"Асам" кинофестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç
"Асам" кинофестиваль раштавăн 2-6-мĕшĕсенче Шупашкарта тăваттăмĕш хут иртрĕ. Конкурса илемлĕ 8 фильм, документлă 16 картина тăратнă, çавăн пекех конкурса тăратман тата 7 лентăпа паллашма май пулчĕ. Чăваш кинематографисчĕсен малтанхи фестивалĕсенче те пулса курма тивнĕрен, кăçалхи уйрăмах курăмлă пулнине палăртнă пулăттăм.
Раштавăн 6-мĕшĕнче "Асам" кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ. Çавăн чухнех çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Гран-прие "В Красном море" документлă фильм тивĕçрĕ. Сценари авторĕ - Сергей Щербаков, режиссерĕ - Андрей Митешин.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем...
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.