Комментировать

9 Дек, 2019

Чăваш пукани тĕнчене парăнтарнă

Малайзи, Борнео, Пукане театрĕсен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ… Вăл, конкурс майлă йĕркеленĕскер, мĕнле иртнине пĕлес килсен тĕнче тетелĕнче информаци ан та шырăр, пур пĕрех тупаймăр. Çук, паллах, çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуканеçĕсем вăрттăн пухăнман унта. Çак фестиваль çинчен вырăсла хыпар-хăнар кăна тупма хĕн, мĕншĕн тесессĕн пултарулăх тупăшăвне Раççейрен пĕртен-пĕр пуканеçĕ, чăваш каччи, республикăри Пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи Юрий Филиппов хутшăннă. Мĕнлерех хутшăннă-ха тата! Тĕрлĕ енпе — юрă-кĕвĕ, декораци тĕлĕшпе — палăрма пултарнă. «Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль» номинацире вара ăна çитекен пулман! Çак фестивале çур çул ытла хатĕрленчĕ Юрий Михайлович. Шăппăн. Ытлашши калаçмасăр-шавламасăр. Халĕ ĕнтĕ, çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн, тĕнче шайĕнчи конкурса хутшăнса мĕнле çĕнтерни çинчен чи малтан «Чăваш хĕрарăмĕн» вулаканĕсене каласа кăтартма кăмăл турĕ.

— Юрий Михайлович, фестивале шăппăн хатĕрленни чăваш йăлипе — куç ÿкересрен сыхланнипе — çыхăннă-и?
— Вăл та пур паллах. Унсăр пуçне пирĕн пĕр-пĕрне пулăшас, çÿлелле туртас вырăнне ура хурас йăла пур. Тата — тытман упа тирне те сÿме хушмаççĕ. Çавăнпа ытлашши калаçса çÿремен. Фестивале хутшăнма нарăс уйăхĕнчех илнĕччĕ-ха йыхрав. Çавăнтанпах хатĕрлентĕм. Пуканесем, декораци ăсталарăм, юрă-кĕвĕ хатĕрлерĕм. Фестивале хам çырнă «Илюк» спектакле илсе кайрăм. Вăл çул çÿреме юратать вĕт.
Эсĕ вăрăм çула тухма хатĕрленсе акăлчан чĕлхине хăв тĕллĕн вĕреннине пĕлетĕп…
— Ют çĕршыва чĕлхе пĕлмесĕр епле кайăн? Анчах та «акăлчан чĕлхи» ăнлавăн пĕлтерĕшĕ питĕ анлă. Ĕçпе çыхăннă лару-тăрура хутшăнмашкăн çителĕклех хатĕрленнĕ пек туйăннăччĕ, анчах та вырăна çитрĕм те — ыттисене ăнланмастăп! Эпĕ те акăлчанлах калаçатăп, вĕсем те, анчах сасăсене тĕрлĕрен каланине пула хутшăнма çăмăлах мар. Австралирен килнисем вара, сăмахран, сасăсене вуçех те каламаççĕ пулмалла /кулать/.
Ют çĕрте, пĕччен, чăвашла мар, вырăсла калаçакан та çук, мĕнле лартрăн вара спектакль?
— Пÿрнепе тĕллесе те кăтартса пăхрăм çав — ниепле те мана мĕн кирлине ăнлантараймастăп. Мана вара темĕн те кирлĕ! Эпĕ вылянă вăхăтра тивĕçлĕ çутă пулмалла, кĕвĕ янăрамалла, малтан вара декораци вырнаçтармалла… Çапах пĕр чĕлхе тупрăмăр, мĕн кирлине йăлтах йĕркелерĕмĕр.
Илюк та акăлчанла «калаçрĕ»- тĕр?
— Çук, чăвашлах. Хăш-пĕр саманта кăна ăнлантаркаласа пытăм. Чăваш кĕввине те аван йышăнчĕ куракан.
Унта вĕт çанталăк шăрăх, пăчă, нÿрĕ… Урамра уçă тÿпе айĕнче вылярăр-и е çуртра шалта-и?
— Урамра выляма май çук — 40 градусран та çÿлерех кăтартать термометр. Çавăнпа та кондиционерсем вырнаçтарнă театрта вылярăмăр. Унта çынсем артистсен пултарулăхĕпе кăсăкланни сисĕнет: 800 çын вырнаçакан залра, калăпăр, халăх лăк тулличчĕ.
— «Илюкшăн» жюри сасăласа пĕрремĕш вырăна кăларни питĕ аван паллах. Анчах та нумай чухне профессионал хаклавçăсен — пĕр критери, анчах та фестиваль хупăннă хыççăн çав ĕç сĕтел сунтăхне кĕртсе выртать. Куракан мĕнле йышăнчĕ санăн ĕçе — çакна пĕлес килет.
— Çынсем, эпĕ, тĕрĕссипе, çакна пачах та кĕтменччĕ, ĕçĕме питĕ лайăх йышăнчĕç. Спектакль вĕçленсен те саланма васкамасăр тăвăллăн алă çупрĕç. Ку, паллах, питĕ хавхалантарчĕ. Ыйхăсăр каçсем ахаль иртмен апла пулсан. «Илюк» — шăпах куракан валли, унăн ыйтăвĕсене тивĕçтерсе хатĕрленĕ ĕç. Нумай ĕçлерĕм унпа, нумай якатрăм. Хамăн чунпа та килĕшсе тăрать вăл. Хăй вăхăтĕнче Анатолий Розов ÿнерçĕ: «Ку ĕçе никама та ан пар, хăвах выля», — тени — пил вырăнĕнчех.
Кураканпа жюри хаклавĕсем вара пирĕн патра кăна уйрăлса тăраççĕ. «Картаран» тухма юрамасть, ун пек калама, кун пек çаврăнма, апла пăхма — юрамасть… Кун пек ĕçе куракан чăнах та йышăнмасть.
Пултарулăха картана епле хупма пулать-ха? Вăл чун вĕçевĕпе çыхăннă вĕт. Хавхалăнăвăн тÿпене çити вĕçмелле, чул пек персе анма та хăрамалла мар, унтан татах çунат сармалла… Картара вара нимĕнле ирĕклĕх те çук. Чăваш Улăпĕсем, çаплах калас килет, шăпах тĕнчене тухса чăваш ятне тĕнче шайне çĕклерĕç. Хамăрăн карта ытла та тăвăр пулас, чун вĕçевĕ валли ытла та хĕсĕк-ши чăваш çĕрĕ? Геннадий Волков, Иосиф Дмитриев, Геннадий Айхи… Çак списока татах та тăсма пулать. Шăпах ют çĕрте пултарулăхĕсене аталантарса ячĕсене, унпа пĕрле, чăваша, çĕклерĕç маттур арсем. Халĕ вĕсен ятне тĕнче пĕлет.
Эсĕ вара киле мĕнле шухăш-кăмăлпа таврăнтăн?

— Çапла кăна калас килет — нимрен те хăрамалла мар. Тĕнче пирĕнтен уйрăлса тăмасть, эпир — унăн пĕр пайĕ. Ытлашши сăпайлă эпир. Шикленетпĕр тата. Акă Китай артисчĕсем тĕнчипех хăйсен философине, культурине сарма тăрăшаççĕ, кирек ăçта та хăйсен историйĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă ĕçсем илсе пыраççĕ. Эпир вара тĕнчене ют культурăпа тыткăнласшăн… Пулмасть ун пек!
— Пирĕн хамăрăн та культура, йăла-йĕрке Китайран кая мар, питĕ пуян та çав…
— Вăт çавна кăлармалла та тĕнче умне! Çак шухăшпа хавхаланса таврăнтăм фестивальтен. Пирĕн кĕнекесенче мĕн тери ăслăлăх упранать. Çÿлĕксем çинче тусан пуçтарса выртаççĕ вĕсем. Ытти халăх мар, хамăр та тытса вуламастпăр вĕсене. Чăваш культурипе паллаштармалла ытти халăха. Эпир вĕсенчен нимĕнпе те кая мар. Тĕнче тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çынсем ахальтен мар-тăр чăваш Илюкне мĕн тери юратрĕç.

— Итле-ха, пĕрремĕш вырăн вăл ыттисене парăнтарнипех танлашать вĕт. Апла пулсан, эсĕ Азие çавăрса çапнă теме те юрать-тĕр?
— Ази çĕршывĕсенчен кăна мар, тĕнчипех пуçтарăннăччĕ унта…
Апла тăк, Азие те, Европăна та парăнтарнă чăваш ачи. Çеçпĕл ахалех куляннă унăн малашлăхĕ пирки. Чăваш сассине тăван тăрăхра кăна мар, тĕнчипех янраттарса килнĕ эсĕ. Çĕнтерĕвĕ, паллах, питĕ лайăх. Анчах та пылак çак сăмах хыçĕнче мĕн чухлĕ ĕç тăнине кам пĕлет? Иккĕленÿсĕр те пулман-тăр…
— Паллах. Çула тухиччен мĕн чухлĕ пăшăрхантăм! Ыран каймалла тенĕ чух каялла чакас шухăш та пурччĕ. Мăшăрăм ирĕк памарĕ. «Шухăш тытрăн пулсан — каймалла!» — терĕ. Эпĕ… питĕ хăравçă вĕт. Çулĕ кĕске мар. Хăра-хăрах тапранса тухрăм. Мускавран чиперех вĕçсе хăпартăмăр-ха. Пĕрремĕш хутчен — пурĕ тăватă самолет улăштартăм — Стамбулта куçса лартăм. Малтанах хăратрĕç-ха унта аэропорт питĕ пысăк та кăткăс тытăмлă тесе. Паспорт тĕрĕслевĕ витĕр чиперех иртрĕм. Малалла ăçталла каймалла? Ăнланмалла мар. Коридорсемпе аташса çÿренĕ хыççăн… хама тĕрĕсленĕ йĕркелĕх хуралçи патнех çаврăнса çитрĕм. Мана курсан куçĕ чарăлчĕ хайхин. Ара, вăл манпа паçăрах сыв пуллашнă, çĕршывран кăларса янă, эпĕ вара çаплах — Турцире! Хам та аптраса кайрăм. Ара, аэропорт вăрман мар вĕт, йывăçсен хушшинче аташтаракан вырăнсем пур теççĕ...
Чăн та, Стамбул аэропорчĕ пĕчĕк хула пекех. Утса ывăннăччĕ унта. Самолета лармалли вырăна мĕнле шыраса тупрăн вара?
— Аэропорт ĕçченĕсем пырсах илсе кайрĕç /кулать/. Ытти çĕрте юрать йĕркеллех иртрĕ. Малайзи тĕп хули Куала-Лумпур тата фестиваль иртмелли Борнео тĕрлĕ утравсем çинче вырнаçнă — унта самолетпа тата икĕ сехете яхăн вĕçме тиврĕ.
Тĕлĕнмелле çын эсĕ… Хăшĕсем темиçе талăкран кăна тăна кĕреççĕ — акклиматизациленеççĕ. Эсĕ вара çичĕ тинĕс леш енчи климата асăрхамастăн-туймастăн та. Çитетĕн те — Малайзире сцена çине тухатăн. Паян киле таврăнатăн та ыран ĕçе васкатăн…
— Климат тата сехет уйрăмлăхĕсене чăнласах пачах та туймастăп эпĕ.
Юрĕ-ха, вăй-хал мĕнле çăл куçран илни, тен, каярахпа уçăмланĕ. Кала-ха, тĕнче шайĕнчи ĕçе пач пĕчченех хатĕрлентĕн-и вара?
— Ну… мĕнле — пĕччен? Ывăл пулăшрĕ — юрă-кĕвве тата ыттине йăлт пĕр çĕре пуçтарса пачĕ. Фестивале хатĕрленсе кăна мар, ытти чухне те пĕрремĕш тĕрек — çемье. Укçа-тенкĕ, шут ыйтăвĕсене йăлт арăм тытса- йĕркелесе пырать. Техника ыйтăвĕсене хĕрĕм татса парать.
— Ан тĕлĕнтер-ха…
— Çапла. Руль пăркалама пĕлетĕп-ха эпĕ, машинăна пăхса тăрассине-юсассине вара хĕрĕм хăй çине илнĕ.
Телейлĕ арçын, мăшăр, ашшĕ, кукашшĕ эсĕ...
— Çапла пулмасăр! Çăвĕпе пахчара йăран чавмасăр пуканелле выляма мĕнле хĕрарăм ирĕк парать упăшкине? Пуканесене йăлтах дачăра хатĕрленĕ вĕт.
Вăт ăçтан хавхалану çăл куçĕ санăн! Атăл, вăрман, çут çанталăк…
— Шăпах çавăн пек асамлă вырăнта вырнаçнă дача. Темĕнле вăй хушса тăрать вăл мана. Хваттерте хупăнса ларнă тăк çак пуканесене чун кĕртейместĕмччĕ эпĕ. Йăлтах çут çанталăкпа пĕр çыхăнура пулни пулăшса пырать. Пуканисем те чунсăр папье-маше мар вĕт — йывăçран. Йывăçăн вара чунĕ пур. Ахальтен мар чăваш мĕн ĕмĕртен çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнма тăрăшнă. Асăрханă-и: çĕрпе çыхăнăва çухатман чăваш яланах ăнăçу çулĕпе утать. Пултарулăх çыннисем: писатель-и, артист-и, юрăç-и — ялтан тухса ялпа çыхăнăва татманнисем, чапа та, хисепе те тивĕçнĕ.
Килĕшмелле. Чăвашлăх патне таврăнса çапах çакна ыйтас килет — нивушлĕ юлташсен хушшинче пулăшакан тупăнмарĕ? Çул çине укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ вĕт.
— Юлташа инкекре мар, савăнăçра тĕрĕслемелле. Тĕнче шайĕнчи фестивале чĕннине пĕлсенех вĕсен йышĕ сайралчĕ. Спонсор пулăшăвĕ пирки шарламăп та. Халĕ, çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн, туссен шучĕ палăрмаллах чакассинчен шикленетĕп.
Юрий Михайлович, пысăк карапа пысăк ишев теççĕ. Филиппов тата Кo театр йĕркелес шухăш нихăçан та çуралман-и? Нумаях пулмасть санăн «Пукане-шоуна» курма тивнĕччĕ. Вышкайсăр чаплă ĕç! Пирĕн чăваш театрĕнче çавăн пек шоу пытарăннине пĕлмен те. Чăн та, Пукане театрĕн сцени хĕсĕкрех-тĕр ун пек ĕç валли. Тен, пĕр актер театрĕ те кăсăклă пулмалла…
— Ун пек шухăш тахçанах пур. Шухăшĕ пур кăна мар, ăна пурнăçа та кĕртсе пыратпăр. Вăл тĕнче шайĕнчи театр, анчах — пĕр актерăн кăна мар, тĕрлĕ çĕршыври пултарулăх çыннисене пĕрлештерсе тăрать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ калаçнă. Ю. Филиппов архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.