Пĕр чÿречеллĕ пÿртре ÿснĕ
Чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал 120 çул çитрĕ. Çавна май сăвăçăн тăван ялне, Çеçпĕле, çитсе килтĕмĕр.
1969 çулта Касаккасси Шĕкĕр тата Уйпуç Шĕкĕр ялĕсене пĕрлештерсе Çеçпĕл ятне панă. Ялта 500 ытла çын пурăнать. Сăмах май, мухтавлă сăвăçăмăр çуралнă урам халĕ Çеçпĕл ячĕпе хисепленет. Касаккасси ят та манăçа тухман.
Хăнасене «Çеçпĕл Мишшин тăван енĕ» асăну комплексĕ тесе çырнă стела кĕтсе илет. Ăна сăвăç çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнине халалласа 20 çул каялла уçнă. Унта музей, шкул, клуб, парк, сквер, сăвăç пурăннă вырăн кĕреççĕ. Пĕр тăрăхра вырнаçнăскерсем ялти урамсене пĕрлештереççĕ.
Музейре сăвăç чунĕ пурах
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче учительсем тăрăшнипе Шĕкĕр шкулĕнче Çеçпĕл кĕтесĕ йĕркеленĕ, каярахпа вăл класс- музей пулса тăнă. 1972 çулта ял канашĕн ертÿлĕхĕ музей валли уйрăм çурт уйăрса панă. Музей ĕçне йĕркелесе пыма чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Мелания Ивановăна шаннă. Хальхи çурта музей 1979 çулта куçнă. Унта Анфиса Волковăпа Анатолий Орлов учительсем чылай çул вăй хунă.
Ирина Егорова музейре 2001 çултанпа ĕçлет. Вăл каланă тăрăх, музее ытларах ачасем çÿреççĕ. «Шкулта Çеçпĕл темине вĕреннĕ тапхăрта уйрăмах нумай вĕсем. Тĕрлĕ районтан килекенсем те пур. Нумаях пулмасть чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем ушкăнпа çитсе курчĕç. Хăнасем те кĕрсе тухаççĕ», — терĕ Ирина Геннадьевна. Çеçпĕл ялне районти тата республикăри туризм маршручĕсене кĕртнĕ.
Музейре Çеçпĕл пурăннă вăхăтри япаласем, кĕпе-тумтир, ĕç хатĕрĕсем, поэтпа çыхăннă экспонатсем упранаççĕ. Музей ертÿçи каланă тăрăх, ачасене пÿрт ăш-чикне сăнлакан япаласем кăсăклантараççĕ. Сăпка, кăмака тата ытти — паянхи ачасемшĕн тĕлĕнмелли япаласем, çавăнпа вĕсене тытса пăхмасăр чăтаймаççĕ. Ĕлĕкхи тумсене тăхăнса кураççĕ. Музейре çăпата та йышлă. Вĕсене ялти ăста туса панă. Çăпата та сыраççĕ ачасем. «Авалхи япаласем питĕ интереслĕ вĕсемшĕн», — терĕ вăл.
Музейре Çеçпĕлĕн ĕç пÿлĕмĕ те пур. Унта хăйне евĕрлĕ телефонăн макетне тытса пăхма пулать. Картинăсем, поэтăн сăввисене пысăк сас паллисемпе çырнă стендсем, Украинăра пурăннă вăхăтпа паллаштаракан сăн ÿкерчĕксемпе тĕрлĕ хут копийĕсем, «Çеçпĕл» кинофильмри самантсене сăнлакан япаласем, палăк — пурте Касаккасси каччине аса илтереççĕ.
700 ытла япала упранакан музейре Çеçпĕл портречĕсем те пур. Турăш евĕрли уйрăмах тыткăнлать. Художниксем хăйсен ĕçĕсене парнелеççĕ. Нумаях пулмасть ялта çуралса ÿснĕ ÿнерçĕ тепĕр портрет илсе килнĕ. Музейçĕсемшĕн кашни картинăн историйĕ кăсăклă. «Çеçпĕле шкул ачисем те ÿкереççĕ. Пĕр пек ĕç кураймăн, кашнин ĕçĕ тĕрлĕрен. Поэта кашниех хăйне майлă курать», — терĕ Ирина Геннадьевна.
Кунта Çеçпĕлпе çыхăннă мероприяти час-час иртет. Çеçпĕл çуралнă кунне паллă тăваççĕ, вилнĕ кунĕнче палăк патĕнче кашни çул митинг иртет. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче çеçпĕл чечекĕн кунне уявласси те йăлана кĕнĕ. Ачасемпе пĕрле чечек ăсталаççĕ.
Вĕрентекенсем ентешĕпе мухтанаççĕ
Çеçпĕл шкулĕ те паллă сăвăç ятне çÿлте тытса тăма тăрăшать. Акă шкул умĕнчех Çеçпĕл палăкĕ ларать. Вăл иртен-çÿрене вăрттăн сăнанăн туйăнать. Палăка ЧАССР тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров скульптор ăсталанă. Шкула Канашри педагогика колледжĕн вĕрентекенĕ Леонид Петров ÿкернĕ Çеçпĕл портречĕ те илем кÿрет. Пĕлÿ çурчĕн ертÿçи Олег Михайлов пĕлтернĕ тă-рăх, шкула тăватă ялтан 68 ача çÿрет. 1886 çулта ĕçлеме пуçланă шкулăн хальхи çуртне 1977 çулта тунă.
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Елена Сергеева каланă тăрăх, Çеçпĕл юбилейне кăрлач уйăхĕнчех паллă тума тытăннă. «Ун чухне Шупашкарта иртнĕ «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурса хутшăнтăмăр. Унтан пирĕн вĕренекенсем дипломпа таврăнчĕç. Канаш районĕнче иртнĕ «Пирĕн Çеçпĕл» фестивальте 7-мĕш класра вĕренекен Кирилл Михайлов поэт сăввисене вуласа виççĕмĕш вырăна тухрĕ, викторинăра Александра Степанова палăрчĕ», — çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ учитель.
Шкулта вĕренекен нумай ача Çеçпĕл сăввисене пăхмасăр пĕлет, хăнасем килсен вĕсем поэт хайлавĕсене калаççĕ. «Çеçпĕл сăввисене пурте илемлĕ калаймаççĕ. Вĕсене ăнланни- туйни кирлĕ, чун витĕр кăлармалла, — терĕ Елена Георгиевна. — Шел те, хальхи ачасен йышĕнче сăвă-калав çыракан çукпа пĕрех. Çырмашкăн çут çанталăк пани кирлĕ паллах. Çапах вĕсене уроксенче çыртарма тăрăшатăп, 1-2 çаврăм хайлама пултараççĕ. «Çеçпĕл çеçкисем» стена хаçачĕ кăларса тăратпăр». Çеçпĕл ĕçне шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем малалла тăсаççĕ. Сăмах май, 2017 çулта «Çеçпĕл çĕршывĕ» кĕнеке кун çути курнă. Ăна аслă çулти çынсем питĕ ырласа йышăннă.
Шкултан вĕренсе тухнă Евгений Егоров та поэт сăввисене питĕ лайăх вулать. Вăл Çеçпĕл сăнĕллĕ те теççĕ. Сăвăç шăллĕн ывăлĕ Алеша поэт сăнне çывăх пулнă, ăна пăхса скульпторсем чылай çул каялла палăк ăсталанă.
— Çеçпĕле тĕслĕх вырăнне хуратпăр. Кĕçĕн классене унăн ача чухнехи пурнăçĕ çинчен каласа кăтартатпăр. Аслăраххисем сăвăçăн юратăвĕпе кăсăкланаççĕ. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ — кĕрешÿ. Мĕн ачаран асап курса ÿснĕ, çапах пуç усман, малалла вĕреннĕ. Хăйне хĕрхенмесĕр ырми-канми ĕçленĕ, йывăрлăхран хăраман, — палăртрĕ Елена Георгиевна. Вăрмар районĕнчи Тикаш хĕрĕ Çеçпĕл шкулне 1992 çулта ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме килнĕ.
Истори урокĕсенче те Çеçпĕле аса илеççĕ. «Ачасен хамăр тăрăхри сумлă çынсене пĕлмеллех. Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсенче те ку темăпа ыйтусем пур», — пĕлтерчĕ Любовь Ефремова учитель. Çеçпĕл шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер мĕн ачаран сăвăçăн сăнарне асра тытса пурăнать. «Вăл пире вăй парса тăрать. Ун чухне те пирĕн шкулта Çеçпĕле халалланă чылай мероприяти иртетчĕ, паллă çыравçăсем килетчĕç. Эпир вĕсене тимлĕн итлесе лараттăмăр», — терĕ Любовь Ильинична.
1996 çулта ялта «Çеçпĕл кăвайчĕ» фестиваль пуçарнă. 1982- 2015 çулсенче шкулта директорта тăрăшнă Александр Петров ăна йĕркелесе ирттермешкĕн нумай вăй хунă.
— Малтанхи çулсенче фестивале 200-300 ытла ача хутшăннă. Тутарстанран, Пушкăртстанран, Украинăран килетчĕç. Çеçпĕлте 3 кун пурăннă. Вĕсем валли ятарласа палаткăсем лартаттăмăр, урамрах апат пĕçереттĕмĕр. Конкурс 4 номинаципе иртетчĕ. Чи пултаруллисене «Артека» каймашкăн путевка панă. Ăна пирĕн шкулта вĕренекенсем те пĕрре мар тивĕçнĕ, — аса илчĕ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ.
Фестивале çĕртме уйăхĕнче ирттернĕ. Каярахпа кĕркунне «Çеçпĕл йыхравĕ» фестиваль пуçарнă. Кăçал «Çеçпĕл кăвайчĕ» фестиваль тепĕр хут чĕрĕлсе тăнă /ăна пĕр тапхăр ирттерменччĕ/. Унта Вăрнар, Комсомольски, Йĕпреç, Канаш районĕсенчи 40 ытла ача хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
«Гурий Кузьмин каласа кăтартнă тăрăх, вĕсен пÿрчĕ пĕр чÿречеллĕ пулнă, улăм витнĕскер, мунча пек пĕчĕкскер. Çеçпĕл пурăннă çурт упранса юлман, ун вырăнне урăххине лартнă, çав пÿрт те халĕ çук», — терĕ Александр Яковлевич. Çеçпĕл шăллĕн Петĕрĕн ачисем ялта пурăннă. Унăн тăванĕсен хушшинче ăста алăлли нумай пулнă, тем те тума пултараканскерсене «Вырăнти кулибинсем» те тенĕ. Çеçпĕл Мишшин тăхăмĕсем Шупашкарта, Ленинградра тата ытти хулара пурăнаççĕ.
1967 çулта Çеçпĕл паркне хута янă. Ялти вăтам шкултан чи малтан вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем унта улмуççисем лартнă. Йывăçĕсем паянхи кун çимĕç параççĕ пулин те ватăлнă, вĕсен вырăнне çĕннисене лартма ĕмĕтленеççĕ Çеçпĕлсем. Сăвăç çуралнăранпа 70 çул çитнине 1969 çулта анлăн паллă тунă. Ун чухнех Çеçпĕл палăкне лартнă, икĕ çул каялла ăна çĕнетнĕ. Сăмах май, Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкулăн кивĕ çурчĕн умĕнче те поэт палăкĕ пур.
Вĕрентекенсем 1993 çула аса илчĕç. Ун чухне Чăваш Ен делегацийĕ Украинăна кайса килнĕ, Çеçпĕл пурăннă-ĕçленĕ вырăнсене çитсе курнă. «Унта пирĕн ентеше сума сăваççĕ, унăн ятне упраççĕ. Телее, паянхи кун та манман», — терĕ Елена Сергеева. Александр Яковлевич та пулнă çав йышра. Ун чухне вĕсем Çеçпĕле палланă А.Свистельникпа /вăл шкул директорĕ пулнă/ курнăçнă. Евдокия Пенскаяна та курма тÿр килнĕ унăн. Александр Петров «Çеçпĕл» кинофильма виçĕ хут кăтартнине, пысăк клубра ларма вырăн та çитменнине аса илчĕ. Сăвăçăн тăван ялне тĕрлĕ çĕршыв çыннисем килсе курнă: Америкăран, Швецирен, Украинăран, Германирен, Грузирен тата ытти тăрăхран. Грузи çынни поэт сăввине грузинла, вырăсла, чăвашла, украинла вулани те вĕсен асĕнче упранса юлнă. Юрий Збанацкий те Çеçпĕлте пулнă.
«Нумай пурăнман пулин те чуна пырса тивекен хайлавсем çырса хăварнă. Кашни йĕркинче вăй-хăват палăрса тăрать. Эпир савăнатпăр Çеçпĕл пурришĕн, унпа мухтанатпăр, мăнаçланатпăр», — терĕ Олег Иванович.
Поэт сăнарĕ — кĕнекесенче
Галина Шадрова палăртнă тăрăх, Çеçпĕлпе çыхăннă кĕнекесем ялти библиотекăра /вăл 1939 çулта уçăлнă/ нумай. Çулталăкĕпех кĕнеке куравĕпе паллашма пулать. Çеçпĕл пурнăçне уçса паракан кĕнекесене вуласа калаçусем йĕркелеççĕ. Галина Ивановна библиотекăна килекен чылай кĕнекене вуланă, чăвашлисене уйрăмах кăмăллать вăл. Çеçпĕл сăввисене юратса вулать. Хăй те çырать. Унăн статйисем районти тата республикăри хаçатсенче пичетленеççĕ. Вĕсенче автор ялăн сумлă çыннисем, ял тăрăхĕнче иртекен мероприятисем çинчен каласа кăтартать. Малалла вулас...
Андрей МИХАЙЛОВ.