Комментировать

5 Дек, 2019

Амăш пулсан кăна воспитатель ĕçĕ килĕшнĕ

Алина Савельева юрăçăн пурнăçĕ халăх куçĕ умĕнче: вăл соцсетьсене кашни кун темиçешер сăн ÿкерчĕк вырнаçтарать. Çапла майпа хăй çĕр çинче пуррине, мĕн ĕçлесе пурăннине кăтартасшăн.

Икке пайланайман

Нумай пулмасть кăна вăл садикре воспитательте тăрăшатчĕ, кăçал вăхăтлăх ЧНК секретарĕ пулчĕ. Çав вăхăтрах кĕрекеçĕ пулса халăха савăнтарать. Халĕ акă раштавăн 10-мĕшĕнче Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче иртекен хăйĕн 5-мĕш концертне хатĕрленет. Алина тĕрлĕ сферăра вăй хунинче тĕлĕнме кирлĕ мар: вăл вĕренме юратнăранах тĕрлĕ професси алла илнĕ.
«Садик çумĕпе иртсе кайнă чухне халĕ те чун ыратать. Воспитатель ĕçĕ юрăçăннипе пĕр танах килĕшет. Анчах пайланма çук, икĕ çĕре ĕлкĕрейместĕп», — систерчĕ Алина Савельева. Тĕрĕссипе, яланах çапла пулман, садик ĕçĕ ăна вуçех килĕшмен. Çамрăк чухне садике килсен вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупайман, тупас тесе те питех тăрăшман. Шăпăрлансем йĕркеллĕ тумланнă-и, вĕсене сивĕ мар-и — уяса тăман. Хăй ача çуратсан тин унра амăшлăх туйăмĕ вăраннă. Декрет хыççăн Алина ырă енне улшăннине ĕçтешĕсем те асăрханă.
Çав хушăрах вăл Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкăна юрлама çÿренĕ. Ун чухне кашни кун вĕсен концерчĕ иртнĕ. Алина ĕç хыççăн унта васканă. Киле çур çĕр иртсен таврăнсан та ирхи 6 сехет çурăра ĕçре пулнă. Пĕрре заняти вăхăтĕнчех çывăрса кайма пуçланă вăл. Садикре кашни кун 1-мĕш сменăна ĕçлеме тухнăран пĕтĕм йывăрлăхĕ ун çине тиеннĕ. Йĕркеллĕ канайманран чирлеме тытăннă. Çитменнине, хăйĕн ачисем те пĕчĕк пулнă. Çапла вăл чăтайман, садике пăрахса юрăç карьерине тунă. Пурăна киле «Янташран» кайсан хай юрлама тытăннă.

Кефирпа батон çисе

Алина Елчĕк районĕнчи Патреккелте çуралнă. Амăшĕ «Паха тĕрĕ» филиалĕнче 20 çул алăпа пир тĕртнĕ. Ашшĕ колхозра бригадир пулнă. Алина шкула кайичченех «çăлтăр» пулма ĕлкĕрнĕ. Залри куракан тăвăллăн алă çупнине 5 çултах туйса курнă. Ялти клуба Геннадий Борисов патне юрлама çÿренĕскер пĕчĕкрен концертсене хутшăннă.
«Манăн та икĕ хĕр. Эпир те йăмăкпа питĕ туслă ÿсрĕмĕр. Манăн ачасен те, йăмăкпа иксĕмĕрĕн те ÿсĕм уйрăмлăхĕ — 4 çул. Пире аттепе анне телейлĕ ачалăх парнелерĕç. Юлташсен амăшĕсем кăлпассие грампа илетчĕç, пирĕн холодильникре тем тĕрли выртатчĕ. Анне укçа лайăх ĕçлесе илнĕ. Ун чухне тухтăрсем 80 тенкĕ шалу илнĕ пулсан анне — 200-300 тенкĕ. Аттепе анне çурт туяннă, парăм пулнине кура канмалли кунсенче те ĕçлеме тухатчĕ. Хăйĕн планне тултарса ытти çын çине çыртаратчĕ вăл. Шкула çÿремелли пионер формине те мана класра чи малтан туянса панă. Йăмăк манăн япаласене тăхăнман, ăна та яланах çĕнни илсе панă. 90-мĕш çулсенче фабрика хупăнсан çĕвĕçре ĕçлерĕ. Килте хĕл каçмашкăн пахча çимĕç çĕр-çĕр банка хупатчĕ, пире нихăçан та выçă лартман. Вĕренме кĕрсен аннерен укçа ыйтман эпĕ. Çул укçи хаклă марччĕ, стипендиренех йăмăк валли çи-пуç та илеттĕм», — аса илчĕ Алина Геннадьевна.
Унăн яштака кĕлеткине такам та ăмсанĕ. Çамрăк чухне пĕр вăхăт вăл самаях туллиленнĕ. Кĕлетке виçи чи нумаййи 75 килограма çитнĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр Шупашкарта тăванĕсен хваттерĕнче пĕчченех пурăннă. Икĕ çĕре вĕренме кĕмешкĕн заявлени панăскер экзаменсене хатĕрленнĕ. Апат пĕçерме вăхăт шелленĕ, пĕр хырăмшăн плита умне тăрас кăмăлĕ те пулман. Хĕр кунĕпе кефирпа батон çинĕ. Тĕкĕртен пăхнă: прическа килĕшмен. Мĕншĕн çапла пулнине ăнланман-ха вăл, мăнтăрланнине туйман. Пĕрнĕ юбкăсене икĕ енчен те сÿтнĕ — пĕрех юраман. 1 уйăхра çапла мăнтăрланнă вăл. 3 курс таранччен çавăн пек кĕлеткепех çÿренĕ. 4-мĕшĕнче начар-ланнă: икĕ уйăхра — 15 килограмм. Муркаш районне çĕр улми кăларма кайсан хĕрсене икĕ михĕ пан улми парса янă. Икĕ эрне урăх нимĕн те çимесĕр çавăнпа пурăннă Алина. Хăйĕнпе пĕрле вăл ялан пан улми йăтса çÿренĕ. Кайран кун сиктерсе çиме тытăннă. Анчах кун пек нумаях пурăнайман, хырăмлăх ĕçĕ пăсăлнă. Сасартăк начарланса сывлăхне сиен кÿнĕ вăл. Кайран сипленме тивнĕ. Икĕ уйăх яла кайманскере имшерленнĕ хыççăн каччăсем паллайман.

«Кил ăшши сÿнчĕ»

Алинăн ача чухнехи тусĕ Ирина аслăрах пулнă май хăйсен ялĕнчи шкула пĕр çул маларах кайнă. Алина ăна ăмсанса шкул чÿречинчен пăхса кантăка шаккаса çÿренĕ. Учитель /куккăшĕн арăмĕ пулнă/ ăна шеллесе класа кĕртнĕ. Кайран шкула çÿреме ирĕк панă. Хĕрача вулама та, çырма та пĕлмен. Учитель ăна килте уйрăм вĕрентнĕ. Çапла Алинăна та шкула илнĕ. Уроксем кăнтăрла вĕçленнĕ пулсан хĕрачасем киле каçхине тин çитнĕ. Курак йăвисене, çерçисене шутласа утнă вĕсем. Кашни вырсарникун вара Алина: «Мĕншĕн паян шкула каймалла мар?» — тесе йăваланса макăрнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ иккĕшĕ шĕкĕр «5»-пе вĕреннĕ. Хĕрсене мухтанине илтме кăмăллă пулнăран ашшĕпе амăшĕ шкулти пухăва тупăшса тенĕ пек кайнă.
Иринăпа Алина шкултан вĕренсе тухичченех пĕр парта хушшинче ларнă, çуралнă кунĕсем пĕр кунра пулнăран /раштавăн 9-мĕшĕнче/ пĕрле ирттернĕ. Çак туслăха вĕсем паянхи кунччен упраса хăварнă. Ирина Газпромра бухгалтерта тăрăшать. Иккĕшĕ пĕрле юрă та çыртарнă, ăна çитес концертра шăрантарĕç.
«Аннен кĕпе нумайччĕ, кашни кун тĕрлĕрен тăхăнатчĕ. Кĕлетки яштака та илемлĕччĕ. Эпĕ унăн майра сумкисене йăтса ĕçе çÿреттĕм, унăн косметикипе асар-писер сăрланаттăм. Анне Вера Алексеевна питĕ вашават хĕрарăмччĕ. 2010 çулта унăн пурнăçĕ аварире вăхăтсăр татăлчĕ. Мĕн тери çитмест вăл пире. Пĕр самант кăна ларса калаçасчĕ те… Анне пурăннă чухне Çĕнĕ çула ялан ялта кĕтсе илеттĕмĕр, мĕн тери хаваслăччĕ! Йăмăк та çемйипе килетчĕ. Пĕр-пĕрне парнесем параттăмăр. Халĕ тăван кил ăшши сÿнчĕ, унта Çимĕкре кăна каятпăр, атте те хулара пурăнать. Пысăк та хăтлă çурт пушă ларать», — салхуланчĕ Алина. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.