннă май физиологи улшăнăвĕсем пулса иртнисĕр пуçне кăмăл-талай, психологи тытăмĕ та расналанать. Ахальтен мар 13-14 çула çитнĕ пепкисен тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли çинчен ашшĕ-амăшне шкулти психолог та аса илтерсех тăрать. Ача тыткаларăшĕ малтанхипе пĕр килменнине чăтса ирттерме пултарĕç-ха çывăх çыннисем, анчах çул çитмен çамрăк психикăна хастарлатакан япаласемпе тăруках çыхланас тăк... Аслă ÿсĕмрисем ăна çак усалран хăтармашкăн витĕм кÿме пултарĕç-и?
Йывăр çак ыйту пуçа ăнсăртран пырса кĕмерĕ. Смартфонри «Вайбер» хушăмне хыпар çитрĕ. Шупашкарти пĕр шкулта çак кунсенче вĕренекенсем тÿлевсĕрех чăмлак салатнă иккен. Ахаль пылак çимĕç кăна мар-мĕн: хутăшĕнче — никотин пысăк виçи. Ашшĕ-амăшне шкул ÿсĕмĕнчи ывăл-хĕрне асăрхаттарма ыйтаççĕ: кам та пулин ырă кăмăлтан хăналас тесен кунашкал «кучченеçе» çăвара хыпмалла мар!
Снюс çинчен илтмен мар-ха, анчах япала, кирек мĕнле инкек-синкек те çавнашкал, хамăра пырса тивиччен вăл пирĕн хутлăхра та сиен кÿме тытăнасси çинчен шухăшламастпăр вĕт. Акă сисчĕвлентерекен хыпар çитрĕ те — ирĕксĕрех интернет уçлăхне кĕрсе наркăмăшлă япала çинчен тĕплĕнрех вуласа пĕлетпĕр.
Мармелада, чăмлака, цуката аса илтерекен наркăмăшлă çакнашкал илĕртмĕш çиелтен пăхсан хăрушă пек туйăнмасть те. Тĕрĕссипе вара тÿр кĕтеслĕ пĕчĕк кăна пĕр «çимĕçĕн» сиенĕ сигаретринчен чылай ытларах. Чăмлак евĕр табак çитĕнекен организма питĕ вăйлă амантса хăварать. Чи хăрушши — ăнсăртран ача аллине çакнашкал япала лексен вăл ăна чăннипех пылак çимĕç пек йышăнма пултарни. Тĕтĕмсĕр табака ароматизаторсемпе тутлăлантарнă май снюс ĕммелли канфет евĕрех.
Тĕнче тетелĕнче çапла çыраççĕ: «Эпидеми Раççей шкулĕсемпе вĕренÿ заведенийĕсенче хăрушла хăвăртлăхпа сарăлать. Никотинлă «канфета» ачасене киленÿ кÿрекен сиенсĕр япала пек сĕнеççĕ. Модăпа килĕшÿллĕ тренда çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен блогерсем уççăнах рекламăлаççĕ. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн çĕршывра пирус туртакансен йышĕ чакнă, анчах çамрăксем чăмламалли табака тапăнни этемлĕхе пирус туртничен те ытларах сиен кÿме пултарать».
Лару-тăру пирĕн тăрăхра та япăхланасран епле сыхланмалла? Çул çитмен çамрăксен тĕлĕшпе профилактика ĕçне лайăхлатмалла. Паллах, çемье усал-тĕселрен сыхлакан чи шанчăклă институт пулнине хирĕçлеме çук. Воспитани ку енĕпе тĕрлĕ служба — вĕрентÿ, социаллă, медицина тытăмĕнчи специалистсем — пĕр тĕвĕре ырă пуçарусем тунине нимĕн те çитмĕ. Нумаях пулмасть республикăра çитĕнсе пыракан ачасене халалланă семинарсенчен пĕринче пĕр тĕллевпе çыхăнуллă ĕçлес пирки Чăваш Ен тĕп наркологĕ Ирина Булыгина та пусăм тунăччĕ.
Сăмах май, Чăваш Енри наркодиспансер çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен наркослужба çивĕч тĕрлĕ ыйтăва сирес тĕлĕшпе профилактика ĕç-хĕлне куçран вĕçертмест. Иртнĕ эрнере кăна наркодиспансер нарколог-психологĕсем Шупашкарти 6-мĕш, 43-мĕш, 48-мĕш, 49-мĕш, 53-мĕш вăтам шкулсенче класс сехечĕсене хутшăннă. Ачасемпе калаçнă май сывлăх сыхлав тытăмĕнче ĕçлекенсем сиенлĕ йăласем çынна пурнăçпа туллин киленме чарнине, ÿсĕм çулĕпе утма ура хунине палăртнă.
Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн çитĕнекен ачине хăш-пĕр ыйтупа мĕнле пулăшмаллине пĕлеймест. Çавна май çемьери хутшăну йĕрки пăсăлма пултарать. Çакна шута илсе асăннă учрежденин диспансер-поликлиника 2-мĕш уйрăмĕ çумĕнче «Ашшĕ-амăшĕн шкулне» йĕркеленĕ. Унта эрнере виçĕ хутчен профилактика занятийĕ иртет. Нарколог-психиатр, медицина психологĕ, социаллă ĕç специалисчĕ çул çитмен çамрăксене хутăшĕнче никотин, спирт, наркотик тата психикăна пăсакан ытти япала пур продукципе айланасран епле сыхласси çинчен сăмах пуçараççĕ.
Тĕрлĕ службăн пĕлтерĕшлĕ ĕçне тата асăнма май пур. Çапах та çакна палăртас килет: усалпа кĕрешмелли, ăна çĕнтермелли чи витĕмлĕ хутлăх — çемье. Çул çитмен çамрăк тĕрĕс çулран пăрăнасран яваплăха пуринчен ытла ашшĕ- амăшĕ туйма тивĕç. Ывăл-хĕрĕ килĕнче тупайман ăшша, киленĕçе айккинче ан шыратăр тесен çитĕннисен енчен тимлĕх çителĕкли пĕлтерĕшлĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.