Комментировать

29 Ноя, 2019

Лайăх концерт валли мĕн кирлĕ?

Ку тавлашуллă ыйту пулĕ. Ыйтăр кăна, мĕн кирлине юрăçсем хăйсемех пÿрне хуçлата-хуçлата шутлама тытăнĕç.

Çакна пĕлнĕ çĕртех хăйсем «универсал» пулма та хирĕç мар — кун пек перекетлĕрех те, кирлĕ çынна, аппаратура шыраса хăшкăлмалла мар. Анчах пахалăхĕ çеç кĕтнĕ пек пулмасть. «Юрĕ, пире кун пек те каять», — тет те чылайăшĕ нимĕнле çĕнĕлĕх те шырамасăр, ыттисене евĕрлесе сцена çинелле талпăнать. Çапла пулса тухать те вара: кĕвви — Кавказ халăхĕнчен, тумланасси — пушкăрт юрăçинчен, хусканусем — Сергей Лекеровран /е тата урăххинчен/. Унсăр пуçне Раççей юрăçисен чăвашлатнă «версийĕсем» те пур пирĕн. Ну, вĕсем пирки тепĕр чух калаçăпăр.
Çĕнĕлĕх шырамаççĕ терĕмĕр-ха… Телее, пурне те пырса тивмест ку. Акă мĕн каларĕ çакнашкал лару-тăру пирки Дмитрий Капустин режиссер «7 çăлтăр» проекта сÿтсе явма пуçтарăнсан:
— Чăваш эстради вырăнта тăмасть, аталанать. Артист нумай: лайăххи те, урăхли те. Юрă — тата ытларах. Анчах юрлама юрататпăр пулсан çакна питĕ аван пурнăçлатпăр тесе шухăшлакан йышланчĕ. Çакăнта йăнăшаççĕ те вĕсем. Çапла майпа информаци шавĕ çĕкленет, чăннипех те пултаруллисем çак информаци шавĕн пысăк тинĕсĕнче путаççĕ…
Çапах лайăх концерт мĕнлерех-ха вăл? Кун пирки мероприяти хыççăн троллейбуса ларсан кинемейсенчен пĕлме пулать. Анчах кашни ăрăвăн — хăйĕн шухăшĕ, çакна та шута илмелле.
«7 çăлтăр» проект пирки те асăнса хăварар. Ку — çĕнĕлĕх шыранин пĕр тĕслĕхĕ. Алексей Московскин çакнашкал шухăш çуралсан вăл Хусанти хастар чăваша Артем Носкова пĕлтернĕ. Унтан Дмитрий Капустин режиссерпа виççĕшĕ çак проект мĕнле пулмаллине сÿтсе явнă. Хăйне евĕрлĕхпе палăракан, эстрадăра хăйсен çулне тупнă 7 юрăçа /Вера Кожеманова, Фарида, Михаил Ăраскал, Полина Борисова, Алексей Московский, Елена Иовлева, Вячеслав Христофоров/ суйлама пултарнă. Концерт нихçанхилле мар чаплă пулма шантарнăччĕ те… Шел, Шупашкарта çул-йĕр юсав ĕçĕсем иртнине пула ăна, чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртмеллискере, раштав уйăхне куçарнă. Эх, кĕтме пĕлекенсем телейлĕ тенĕччĕ-и-ха Александр Артемьев çыравçă?..
Çапах тĕп ыйту патнех таврăнар: лайăх концерт валли мĕн кирлĕ? Килĕшетĕр пулĕ, чи малтанах — пултарулăх енчен вăйлă юрăç. Унтан — продюсер. Концерт йĕркелессипе уйрăм çыннăн ĕçлемелле, çапла мар-и? Артистăн билет сутас е ытти чăрмавлă шухăш пулмалла мар. Пĕррехинче виçĕ юрăçăн концертне кайнăччĕ. Иккĕшĕ темиçешер юрă шăрантарчĕç, виççĕмĕшĕ, Николай Ключников, çук та çук. «Билет сутма килĕшмен», — текен сас-хура çитрĕ каярахпа çак сăлтава ăнлантармашкăн.
Паллах, ăнăçу килтĕр тесен кану мĕнне пĕлмесĕр ĕçлемелле те ĕçлемелле. Сцена киленÿ çеç мар-çке. Вăл пачах пушă вăхăтсăр хăварма пултарать. Фарида юрăç калашле, чылайăшне эстрадăра пысăк утăм тума наянлăх чăрмантарать. Раççей артисчĕсене илес пулсан, Сергей Лазарев юрра халăх патне тивĕçлипе çитерес тесе тăн çухатичченех ĕçлет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Шоу-бизнес хыпарĕсене Лада МАРКИЗОВА тишкерет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.