Тата тепĕр депутат — мандатсăр
Депутатсен Шупашкар хула пухăвĕ нумаях пулмасть кăна хăйĕн йышĕнчи депутатсенчен пĕрне, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» парти представительне Алексей Никитина, мандатсăр хăварнăччĕ. Çак кунсенче пухăвăн 45-мĕш ларăвĕ иртнĕ — тата теприне депутат полномочийĕсемсĕр хăварнă.
Виктор Шмаковпа сыв пуллашнă. Çавна май хăшĕсем влаç оппозицири партисен представителĕсене кăна хĕстерет теме пăхни тÿрре тухманни, влаç партийĕнче тăни нимĕнле çăмăллăх та паманни куçкĕрет — ку хутĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ тĕлĕшпе çапла хаяр мера йышăннă. Хула парламентарийĕсем хупă майпа сасăласа ĕçтешне депутат полно-мочийĕсемсĕр хăварма йышăннă.
Сăлтавĕ — Никитинăнни евĕрех. Виктор Шмакова та тупăш-тăкак çинчен калакан декларацири тĕрĕс мар кăтартусемшĕн çапла явап тыттарнă. Тепĕр тесен, унăн ĕçĕ-хĕлĕ тахçантанпах тĕрлĕ калаçу çуратни те вăрттăнлăх мар. Строительство компанийĕн хуçи пулнăскер тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç çинчен «Хыпар» та çырнăччĕ. Малалла вулас...
Николай КОНОВАЛОВ.