Ялти шыв-шурта ытларах ĕрчетмелле
Чăваш Енри пулă пуянлăхне В.Шабалкин пек пĕлекенни текех çук. Вăл Пăрачкав районĕнчи Напольное ялĕнче çуралнă, Сăр юхан шывне пулă тытма нумай çÿренĕ, таврари чĕр чунсемпе кăсăкланнă. ЧППИ биофакĕнчен вĕренсе тухнă. 1973 çулта, çартан таврăнсан, пулă инспекцийĕн аслă ихтиологĕнче ĕçлеме пуçланă та патшалăхăн çут çанталăка, чĕр чун тĕнчине, шыв-шура, пулă пуянлăхне хÿтĕлекен органĕсенче хĕрĕх пĕрремĕш çул вăй хурать. «Рыбы Чувашии», «Чăваш Ен чĕр чунĕсем. Пулăсем» кĕнекесен, ăслăлăх статйисен авторĕ.
«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР чĕр чун тĕнчин объекчĕсемпе вăл пурăнакан вырăнсене сыхлас, тĕрĕслес тата чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин районсен хушшинчи пайĕн ертÿçи Владимир Шабалкин хуравлать.
- Кăçал Атăлăн темиçе çыранĕнчен шала кĕрсе лăкă ячĕç. Пулă сахалланнăран-и е хăй тĕллĕн ĕрчейменрен-и?
- Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕп хула çывăхĕнчи Кремечке ялĕ тĕлĕнче Шупашкар шыв управне - 7021, Куйбышев управне - 15600, тепĕр кун унтах 29530 çĕкĕ /çтерлĕк/ лăккине чăмтартăмăр, - терĕ Владимир Михайлович. - Ăна Мускав облаçĕнчен илсе килнĕ.
- Уншăн хăш предприятисем укçа тÿленĕ?
- Юхан шыв тĕпĕнчен хăйăр кăларнă чух техника хатĕрĕнчен килмен сăлтава пула Атăлти пулла сиен кÿнĕ «ТУС» строительство компанийĕ, Мăн тата Кĕçĕн Çавалти пулăсене сăтăрланă «Çурçĕр-хĕвел анăç магистралĕсем», Шупашкар управĕнчен шывпа пĕрле вĕт пулла уçласа тăкак кÿнĕ тĕп хулари «Водоканал» обществăсем, муниципалитетăн «Çĕнĕ Шупашкарти коммуналлă çыхăнусем» предприятийĕ.
- Ĕрчетме мĕншĕн çĕкĕнне çеç суйласа илнĕ?
- Вăл управсенче сахал. Служба ăна упраса хăварма тĕллев лартрĕ.
- Мĕншĕн вăл пачах пĕтесси патне çитнĕ?
- Çĕкĕ таса та хăвăрт юхакан шыва килĕштерет. Атăлпа Сăр - вараланчăк. Шупашкар управне пула Атăл начар юхать. Çак тата ытти сăлтава пула йыш пĕчĕк. Çĕкĕ ГЭСа хута янăранпах хухать. Унччен нумайччĕ. Вăл Атăлта çеç вăлча сапать, Сăрпа Çавала апатланма кĕрет. Вăрăм тунапа, ÿпре личинкипе, ăманпа, ракпа, моллюскпа тăранать. Юшкăна кĕрсе выртса хĕл каçать. ГЭСчен ăна Шупашкарти пулă комбиначĕ промышленноç меслечĕпех тытнă.
- Вăл Атăл пуллине тăварласа, тĕтĕмлесе, пĕçерсе лавккасене ăсататчĕ. Пуçĕпех саланчĕ. Халĕ миçе предприяти тытать?
- Куславккари цех тинĕс пуллине тирпейлет. Сăрăн, Шупашкарпа Куйбышев управĕсен Атăл лаптăкне 20 çуллăха тара панă, промышленноç меслечĕпе пулă тытакан 13 предприяти шутланать. Атăлпа Сăр тата пулă - федераци харпăрлăхĕ. Çавăнпа вĕсенче çуллен мĕн чухлĕ тытмаллине РФ Пулă хуçалăхĕн агентстви палăртать. Пулă сахалланнăран, ытти сăлтава пула лаптăксене тара илнисем лимитăн 60-75 процентне çеç пурнăçлаççĕ.
- Çуллен мĕн чухлĕ пулать?
- Сăмахран, Куйбышев управĕнче 2010 çулта - 65, 2011 ç. - 60,6, 2012 ç. - 74, 2013 ç. - 68, Шупашкар управĕпе Сăрта 2010 ç. - 56, 2011 ç. - 57, 2012 ç. - 86, 2013 ç. 75 тонна тытнă.
- Атăла пĕвеличчен Шупашкарти пулă комбинатне, тирпейлекен ытти предприятие мĕн чухлĕ ăсатнă?
- Кашни çул 300-350 тонна: хальхинчен 2-2,5 хут нумайрах. Атăлпа Сăрта пулă сахалланнине шута илсе ял-поселокри пĕве-кÿлĕре ытларах ĕрчетмелле. Шыв-шура фермерсене тара памалла. Пирĕн 3 пине яхăн пĕве. Ĕлĕк Канашпа Шупашкар районĕсенче лăкă çитĕнтернĕ, халĕ Пăрачкав районĕнчи «Кире», Куславкка районĕнчи «Карамышевский» хуçалăхсенче туянма пулать. Вĕсем çуллен 50-60-шар тонна пулă çитĕнтерсе сутаççĕ.
- Тата хăш хуçалăхăн ырă тĕслĕхĕ паха?
- Пулă ĕрчетме биологи ăслăлăхĕсен кандидатне Юрий Афанасьева, унăн ывăлне Çĕрпÿ районĕнчи, Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводне Шупашкар тăрăхĕнчи, фермерсен ушкăнне ытти районти пĕвесене тара панă. Çапах та вĕсен аллинче шыв лаптăкĕ нумай мар. Çавна пула республикăра çитĕнтернĕ пулă рынокĕ питĕ чухăн.
- Мĕншĕн урапа малалла каяймасть?
- Кашни ял тăрăхĕнчех - пĕвесем. Чылайăшĕ ăшăх. Фермер, предприниматель е ЯХПК малтан пĕр кĕтесĕнчен тасаттартăр, лăкă ятăр, вĕсене çитĕнтерсе суттăр. Хăй вăхăтĕнче Улатăр районĕнчи «Сăр» хуçалăхра, вун-вун колхоз-совхозра карп, карас ĕрчетнĕ. Çынсем хаваслансах туяннă. Пирĕн питĕ пысăк 18 пĕве. Виçĕ çул каялла Вăрнар тата Шăмăршă районĕсенче пĕвелерĕç. Вĕсенче сутмалăх та ĕрчетме пулать.
- Атăлта, республикăри шыв-шурта хăш тĕссем ытларах тĕл пулаççĕ?
- Иртнĕ ĕмĕрте ытларах çупах /лещ/ тĕп вырăн йышăннă. Атăлпа Сăрта халĕ чапак /плотва/, хăрпан /густерка/, хăçах /чехонь/, ялти пĕвесенче карппа карас - пĕрремĕш вырăнта. Чăваш Енре пулăсен 37 тĕсне шута илнĕ. Осетр евĕрлисенчен вырăс чаппăшне /осетр русский/, Лена чаппăшне /осетр ленский/ асăнмалла. Вĕсем Атăлта пит сахал. Пулăçсем унта кÿлĕ ăркайне /форель озерная/, шур кÿл кĕрккине /ряпушка белозерская/, пелядьа, кĕмĕл пулла тĕл пулаççĕ.
- Шупашкарти тĕп пасарта çăрттан яланах пур. Шăлĕсем çивĕч. Вĕсем мĕн тума кирлĕ?
- Çăварĕнчен кĕреекен мĕн пур чĕр чуна хыпма. Çăрттан Атăлпа Сăрта çеç мар, пысăк юхан шывсенче, пĕвесенче нумай. Пулăçсем çĕлен пулăпа /вьюн/ питех кăсăкланмаççĕ. Вăл ялти пĕвесемпе юхан шывсенче те ĕрчеет. Хăйăр пуллинчен /щиповка/ шÿрпе пĕçернине е ăна ăшаланине курман. Кашни шыв-шуртах йăпăлтăк /голец/ пур. Вăлтана аван лекет. Сазан - пулăçсен юратнă пулли, ашĕ тутлă. Шел те, Атăлпа Сăрта сахал. Пулăçсем ăна ытлашшипех тытса ĕрчеме памаççĕ. Çуркунне курăклă çыранри шыв шайĕ хăвăрт чакни те сазана сиен кÿрет.
- Вăлтана, тетел-сĕрекене ытларах хăшĕ çакланать?
- Чапак /плотва/. Вăл - тытнă пĕтĕм пуллăн 50 проценчĕ. Çулталăк тăршшĕпех кĕрет. Ял çыннисем сарă, çутă, хура караса лайăх пĕлеççĕ. Пĕвесем юшкăнланнăран хисепĕ нумай чакнă. Ашĕн пахалăхĕ начартан çыпçăнчăк пулла /уклейка/, шыв çи пуллине /верховка/ тытмаççĕ. Шур куç /белоглазка/ ытларах Атăлта, Сăрта, Çавалта туртать. Сенкер пулă /синец/ Шупашкар управĕнче, Атăлта, Çавалта тĕл пулать. Ăна ятарласа тытмаççĕ. Вăл серепене, тетеле ытти пулăпа пĕрле кĕрет.
- Хăçах /чехонь/ мĕншĕн ялти шыв-шурта курăнмасть?
- Вăл тарăн та хăвăрт юхакан шыва килĕштерет. Ăна ял пĕвинче ĕрчетме ямалла мар. Унта лексен пĕтĕм вĕт пулла çисе ярать. Хăшĕ-пĕри ăна кусара аса илтернĕрен кусар пулă тет. Атăлпа Сăрта пурăнать, апатланма Çавала кĕрет. 14-16 çулти 800-900 грамм таять. Ахăртнех, ыраш пăтрине пурте уйăраççĕ. Тăршшĕ 10-12 сантиметр, 9-13 грамм таять. Юхан шыв кутанĕн /гольян речной/ тăршшĕ 7-9 сантиметр. Мĕн пур шывра ĕрчеет пулин те йышĕ пĕчĕк. Таса юхан шывсенче çеç йăх тăсаять. Кÿлĕ кутанĕ те /гольян озерный/ тăрă шыва - Атăл леш енчи вăрманти кÿлĕсене - кăмăллать.
- Служба тивĕçне пурнăçласа шыв-шура промышленноç каяшĕ юхтарса кăларакан предприятисенче пулатăр-и?
- Вĕсене тĕрĕслеме пайтах хутшăннă. Шыв-шура пулăшăн çеç мар, ытти чĕрлĕхшĕн сиенлĕ хутăш кăларса янине лайăх пĕлетĕп. Предприятисен халĕ тасату хатĕрĕн çĕнĕ технологине вырнаçтарма укçа пур. Чĕрлĕхе сиен кÿрекен хутăш юхтармалла мар. Вара шыв-шурта пулă йышланатех.
- Ял-поселокри шыв-шурти пулла мĕнле объектсем хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ?
- Выльăх-чĕрлĕх ферми, машина-техника паркĕ, хими япалин склачĕ, нумай хутлă çуртсенчен юхса пуçтарăнакан хура шыва тасатмалли сооружени. Чĕрлĕхе каяш, çунтармалли-сĕрмелли япала, удобрени, çум курăка пĕтермелли, ÿсен-тăрана сиен тăвакан хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелли хими им- çамĕ наркăмăшлантарать.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă